Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унта сăмах пирĕн базăра пур.
унта (тĕпĕ: унт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
А. Волков ӳкерсе кӑтартнӑ сӑнарта анлӑ пӗтӗмлетӳ пур, унта эпӗ хам асӑрхасах кайман пулӑмсене те «ҫӗнӗ куҫпа» куратӑп.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Тӑван ялне таврӑнса унта хӑйсен ҫурт-йӗрне лайӑхлатаҫҫӗ, ҫӗнӗ пӳртсем ҫӗклеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Анчах пӑхӑр-ха: унта ӗҫлесе илнӗ укҫана вӗсем ӑҫта тӑкаклаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Унта вӑл Геннадий Волков академикӑн сӑмахӗсене илсе кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Хайхи шурсухал та унта ҫитнӗ тет.

Старец тоже туда пришел, говорят.

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Пӗлмеҫҫӗ, тӑван чӗлхе вӗсенче манӑҫа тухнӑ пулсан ӑҫта унта «пӗтӗмпех йӗркеллӗ» тесе калама сӑлтав пур?

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Хам унта пулман-ха ӗнтӗ, анчах уява вырӑсла кӑна илемлетни чуна питӗ кӑмӑлсӑрлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Пӗтӗмпе унта 428 сӑмах кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Ҫынсем унта «Мир! Ӗҫ! Май!» тесе ҫырнӑ транспарантсемпе, ялавсемпе, вӗрсе хӑпартнӑ шарсемпе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Унта регионсем килӗштерсе ӗҫлесси мӗнлерех аталанса пырассине сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алтайри тӗлпулусем // ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫар ҫыннисемпе ҫар техники марш кӗввипе Шупашкар халӑхӗпе хӑнасен умӗпе иртнипе пӗрлех унта кадет класӗсенче вӗренекен ҫамрӑк параппанҫӑсем, истори реконструкцийӗн клубӗн хастарӗсем, «Крестовоздвижени» станцийӗн казакӗсем тата вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗ, «Русский егерь» ҫар историйӗн клубӗ хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Унта ҫӗлен-калта хунатчӗ, вӗҫенкайӑк йӑва тӑватчӗ, халӗ вӑл шӑрӑхра типет.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Халӗ унта икӗ пине яхӑн йывӑҫ ҫитӗнет.

Сейчас там произрастает около двух тысяч деревьев.

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Хурана е пичкене икӗ-виҫӗ витре ӗне каяшӗ хумалла, унта ҫавӑн чухлӗ шыв ярса пӑтратмалла, пӗр эрне лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

«Аннепе тӑван кил тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа унта мастерской уҫрӑм. Чунӑмра ывӑл тивӗҫӗсене халӗ те пурнӑҫлатӑп. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫакна туллин пурнӑҫлаймарӑм», - тет Анатолий Петрович.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Искусствоведени докторӗ, РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей ӳнер академийӗн хисеплӗ членӗ Алексей Трофимов палӑртнӑ тӑрӑх - «Ӳнер академийӗ ҫак ӑстапа мухтанать. Ун пекки Раҫҫейре те, Европӑра та сайра. Чӗлхи ҫӗнӗ, унта сюрреализм та, символизм та пур… Вӑл - пирӗн вӑхӑтри кӗрешӳҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Унта малтанхи вӑхӑтра консерваторисемпе музыкӑн ытти заведенине пӗтернӗ, унччен искусство шкулӗсенче, университетра е ытти ҫӗрте ӗҫлесе палӑрнӑ вӑхӑтра яхӑн мусӑкҫӑ тӗрлӗ инструментпа калать.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Унта ҫанталӑк ӑшӑтсан ҫутҫанталӑк илемӗпе киленмешкӗн нумайӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳлӗ халапӗсем // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2017.02.06

Унта Комсомольски районенчи тата Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗн шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Унта культура ячӗ, сорчӗ, парти номерӗ тата ытти информаци пур.

Там есть информация о наименовании, сорте, номере партии и прочая информация.

Пахалӑхӗ тивӗҫтерет-ши? // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех