Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

е сăмах пирĕн базăра пур.
е (тĕпĕ: е) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Теркӑланӑ хӗрен тымарне пӗр виҫепе хӑймаллӑ сӗтпе /сливки/ тата ҫӑмарта саррипе /ӳт типӗ тата йӗркеллӗ чухне/ е ҫӑмарта шуррипе /ӳт ҫуллӑ чухне/ хутӑштармалла.

Куҫарса пулӑш

Хӗрен косметики // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Тӗпчев 2009-2010 ҫулсенче С.Лаврентьев, Е.Алексеева тата А.Скворцова суя документсем хатӗрлесе Шупашкар хулин халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрне панине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Республикӑн Аслӑ сучӗ Шупашкарти «Алза» ООО директорӗ С.Лаврентьев, тӗп бухгалтерӗ Е.Алексеева тата кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ А.Скворцова тӗлӗшпе судӑн пӗрремӗш инстанцийӗ палӑртнӑ приговора улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Е кирек мӗнле ӑрури ачасем те пӗрех-и?

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫемьепе е нимелле, спонсорсене явӑҫтарса клуб юсакансем пурри савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӗсем ҫын вӗлернӗ е коррупципе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсене те тишкереҫҫӗ.

Они расследуют и такие дела, как убийство или коррупция.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек йӑлари газ сӑрхӑннипе е газ оборудованийӗн юсавсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Кӑмака е плита юрӑхсӑра тухнине, ӑна юсамалла-ҫӗнетмеллине, вентиляци те сывлӑша лайӑх туртнине сӑнасах тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Куракансен ячӗпе вырӑнти артистсене хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Еетрова ӑшӑ сӑмахсемпе тав турӗ, пултарулӑх ушкӑнӗн ӑсталӑхӗ кунран кун пуянланса пынине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Е, тен, йӑнӑшатӑп-ши?

Или, может быть, я ошибаюсь?

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

— Кӳлленчӗке кӗнӗ чух яланах асӑрхануллӑ пулмалла, — ӑс пачӗ мана ҫак кунсенче руль умӗнчи пысӑк стажлӑ водитель. — Шывра асфальт, чул е кирпӗч катӑкӗсем курӑнаҫҫӗ-тӗк — эпӗ хӑвӑртлӑха май пур таран чакаратӑп.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чи хӑрушши — ҫакнашкаллипе сӑлтавланнӑ аварире ҫынсем суранланма е вилме пултарасси.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Анчах Шупашкарта нумаях пулмасть тунӑ е юсанӑ ҫулсем те пӗр шелсӗр арканаҫҫӗ вӗт-ха, ҫакӑ тӗлӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Унпа 346354 ҫынна, республикӑра пурӑнакансен 28%, е кашни тӑватӑ ҫынран пӗрне, тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Прививкӑсӑр пуҫне чир пуҫланиччен е алхаснӑ самантра аскорбин кислотипе поливитаминсем, иммунитета ӳстерекен препаратсем ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Вӑхӑтра прививка тутарнисенчен нумайӑшӗ чирлемест е чире ҫӑмӑллӑн ирттерсе ярать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Грипа ура ҫинчех ирттерекенсен е йывӑр чирлекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитне, пневмоние, миокардита, отита, гайморита тата ыттине те куҫма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫавӑнпа ӳсӗрнӗ, сунасланӑ чухне ҫӑвара сӑмса тутрипе е салфеткӑпа хупламалла.

Поэтому во время кашля, чиханья надо прикрывать рот носовым платком или салфеткой.

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чире пуҫласа яракана А вируса, тепӗр майлӑ H1N1 е сысна грипӗ тесе калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чирлӗ-и е сывӑ-и – ҫакна кӗске самантра пӗлме пултарӗ.

Больная ли, здоровая ли - может узнать за короткое время.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех