Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каласа (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫне ҫыпҫуллӑн чӗтретсе, вӑл хӑйне хисеплӗн итлесе ларакан икӗ командира темӗн ҫинчен каласа кӑтартать.

Воинственно потряхивая головой, она говорила что-то двум командирам, которые почтительно слушали ее.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре, курнӑҫсан, сире эп ун ҫинчен каласа кӑтартӑп-ха.

Когда увидимся, я расскажу вам о ней.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ туятӑп, пуплевӗн ҫуррине те каласа ӗлкӗреймӗн.

А я чувствую, что засну на середине ее.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Проторов майор мана кун ҫинчен тӗплӗн, васкамасӑр каласа пачӗ.

Майор Проторов не спеша и обстоятельно рассказывает мне.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Тӗнчере ҫук хӳхӗм эс, тупа тӑватӑн! — чунтан-вартан каласа хучӗ Амед.

— Ты большую красоту имеешь, честное даю тебе слово! — заговорил Амед убежденно.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Амед каласа пачӗ мана, — ыйтса тӗпчет Табашников, — Питӗ хӳхӗм картина.

Амед давеча сказал, — любопытствовал Табашников, — Очень замечательная картина.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паҫӑр, эпӗ ҫаврӑнса ҫитиччен, Амед ӑна ман ҫинчен пӗтӗмпех каласа панӑ-мӗн.

Выяснилось, что Амед, пока я бегала за вещами, успел уже все рассказать про меня.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн каласа хӑварӑп-ши вӗсене?

А что я могла им сказать?

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, чӑлханса-пӑлханса, хӑвӑртрах пултӑр тесе, пӗр-икӗ сӑмахпа хамӑр эшелон ҫинчен, ачасем ҫинчен, Мускавран тухма хама епле йывӑр пулни ҫинчен, каялла пӑрахса кайма ҫул ҫук пирки чунӑм мӗнле ыратни ҫинчен Амеда каласа патӑм.

Путаясь, в двух словах, как можно быстрее рассказала я Амеду о нашем эшелоне, о моих ребятах, о том, как тяжело мне было уезжать из Москвы, как страшно мне стало сегодня, когда я подумала, что туда уже нельзя вернуться.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакӑн ҫинчен сана тӗплӗн кӑна шухӑшласа пӑхма сӗнетӗп; ыран вара ҫакӑн ҫинчен тата ӑна мӗскершӗн пытарса усрани ҫинчен пӗтӗмӗшпех каласа паран пире…

Предлагаю тебе серьезно подумать над тем, что произошло, и завтра сказать нам, как ты сам все это оцениваешь и почему скрывал…

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗлетӗн-ҫке эс, каласа пар вӗсене…

Ты же знаешь, расскажи им…

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн каласа тӳрре кӑларӑп эп ӑна?

Что я могла сказать?

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ӑна хамӑр ӑҫта кайнине каласа патӑм.

Я ему рассказала, куда мы едем.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ачасене хускалмасӑр ларма хушрӑм та, Игорь ҫине кӑшкӑрса илсе тата ӑна юлташӗсем хушшинче йӗрке тытма каласа, Анна Семёновнӑпа пӗрле тулта мӗн пулнине пӗлме тухса чупрӑм.

Я велела ребятам сидеть на месте и прикрикнула на Игоря, чтобы он последил за этим, а мы с Анной Семеновной побежали узнать, в чем дело.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл хӑйӗн кӑмӑл-шухӑшне пире каласа кӑтартать.

Она доверяла мне и каждому из нас.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эсир луччӗ мана Игорь ҫинчен каласа парӑр, мӗн мурӗ пулнӑ ӑна?

Вы вот лучше мне скажите насчет того, что с Игорем происходит.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗнле маттур пирӗн Мускавӑмӑр! — ачашшӑн каласа хучӗ капитан.

— И какая молодчина Москва наша! — с нежностью повторял капитан.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Саня Испани ҫинчен каласа парать те, мана тахҫан манӑҫнӑ тӗлӗнмелле туйӑм ҫавӑрса илет: такам урӑххи ҫинчен каласа панӑ пек итлетӗп ӑна эпӗ.

Саня рассказывает об Испании. И странное, давно забытое чувство охватывает меня: я слушаю его, как будто он рассказывает о ком-то другом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ну, каласа парӑр ӗнтӗ!

Ну, рассказывайте!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня каланине итлетӗп те, хамӑрӑн ҫурма манӑҫнӑ ҫамрӑк ӗмӗр кинори пек умма тухса тӑрать, такамӑн сасси хӑй ҫинчен каласа панӑ пек янрать, экран ҫинче пӗлӗт юхать, йӑлӑмри анлӑ улӑх тӑрӑх тӗтреллӗ ҫырма йӑрӑмӗ ҫуталса выртать.

Я слушаю Саню — и наша полузабытая юность встаёт передо мной, как в кино, когда чей-нибудь голос неторопливо говорит о своём, а на экране идут облака и вдоль широкой равнины далеко простирается туманная лента реки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех