Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗпе (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыран ӑна Вешкине ӑсататпӑр, ун ҫинчен ревтрибунал председателӗ ячӗпе материал хатӗрле те паянах утлӑ милиционера кӑларса яр.

Завтра мы его отправим в Вешенскую, а материал на него сегодня же пошли с конным милиционером на имя председателя Ревтрибунала.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Христос ячӗпе

Ради Христа!..

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Турӑ ячӗпе йӑлӑнатӑп!

Ради Христа прошу!

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳлӗхҫӗ ячӗпе тархасласа калатӑп, чунӑм: турӑ пул, Вешенскине кай, ӳтне те пулин хурса кил унӑнне! —

Ради создателя, родимушка, съезди ты в Вешки, привези нам его хучь мертвого! —

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Христос турӑ ячӗпе, хӑта!

— Ради господа Христа, сват!

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Бонд капитан хӑй ячӗпе тата Ошэн капитан ячӗпе хӑйсене Килӗшӳ держависенчен Дон тӑрӑхӗнчи лару-тӑру ҫинчен пӗлме официаллӑ йӗркепе хушса яни ҫинчен Дон атаманне пӗлтерме кирлӗ тесе шутлать.

— Капитан Бонд от своего имени и от имени капитана Ошэна уполномочен заявить донскому атаману, что они являются официально посланными от держав Согласия, чтобы узнать о том, что происходит на Дону.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вешкирен хушнӑ — кӑмӑлсӑррӑн хуравларӗ лешӗ Мишка амӑшӗ хутор пухӑвӗнче чӗркуҫҫи ҫине ӳксех Стариксене тархасланӑ-мӗн те, лешсем вара Михаил Кошевоя, вӑл килӗнче ҫемьене тӑрантаракан пӗртен-пӗр ҫын пулнӑ май, хутор халӑхӗ ячӗпе атарщика яма ыйтса приговор ҫырнӑ.

— Получено распоряжение из Вешек, — неохотно ответил тот, оказалось, что Мишкина мать, ползая на коленях на хуторском сборе, упросила стариков, и те написали от общества приговор с просьбой Михаила Кошевого как единственного кормильца в семье назначить в атарщики.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Паллах, ун ячӗпе конференцисем ирттереҫҫӗ, анчах ку ман шутпа ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Хамӑн ҫырӑва вӗҫленӗ май, ман ҫакна каласа хӑварас килет, атте ҫурални 75 ҫул та, 100 ҫул та иртсе кайрӗ, 1990 ҫулта 120 ҫул ҫитет, анчах Шупашкарта ун ячӗпе пӗр палӑк та ҫук, пӗр урам ячӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Вавилов мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ: вӑл анне ячӗпе аттене 1929 ҫулта член-корреспондента суйлани пирки справка ярса пачӗ, президент ман пата та: «Хисеплӗрен те хисеплӗ Виктор Никоваевич!..», — тесе ҫырчӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Умӗн кӗскен калани: 1988 ҫулхи майӑн 25-27-мӗшӗсенче Н.И. Ашмаринӑн ывӑлӗ Виктор Николаевич (отставкӑри ветеринари службин гварди подполковникӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II ушкӑнри инваличӗ, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ) Совет Союзӗн Министрсен Совечӗн Председателӗ Н.И. Рыжков ячӗпе Мускава ҫыру ҫырса янӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Раҫҫей салтакӗсен ячӗпе кунашкал эрех ӗҫнӗшӗн ҫылӑх пулас ҫук.

Не грех за российского солдата такое винцо выпить.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вӗсем темиҫе кун Нютӑна пӑхӑнса ирттернӗ, унтан Рындинпа Лаптев мӗн пур арҫын ачасен ячӗпе Суворов патне пынӑ.

Побыли они несколько дней в подчинении у Нюты, а потом Рындин и Лаптев обратились к Суворову с жалобой от всех ребят.

Шкул // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Унтан, Дураццо хулинчен, палланӑ ҫынсен ячӗпе Каргин хуторне Албанири кӑвак ту-сӑртсене ӳкернӗ, тӗлӗнмелле штампсем ҫапса тултарнӑ почта карточкисем килсе тӑма пуҫлаҫҫӗ.

Оттуда, из Дураццо, приходили в Каргин на имя знакомых его почтовые карточки с голубыми нагорными видами Албании, со странными штемпелями.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Куҫарса пулӑш

Йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2020/03/13/vrio ... ravlyaet-s

Ялти активистсем ветерансен юхӑмне аталантарас, ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас ӗҫсемшӗн грамотӑсемпе тав ҫырӑвӗсене тивӗҫрӗҫ, шкулта вӑй хуракан хӗрарӑмсем Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе парнесем илчӗҫ.

Сельские активисты удостоились грамот и благодарственных писем за патриотическое воспитание молодежи, развития движение ветеранов, женщины, которые трудятся в школе, получили подарки к 8-му Марта.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Вӗсенчен пӗри, лутра кӑна шӑлсӑр старика, тӑрӑхласа панӑ ячӗпе — Шӗпӗн мучи тенӗскер — хуторта ӗмӗр тӑршшӗпех суд тӑрӑх сӗтӗрӗннипе паллӑ пулса тӑнӑ.

Один из них, мелкий беззубый старичонка, по уличному прозвищу Сморчок, был известен тем, что всю жизнь сутяжничал.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Дон ревкомӗ ячӗпе сире — хӑвӑра шанса панӑ икӗ сотньӑпа пӗрле халех позицирен тухма, тӑшмана сылтӑм флангран ҫавӑрса илме хатӗрленсе, кунтан курӑнакан ҫил арманӗнчен сулахай енчи участока тип ҫырма тӑрӑх юртӑпа васкаса кайма хушатӑп…

Приказываю вам именем Донского ревкома с двумя вверенными вашему командованию сотнями сняться с позиций и спешным аллюром идти в обхват правого фланга противника, имея направление на участок, что виден отсюда, немного левее ветряка, по балке…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Революци ячӗпе пӗр тӑхтамасӑр пурнӑҫлама хушатӑп!..

Именем революции приказываю немедленно подчиниться!..

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казак чаҫӗсен питӗ пӗчӗк пайӗн представителӗ кӑна пулса тӑракан Ҫарпа революци комитечӗ мӗн пур чаҫсен, ҫитменнине тата пӗтӗм казаксен ячӗпе требованисем лартма пултараймасть.

Являясь представителем только незначительного числа казачьих частей, Военно-революционный комитет не имеет права предъявлять требования от имени всех частей, а тем более — от имени всего казачества.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех