Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫавна пулах ҫӗр тӗпӗ уҫӑлчӗ, ҫӑварне виҫесӗр карса пӑрахрӗ: ӗнтӗ вӗсен чапӗ, вӗсен мулӗ, вӗсен шӑв-шавӗ, вӗсене хаваслӑх-савӑнӑҫ кӳрекенни пӗтӗмпех ҫавӑнта анса кайӗ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кам шӑтӑк алтса хурать, ҫавӑнта хӑех кӗрсе ӳкет, кам таната карса хурать, ҫавӑнта хӑех ҫакланать.29. Кто роет яму, сам упадет в нее, и кто ставит сеть, сам будет уловлен ею.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӑслӑлӑх ҫурчӗ таврашӗнче пурӑнаканӗ телейлӗ: вӑл унӑн ҫурчӗ ҫумне пӑта ҫапать, юнашарах хӑйӗн чатӑрне карса лартать те ҫавӑнта ырӑ курса пурӑнать.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла вара, кам ӑҫта пулнӑ, ҫавӑнта тыткӑна лекнӗ — сӑнчӑрсӑр тӗрмене ҫакланнӑ.15. Итак, где кто тогда был застигнут, делался пленником и заключаем был в эту темницу без оков.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Усӑсӑр ӗҫ тӑвакан ҫав тӑмранах ниме тӑман турӑ ҫӑрса тӑвать, хӑй вара, нумаях пулмасть тӑпраран ҫуралнӑскер, хӑйне ӑҫтан илнӗ, кӗҫех ҫавӑнта кайӗ, ӗнтӗ унран чунӗн парӑмне шыраса илӗҫ.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Е тата пӗр-пӗр каскалакан юрӑхлӑ йывӑҫ касса, унӑн пӗтӗм хуппине ӑстайлӑ сӳсе, хитре якатса унран кил-ҫуртра тыткаламалли савӑт тунӑ, 12. турпасӗпе вара апат пӗҫернӗ, тӑраннӑ; 13. пӗр каскаланчӑкне, ниме юрӑхсӑрскере, кукӑр та туратлӑ пуленкене, пушӑ вӑхӑтра тӑрӑшса чутланӑ, ӑста аллипе якатса ӑна этем евӗрлӗ тунӑ 14. е пӗр-пӗр ахаль чӗрчун евӗрлӗ калӑпланӑ, хӗрлӗ сӑрӑпа сӗрсе ҫиелтен каллех сӑрланӑ, пӗтӗм шӑтӑк-путӑкне сӑрласа лартнӑ, 15. вара, ун валли тивӗҫлӗ вырӑн хатӗрлесе, ӑна ҫавӑнта тимӗртен ҫакса хунӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӑҫта патша сӑмахӗ, ҫавӑнта унӑн ирӗкӗ; «эсӗ мӗн тӑватӑн?» тесе кам калайӗ ӑна?4. Где слово царя, там власть; и кто скажет ему: «что ты делаешь?»
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа ячӗ — тӗреклӗ пашне: тӳрӗ ҫын ҫавӑнта тарса пытанать те — хӑтӑлать.10. Имя Господа – крепкая башня: убегает в нее праведник – и безопасен.
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑнта пире тыткӑнра тытакансем пире юрлама хушатчӗҫ, пире хӗсӗрлекенсем хӑйсене савӑклантарма хушатчӗҫ: «Сион юррисене юрласа кӑтартӑр-ха пире» теетчӗҫ.
Пс 136 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вавилон шывӗсем хӗрринче, — эпир ҫавӑнта лараттӑмӑр, — Сиона аса илсе йӗреттӗмӗр; 2. хамӑр арфӑсене унти хӑвасем ҫине ҫакса хураттӑмӑр.
Пс 136 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Маншӑн ҫирӗп хӳтлӗх пул, кирек хӑҫан та ҫавӑнта тарса хӑтӑлам; Эсӗ мана ҫӑлма пултӑн: манӑн тӗрекӗм, манӑн хӳттӗм — Эсӗ.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн халӑху ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ; эй Турӑ, Хӑв ырӑ пулнипе Эсӗ чухӑн валли мӗн кирлине янтӑланӑ.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑвна пӗлекенсене ырӑлӑхна, тӳрӗ чӗреллисене тӳрӗлӗхне кӑтартса тӑр, 12. ман ҫине мӑнаҫлӑх ури пусайминччӗ, ҫылӑхлӑ ҫын алли мана хӑваласа ярайминччӗ: 13. йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем ҫавӑнта ӳкрӗҫ, вӗсене ӳкернӗ, ӗнтӗ тӑраймаҫҫӗ.
Пс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсен пӗр кӗтмен чухне пӗтмелле пултӑр, ман валли вӑрттӑн карнӑ танати вӗсене хӑйсене ҫаклаттӑр; ҫавӑнта пӗтмеллипех кӗрсе ӳкчӗр.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл манпа пӗрле ҫӗр тӗпне анса кайӗ, хампа пӗрле ҫавӑнта канӑҫ тупӗ.16. В преисподнюю сойдет она и будет покоиться со мною в прахе.
Иов 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн кунӗнче хӑй килӗнче ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсем пурте ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ, пӗрле ӗҫсе ҫиме вӗсем виҫӗ йӑмӑкне те чӗнтерсе пынӑ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсфирь хуравласа каланӑ: [паян уяв кунӗ маншӑн;] эпӗ паян патша ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлерӗм, кӑмӑлӗ пулсан, патша Аманпа пӗрле ҫавӑнта пытӑрччӗ, тенӗ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ветилуя хулин хапхи патне ҫитсен, унта вӗсем ҫавӑнта тӑракан Озияна тата хула пуҫлӑхӗсене Хавринпа Хармина тӗл пулнӑ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Олоферн ҫыннисем вара ту айне ҫитнӗ те Ахиора ҫавӑнта, ту тӗпӗнче, ҫыхса пӑрахса хӑварнӑ, хӑйсем хуҫи патне каялла таврӑннӑ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пуху шавӗ лӑплансан Олоферн, Ассири ҫарӗн ҫулпуҫӗ, ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ пӗтӗм ют йӑх халӑхӗ умӗнче, пӗтӗм Моав ывӑлӗ умӗнче Ахиора ҫапла каланӑ: 2. Ахиор, Ефрем патне кӗрӗшнӗ ҫынсем енне тӑнӑскерӗ, паян пире темӗн те пӗр каласа тултарма, мӗн-мӗн пулассипе хӑратма, Израиль йӑхӗпе ан ҫапӑҫӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Турӑ хӳтӗлет теме кам вара эсӗ?
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.