Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнине (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Нелли питне курмасть, анчах лешӗ чылайччен нимӗн чӗнеймесӗр тӑнине кура, Лещинская нимӗн калама аптӑраса тӑнине сисрӗ вӑл.

Он не видел лица Нелли, но продолжительное молчание говорило о замешательстве Лещинской.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ӗҫ ҫавӑн пек пулса тӑнине мӗнле ят памалла?

Как такой оборот дела назвать?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Юлашкинчен виҫҫӗшӗ те хӑйсен умӗнче чӑн-чӑн Корчагинах тӑнине хӑйсен куҫӗпех курчӗҫ.

Все втроем наконец удостоверились, что перед ними настоящий Корчагин.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӑхрӗ те: пӗтӗм станци тӑршшӗпех вӑрӑм состав тӑсӑлса тӑнине курах кайрӗ.

Вгляделся: длинный состав растянулся на всю станцию.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Чех татах темӗн каласшӑнччӗ, анчах лешсем патне виҫҫӗн пырса тӑнине курсан, чарӑнчӗ.

Чех еще что-то хотел сказать, но, заметив троих подошедших, замолчал.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Паян коридорпа иртсе пынӑ чух пӑхрӑм та — Панкратов, Корчагин тата палламан ҫын алӑк патӗнче тӑнине курах кайрӑм.

Сегодня иду по коридору, смотрю — стоят у двери управления делами Панкратов, Корчагин и еще незнакомый.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Мӗн пулса тӑнине лайӑх ӑнланса илсе тата Грант капитанӑн ачисен хуйхине курса пурте шӑпланчӗҫ.

Отдав себе отчёт в создавшемся положении и видя горе детей капитана Гранта, все умолкли.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Айртон тата Бен Джой — иккӗшӗ пӗр ҫын иккенне, «Британин» боцманӗ каторжниксен бандин атаманӗ пулса тӑнине пӗлсен пире ҫитет.

Нам достаточно знать, что Айртон и Бен Джойс — одно и то же лицо и что бывший боцман «Британии» стал главарём банды каторжников.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах Айртон боцманран Бен Джойс пулса тӑнине мӗнле пӗлме пултарнӑ-ха Мак-Набс?

Но каким образом Мак-Набс узнал Бена Джойса в боцмане Айртоне?

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр ҫур сехетрен Паганель, Мак-Набс тата хӗрарӑмсем те мӗн пулса тӑнине ӑнланчӗҫ.

Через полчаса Паганель, Мак-Набс и обе путешественницы уже были в курсе дела.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Курӑнсах тӑрать, Гарри Грант туземецсен аллине тыткӑна ҫакланнӑ, — терӗ Майкель Паттерсон, — унсӑрӑн вӑл епле пулсан та ҫыран тӑрӑхӗнчи ялсене ҫитсе хӑй ӑҫта тӑнине питӗ аван пӗлнӗ пулӗччӗ.

— Ясно, что Гарри Грант попал в плен к туземцам, — сказал Майкель Паттерсон, — иначе он, безусловно, добрался бы до какого-нибудь посёлка на побережье.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мӗскер пулса тӑнине ӑнланас майпа пакӑлти метр-д`отел Диксонпала вунӑ минутлӑ калаҫу ирттерни ҫителӗклӗ пулчӗ.

Десятиминутного разговора с болтливым метрдотелем Диксоном было достаточно, чтобы понять всё происходящее.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫулҫӳревҫӗсем пурте вӑрманӑн ҫак уйрӑмлӑхне асӑрхарӗҫ, ҫак пулма пултарайман япала мӗнрен пулса тӑнине пӗлеймесӗр хытӑ тӗлӗнчӗҫ.

Все путешественники обратили внимание на эту особенность леса и очень удивились, не зная, чем объяснить это необычайное явление.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫынсем мӗн сӑлтавпа кӗпӗрленсе тӑнине вӗсем ҫавӑнтах ӑнланчӗҫ.

Там они сразу поняли причину скопления людей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сасартӑк, фургонран иртсе кайса, темиҫе юланут Кэмден-Бриджена вӗҫтерчӗ, чугун ҫул кӗперӗ патӗнче халӑх кӗпӗрленсе тӑнине курса юрттарчӗҫ вӗсем.

Вдруг, опережая фургон, несколько всадников галопом помчались к Кэмден-Бриджу: их заинтересовала большая толпа, собравшаяся у железнодорожного моста.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганель хӑйӗн тусӗсене ӳсен-тӑрансен ячӗсемпе паллаштарса пырать, тата мӗн каланине пурне те цифрсемпе ҫирӗплетсе хурас ӗмӗрхи йӑлине хисеп туса, Австралинчи мӗнпур йывӑҫ-курӑксен тӗнчи ҫӗр ҫирӗм ҫемьене кӗрекен тӑватӑ пин те икҫӗр ретлӗ ӳсен-тӑрансенчен тӑнине те астутармасӑр хӑвармарӗ.

Паганель называл растения своим спутникам и, отдавая дань своей всегдашней склонности всё подкреплять цифрами, не преминул заметить, что австралийская флора состоит из четырёх тысяч двухсот различных растений, принадлежащих к ста двадцати семействам.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗр провинцинчен тепӗрне уйӑрса тӑнине палӑртакан йӗрсене Англин географӗсем линейкӑпах туртса тухнӑ.

Английские географы по линейке провели условные черты, отделяющие одну провинцию от другой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла вара, Айртон калавне итленӗ хыҫҫӑн, ҫӑлӑнса тухнисенчен ыттисем мӗн курса тӑнине те хӑвна-хӑвах тавҫӑрса илме пулать.

Следовательно, по рассказу Айртона можно было составить себе представление о дальнейшей судьбе остальных спасённых.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла вара ҫулҫӳревҫӗсем мӗнпур Австралин ҫӗрӗ тавра ҫавӑрӑннӑ тата ӑна Инди океанӗн шывӗсемпе Лӑпкӑ океанӑн шывӗсем йӗри-тавра хупӑрласа тӑнине паллӑ тунӑ; 1665 ҫулта, шӑп кӑна Голландин тинӗсҫӳревҫисем сцена ҫинчен аннӑ тапхӑрта, ҫак кӑнтӑр енчи утравӑн ятне мӗнпур пысӑкӑшӗпе илсе Ҫӗнӗ Голланди тесе каланӑ.

Таким образом, путешественники объехали вокруг всего австралийского материка и установили, что он окружён водами Индийского и Тихого океанов; в 1665 году всему огромному южному острову было дано название Новой Голландии, как раз в ту эпоху, когда голландские мореплаватели сходили со сцены.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Капитан ҫыран ҫывӑхнерех пырса икӗ ҫын хӑйсем асап курни ҫинчен пӗлтерсе тӑнине курнӑ.

Капитан приблизился к берегу и увидел двух человек, подававших сигналы бедствия.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех