Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
Ӗҫ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах, министр палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ йышри кашни ҫын шӑпах ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курасси иккӗленӳллӗ, вӗсем пӗр-пӗр урӑх ҫӑмӑллӑхпа усӑ кураҫҫӗ-тӗк /тӗслӗхрен, ӗҫ ветеранӗ пулнӑ май ҫакӑншӑн пособи илсе тӑрсан/ — капиталлӑ юсав тӳлевне саплаштармалли компенсацие илеймӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Патшалӑхӑн ӗҫ тӑвакан тата саккунсем йышӑнакан влаҫ органӗсен представителӗсем вӗсен тата ыттисен ыйтӑвӗсене те тулли хуравсем пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Дмитрий Ливанов палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри професси вӗренӗвӗн тытӑмӗ эффективлисенчен пӗри: тӑххӑрмӗш класс пӗтернисен 55 проценчӗ техникумсемпе колледжсенче малалла пӗлӳ илет, ун хыҫҫӑн чун туртӑмӗпе тата пултарулӑхӗпе пӗр килекен ӗҫ тупать.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ ҫулта РФ Вӗренӳ министерстви тата Пӗтӗм тӗнчери Ворлдскиллс организаци йӗркеленӗ конкурсӑн 6 ҫӗнтерӳҫи йышне пирӗн республика та кӗме пултарчӗ, электротехника енӗпе ҫывӑх вӑхӑтра регионсен хушшинчи вӗренӳ компетенцийӗн центрне йӗркелемешкӗн ирӗк илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Симӗс ылтӑнран» илнӗ таса услам 50-60 ҫынран тӑракан коллектива ӗҫ укҫи тӳлеме, пӗтӗм тӑкака саплаштарма ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ӗҫ укҫи виҫипе эпир районти «Сельхозхими» тата «Сельхозтехника» предприятисем хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш вырӑнтаччӗ, ҫавӑнпа ҫынсем пирӗн пата килме тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Паян пӗтӗм ӗҫ хут шайӗнче кӑна.

Сегодня вся работа только на уровне бумаги.

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ун пеккисем темиҫе те кунта: Федор Васильев композиторсӑр пуҫне Хурӑнкассинчи Юрий Скворцов ҫыравҫӑпа, Кивӗ Матекре кун ҫути курнӑ, Тюмень облаҫӗнче Социализм Ӗҫ Геройӗн ятне тивӗҫнӗ Поликарп Прокопьевпа, Вӑрманкасси шӑпчӑкӗпе Виталий Гордеев юрӑҫпа ҫыхӑннӑ документсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Конкурса 12 ӗҫ тӑратнӑ, вӗсенчен лайӑххисене пьесӑсен пуххи туса пичетлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Ӗҫ — пысӑк телейсенчен пӗри», — тени питӗ тӗрӗссине палӑртрӗ Валентина Алексеевна.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Анчах эпӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн ӗҫ сӗнекен тек пулмассине ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗр ҫул ытларах ӗҫленӗ хыҫҫӑн качча тухрӑм та Ҫӗнӗ Шупашкара куҫса кайрӑмӑр, — ӗҫ «каҫалӑкне» епле пуҫланине хаваспах аса илчӗ Валентина Алексеевна.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Питӗ интереслӗ ӗҫ», — шухӑшлаттӑм ӑшӑмра.

"Очень интересная работа", - думала про себя.

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Халӗ республикӑра ҫулсене юсас ӗҫ хӗрсех пырать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Чӑваш Республикинче саккун кӑларакан тата ӗҫ тӑвакан власть органӗсем саккунлӑха – патшалӑхӑн тӗп принципӗсенчен пӗрне – тивӗҫтерес енӗпе прокуратура органӗсемпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ.

В Чувашской Республике налажено эффективное взаимодействие органов законодательной и исполнительной власти с органами прокуратуры в обеспечении законности - основы жизнедеятельности правового государства.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2925759

Ан тив, сирӗншӗн пӗлӳлӗхпе тӑнӑҫлӑх, хӑюлӑх тата ӗҫ кӑтартӑвӗсен ӑнӑҫлӑхӗ шанчӑклӑ туссем пулса тӑччӑр!

Пусть вашими надежными союзниками станут мудрость и спокойствие, смелость и последовательность в результатах!

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505

Ҫынна, унӑн ӑстӑн пултарулӑхне хывакан инвестицисем ӗҫ тухӑҫлӑхӗн шайне кӑна мар, ун вӑхӑчӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика хаклӑхне те ӳстерме пулӑшаҫҫӗ.

Инвестиции в человека, в его интеллектуальные способности повышают не только уровень производительности труда, но и социально-экономическую ценность его времени.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505

Программӑна 50% пурнӑҫланӑ, 2017 ҫулта ку ӗҫ туллин вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫ ял хуҫалӑхӗн уйрӑлми пайӗ (вӑл та халӑха тӑрантарать, сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшать) пулнине шута илсе конференцие хутшӑннисем республикӑри утарҫӑсен пӗрлешӗвне йӗркелемеллине палӑрт-нӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Халӗ ал ӗҫ тунӑ хушӑра сывӑ пурнӑҫ йӗркипе паллаштаракан «ЗОЖ» журналти материалсене тишкереҫҫӗ, хушӑран зарядка тӑваҫҫӗ, тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех