Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Ҫапла, Вӑл мана хирӗҫ тӑчӗ те — кунӗпе аллине мана хирӗҫ тытса тӑрать; 4. пӗтӗм ӳтӗм-тирӗме сӳслентерчӗ, шӑммӑм-шаккӑма хавшатрӗ; 5. мана пӳлсе лартрӗ те — хурлӑхпа асап хушшине хӑварчӗ; 6. тахҫан вилнӗ ҫынсене пытарнӑ пек, мана тӗттӗм вырӑна кӗртсе лартрӗ; 7. эпӗ тухасран ман тавра хӳме ҫавӑрчӗ, ман сӑнчӑрӑма йывӑрлатрӗ, 8. эпӗ тархасланӑ чухне, йӗрсе йӑлӑннӑ чухне манӑн кӗллӗме чарса тӑчӗ; 9. манӑн ҫулсене чулсемпе пӳлсе хучӗ, манӑн сукмакӑмсене хупларӗ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн ҫарӗпе Иерусалим патне ҫитнӗ те ӑна ҫавӑрса илнӗ, ун йӗри-тавра тӑпра хӳме купаласа тухнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсене курсассӑн, Иудея патши Седекия тата пӗтӗм ҫар ҫынни тарса хӑтӑласшӑн пулнӑ, вӗсем ҫӗрле патша сачӗ тӗлӗпе иртсе икӗ хӳме хушшинчи хапхаран тухнӑ та айлӑмри ҫулпа кайнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫак халӑха хирӗҫ сана ҫирӗп пӑхӑр хӳме пек тӑратӑп; вӗсем сана хирӗҫ кӗрешӗҫ, анчах сана ҫӗнтереймӗҫ: сана ҫӑлма та хӑтарма Эпӗ санпа пӗрле пулӑп.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ ӗнтӗ паян Эпӗ сана ҫак мӗнпур ҫӗр ҫинче Иуда патшисене хирӗҫ, унӑн улпучӗсене хирӗҫ, унӑн священникӗсене хирӗҫ, ҫак ҫӗрӗн халӑхне хирӗҫ тӑмашкӑн тӗреклӗлетнӗ хула пек, тимӗр юпа пек, пӑхӑр хӳме пек пулма ҫирӗплӗх патӑм.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа ҫавӑнпа Ассири патши пирки ҫапла калать: «вӑл ку хулана кӗреймӗ, ҫӗмренне унта переймӗ, хулкан тытса ун ҫывӑхне пыраймӗ, ун тавра тӑпра хӳме купалаймӗ. 34. Хӑй мӗнле ҫулпа килнӗ, ҫав ҫулпах каялла таврӑнӗ, ку хулана кӗреймӗ, 35. Эпӗ ку хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн ҫӑлса хӑварас тесе хӳтӗлетӗп» тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Рабсак каланӑ вара: ку сӑмахсене манӑн хуҫамӑм санӑн хуҫуна та сана ҫеҫ калама хушнӑ тетӗн-им? Ҫук, эпӗ хӳме ҫинче ларакансене те калатӑп, акӑ вӗсем сирӗнпе пӗрле хӑйсен каяшне ҫиме пуҫлӗҫ, хӑйсен шӑкне ӗҫме пуҫлӗҫ, тенӗ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Елиаким, Севна тата Иоах ӗнтӗ Рабсака ҫапла каланӑ: эсӗ хӑвӑн чурусене арамейла кала — эпир ӑнланатпӑр; пирӗнпе еврейла ан калаҫ — пире хӳме ҫинчи ҫынсем илтме пултараҫҫӗ, тенӗ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Камӑн ҫынна вӗлерме ирӗк пур, ҫав ҫынран аяккарах пӑрӑн, вара вилӗм сехрипе сехӗрленмӗн; 17. ун пек ҫынпа ҫывӑхланас пулсассӑн вара — асӑрхан: пурӑнас кунҫулна ан таттӑр, 18. пӗлсех тӑр: эсӗ серепесем хушшипе пыратӑн, шӗвреке тӑрӑллӑ хӳме ҫинче ҫӳретӗн.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ — хӳме, икӗ кӑкӑрӑм — икӗ пашне пек; ҫавӑнпа ӗнтӗ савнийӗм умӗнче эпӗ пӗве ҫитнӗ хӗр пек пулайӑп.10. Я - стена, и сосцы у меня, как башни; потому я буду в глазах его, как достигшая полноты.
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл хӳме пулаясчӗ, ун ҫине кӗмӗл кермен лартнӑ пулӑттӑмӑр; пулаясчӗ вӑл алӑк, эпир ӑна кедр хӑма ҫаптарӑттӑмӑр.
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мана хула тӑрӑх ҫӳрекен хуралҫӑсем тӗл пулчӗҫ, хӗнерӗҫ мана, суранлатса пӗтерчӗҫ мана; хӳме хураллакансем пӗркенчӗкӗме сӳсе илчӗҫ.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ҫитрӗ те — тӑрать вӑл кунтах, хӳме леш енче, кантӑкран пӑхать, карта витӗр вӗлтлетсе илет.Вот, он стоит у нас за стеною, заглядывает в окно, мелькает сквозь решетку.
Юрӑ 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Шӑтӑк алтакан ҫав шӑтӑках ӳкет, хӳме ҫӗмӗрекене ҫӗлен сӑхать.8. Кто копает яму, тот упадет в нее, и кто разрушает ограду, того ужалит змей.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пуяншӑн мул вӑл — тӗреклӗ хула пек, вӑл ӑна ҫӗнтерейми хӳме вырӑнне хурать.11. Имение богатого – крепкий город его и как высокая ограда в его воображении.
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗнче пурӑнаканӗ Пурне те Тума Пултараканӑн хӳттинче канлӗ тӑрать, 2. Ҫӳлхуҫана ҫапла калать вӑл: «тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, манӑн хӳтлӗхӗм, шанса тӑракан Туррӑм!» 3. Вӑл сана сунарҫӑ танатинчен, вӗлерекен суранран хӑтарӗ, 4. сана Хӑйӗн тӗкӗсемпе хупӑрласа тӑрӗ, Унӑн ҫуначӗ айӗнче эсӗ шанчӑклӑ тӑрӑн; Унӑн шанчӑклӑхӗ — хулкан та хӳме.
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл вӗсен ашшӗсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнче, Цоан хирӗнче, кӗтретсем пултарнӑ: 13. тинӗсе икӗ енне уйӑрса, вӗсене ун урлӑ каҫарнӑ, шыва хӳме пек тӑратнӑ; 14. вӗсене кӑнтӑрла пӗлӗт хыҫҫӑн, ҫӗрле ҫӗрӗпе вут ҫути хыҫҫӑн ертсе пынӑ; 15. пушхирте чула ҫапса шыв кӑларнӑ, вӗсене тӗпсӗр юханшывран ӗҫтернӗ пек ӗҫтернӗ; 16. чул туран юхӑмсем кӑларнӑ, шыв ҫырма пек юхса аннӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир, эсир пурте ӑна вӗлересшӗн, вӑл ӗнтӗ — тайӑлнӑ хӳме пек, тӳнекен карта пек.Вы будете низринуты, все вы, как наклонившаяся стена, как ограда пошатнувшаяся.
Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Санпа пӗрле тӑшман ҫарне аркататӑп, Туррӑмпа пӗрле хӳме ҫине улӑхатӑп.30. С Тобою я поражаю войско, с Богом моим восхожу на стену.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.