Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗнчере (тĕпĕ: тӗнче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Ен хитре, чӑваш тумтирӗ вара тӗнчере чи илемли, – кӗскен каласа пачӗ Римма Ефимова.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Тепӗр самантранах — унран ырӑ кӑмӑллӑраххи тӗнчере те ҫук тейӗн! — пурнӑҫра яланах хурапа шурӑ, ырӑпа усал юнашар текен чӑнлӑх Максим кӑмӑл-талайӗнче те палӑрать иккен.

Со следующего же момента — скажешь нет ничего приятнее от него в мире! — правда о том, что в жизни черное и белое, добро и зло идут вместе, оказывается сказывается и в характере Максима.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Халӗ тӗнчере ӗҫ профессийӗсене «симӗс ҫутӑ» паракан WORLDSKILLS юхӑм аталанса пырать.

- Сейчас в мире развивается направление ХWORLDSKILLS, дающее "зелёный свет" рабочим профессиям.

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Асамлӑ вӑй пур унта: чуна уҫаканни, пурнӑҫра мӗнпур вак-тӗвек ҫине алӑ сулса тӗнчере илем пурри ҫинчен аса илтерекенни, хитрен пурӑнма хистекенни, вӑй-хӑват хушаканни.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫут тӗнчере 35 ҫул кӑна пурӑннӑ пулсан та Ефрем Еллиев калавӗсене, новеллисене, пьесисене, сӑввисене чӗрипе ӑсӗ витӗр шӑратса кӑларнӑ, тӗрӗслӗхпе чӑнлӑха, чыслӑха тӗпе хунӑ.

Хоть и жил он на свете до 35 лет, Ефим Еллиев рассказы, новеллы, пьесы, стихи мастерски пропускал через сердце и ум, брал за основу справедливость и правду, благородство.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Эпир яланах тӗнчере чи вӑйлисем пулнӑ, пирӗннисем ҫӗнтерӳпе пӗрре мар таврӑннӑ.

Мы всегда в мире были самыми сильными, наши неоднократно возвращались с победой.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Мӗн тӗрлӗ кӑна чӑваш ҫук тӗнчере!» — тесе тӗлӗнет, сӑмахран, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ, драматург, поэт, куҫаруҫӑ, актер, этнотеатрҫӑ Иосиф Дмитриев.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Геннадий Кошкин 2014 ҫулта Германи ҫӗрӗ ҫинче Совет Ҫарӗсен ушкӑнӗнче хӗсметре тӑнӑ ҫар ҫыннисене асӑнса Чӑваш Республики пӗтӗм тӗнчере пуҫласа палӑк лартни пирки аса илтерчӗ.

Геннадий Кошкин напомнил о том, что Чувашская Республика на мировом уровне в первые установила памятник в 2014-ом году, в честь группы Советских войск на Германской земле в плену.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Тин кӑна, ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗччен, тӗнчере тӑнӑҫлӑх ҫӗнтерчӗ теттӗмӗр.

Еще недавно, в период перестройки, говорили, что в мире победил мир.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Тӑван чӗлхе — эсӗ ҫут тӗнчере хӑв камне ӑнланса илме пултаракан кӗвӗ.

Родной язык — ты музыка, позволяющая понять кто сам я.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

— Кирек мӗнле халӑх та ҫак ҫутӑ тӗнчере вырӑнне тупса йӗркеллӗ, ытти халӑхсемпе пӗр тан туйса пурнӑҫне хӑйне кирлӗ пек туса пыма ӑнтӑлать.

- Любой народ хочет найти свое место на этом белом свете и стремится к тому, чтобы жить как ему угодно нормально, наравне с остальными народностями.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Шел, Альӑпа Артурӑн тӑван амӑшӗ ҫут тӗнчере ҫук ӗнтӗ: ҫакӑн ҫинчен вӗсене тӑванӗсем ӑна пытарса тирпейленӗ хыҫҫӑн чылайран кӑна пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Раҫҫейре, тӗнчере кун йышши телевизор пин-пин кӑна мар, вун-вун миллион.

В России, мире таких телевизоров не тысячи, а десятки миллионов.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Эй, ҫут тӗнчере пурӑнакансем! Чӗрӗ-сывӑ чухне хирӗҫсе-харкашса пурӑнса, пурнӑҫ йывӑр тесе ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи ырлӑхран уйрӑлса кунта килме ан васкӑр! Влаҫра ларакан тӗрлӗ тӳре-шарасем, чиркӳ ҫыннисем: «Леш тӗнчене» кайсан ҫӑтмаха лекетӗр, сӗт кӳллинче, пыл та ҫу ҫинче ярӑнса ҫӳретӗр!» тенине ан ӗненӗр», — тесе каланӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Акӑ кӑҫал 1966 ҫулта ҫуралнисем хӑйсем тӗнчере ҫур ӗмӗр пурӑннине паллӑ тума пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫӗнӗ хыпарсем радио итлекене республикӑра, тӗнчере пулса иртнӗ пулӑмсемпе паллаштараҫҫӗ.

Последние известия знакомят радиослушателей событиями, произошедшими в республике, в мире.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Тӗнчере чипер ӑс-тӑнлӑ, чӑнкӑ та сывӑ каччӑсем пайтах.

Куҫарса пулӑш

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

Чӑваш чӗлхипе ӗҫлекен ҫын тӗнчере 50 яхӑн.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

13. Халӗ ӗнтӗ Сан патна пыратӑп: вӗсен ӑшӗнче Манӑн савӑнӑҫӑм тулли пултӑр тесе, ҫакна Эпӗ тӗнчере чухне калатӑп.

13. Ныне же к Тебе иду, и сие говорю в мире, чтобы они имели в себе радость Мою совершенную.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере пулнӑ чухне вӗсене Санӑн ятупа упрарӑм; Ху Мана панисене Эпӗ сыхласа хӑвартӑм, пӗтес ывӑлсӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те пӗтмерӗ.

12. Когда Я был с ними в мире, Я соблюдал их во имя Твое; тех, которых Ты дал Мне, Я сохранил, и никто из них не погиб, кроме сына погибели.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех