Шырав
Шырав ĕçĕ:
40. Ҫакӑн умӗн сана мӗн курӑннин тупсӑмне ҫапла ӑнланмалла: 41. эсӗ йӗрекен арӑма курнӑ, ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, 42. кайран вӑл курӑнми пулнӑ, санӑн умна туса лартнӑ хула тухса тӑнӑ, 43. арӑм сана хӑй ывӑлӗн вилӗмӗ ҫинчен каласа панӑ — акӑ мӗне пӗлтерет ҫакӑ: 44. эсӗ курнӑ арӑм тата туса лартнӑ хула — Сион вӑл; 45. ҫав арӑм вӑтӑр ҫул ача тумасӑр пурӑнни — ҫакӑ ӗнтӗ Сионра вӑтӑр ҫул хушши парне кӳменнине пӗлтерет.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене Схедия ятлӑ вырӑна илсе ҫитерсессӗн, патша каланипе, тинӗс ҫулҫӳревӗ те вӗҫленнӗ; патша иудейсене хула умне, лашасене ӑмӑртса чуптарма уйӑрнӑ уҫӑ ҫӗре, тӑратма хушнӑ; ҫакӑ анлӑ ҫавра вырӑнта иудейсене пурин умӗнче те — хулана килекенсем умӗнче те, каялла ҫӗршыв варринелле каякансем умӗнче те — тӗслӗхшӗн мӑшкӑл кӑтартма питӗ меллӗ пулнӑ; ҫапла вӗсене ҫарпа та ҫыхӑнма паман, пӗр-пӗр кӗтес те пулин паман.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Усал ҫын хӑйне каҫарман Ҫӳлхуҫана тархасласа ҫапла каланӑ: 14. «эпӗ ҫӗрпе танлаштарса масар тума васканӑ сӑваплӑ хулана ирӗклӗ хула тесе пӗлтеретӗп; 15. иудейсене тупӑклӑха пытармасӑр ачисемпе пӗрле ҫӑткӑн кайӑксемпе тискер чӗрчунсене пӑрахса партараттӑм пулсассӑн, халӗ вӗсене пурне те Афинӑ ҫыннисемпе тан тӑватӑп; 16. унччен ҫаратса тухнӑ сӑваплӑ Ҫурта чи чаплӑ парнесемпе илемлетӗп, сӑваплӑ савӑтсене пӗтӗмпех каялла тавӑрса парӑп, ытларах та парӑп, парне валли каякан тӑкака хамӑн тупӑшран парса тӑрӑп; 17. ку ҫеҫ мар-ха, хам иудей пулса тӑрӑп, ҫын пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнпа иртӳҫӗн Турӑ вӑйӗ ҫинчен пӗлтерсе пырӑп» тенӗ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кайрантарах Антиох вилнӗ тесе суя хыпар сарӑлсассӑн, Иасон, пин ҫынран кая мар пуҫтарса, кӗтмен ҫӗртен хула ҫине тапӑннӑ, вӗсем хӳме ҫине хӑпарсассӑн, юлашкинчен хулана ярса илсессӗн, Менелай кереме тарса пытаннӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Хула ҫыннисем арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле хула хӳми ҫине улӑхса тӑнӑ, ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса, Симона хӑйсене хӗрхенме ыйтса хыттӑн тархасланӑ: 46. усал ӗҫӗмӗрсене кура ан айӑпла пире, ырӑ кӑмӑлупа хӗрхенсем пире, тенӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан Авессалом ывӑлне Ионафана ҫителӗклӗ таран ҫар парса Иоппи хулине янӑ, лешӗ хула ҫыннисене хӑваласа кӑларнӑ та хӑй унтах юлнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӑрҫӑран таврӑнсан, Ионафан халӑх пуҫлӑхӗсене пухнӑ та, Иудея ҫӗрӗнче керемсем тӑвас тесе, вӗсемпе канаш тытнӑ, 36. вӑл Иерусалим хӳмине хӑпартасшӑн пулнӑ, керемпе хула хушшине ҫӳллӗ хӳме хӳсе кереме хуларан уйӑрасшӑн пулнӑ, ҫапла вӑл Иерусалимран уйрӑммӑн лартӑр, унта нимӗнле суту-илӳ те ан пултӑр тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Хула ҫыннисем унран килӗшӳ тума ыйтнӑ, вӑл ҫакна йышӑннӑ, анчах хӑйсене хӑваласа кӑларнӑ та хулине хӑйӗн аллине илнӗ, унта хурал тӑратнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вара патша иудейсене хӑйне пулӑшма чӗннӗ, лешӗсем пурте ҫийӗнчех ун патне пухӑннӑ, хула ҫыннисем ӗнтӗ чӑл-пар саланнӑ, вӗсене ҫав кун ҫӗр пине яхӑн вӗлерсе тухнӑ; 48. хулине вут тӗртсе ҫунтарса янӑ, ҫав кун темӗн чухлӗ тупӑш пуҫтарса илнӗ, патшана ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Хула халӑхӗ вара ҫӗр ҫирӗм пин ҫынна яхӑн хула варрине пухӑннӑ та патшана вӗлерме канашланӑ.45. Граждане же, собравшись на средину города до ста двадцати тысяч человек, хотели убить царя.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
86. Унтан кайсассӑн, Ионафан Аскалон хули тӗлӗнче тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ; анчах хула ҫыннисем ӑна питӗ чыслӑн кӗтсе илнӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
76. Ӗнтӗ хӑраса ӳкнӗ ҫынсем ӑна хула алӑкне уҫса панӑ, Ионафан вара Иоппи хулине хӑйӗн аллине илнӗ.76. Тогда устрашенные жители отворили ему город, и Ионафан овладел Иоппиею.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр утмӑлмӗш ҫулта Александр — Антиох Епифан ывӑлӗ — вӑрҫӑпа тухнӑ, Птолемаида хулине ярса илнӗ; хула халӑхӗ ӑна аван йышӑннӑ, вӑл вара унта патшана ларнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Вакхид хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пухнӑ та, Иудея ҫӗрӗнчи тусӗсене те систерсе, 64. Вефваси хулине пырса ҫавӑрса илнӗ, ӑна хирӗҫ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хула хӳмине ҫӗмӗрекен сӑпрайсем лартнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Вара вӑл васкасах тухса кайнӑ та Антиохие таврӑннӑ, унта хула Филипп аллинче иккенне курнӑ, ӗнтӗ унпа тытӑҫса, патша хулана вӑйпа туртса илнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Антиох ҫавӑнта пырса ҫитнӗ те ҫаратас ӗмӗтпе хулана туртса илме тӑрӑшнӑ, анчах туртса илеймен, мӗншӗн тесессӗн унӑн шухӑшӗ хула ҫыннисемшӗн паллӑ пулнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Иуда вара ҫар ҫыннисене кашнийӗ вӑрҫа хатӗрленсе тӑтӑр тесе пӗлтерме хушнӑ; 50. ҫар ҫыннисем ӗнтӗ, вӑрҫа ҫӗкленсе, хулана ҫавӑрса илнӗ, вӗсем ӑна ҫав кун кунӗпех, ҫӗрле те ҫӗрӗпех хупӑрласа тӑнӑ, юлашкинчен хула Иудӑна парӑннӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Давид хули тавра ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ, тӗреклӗ пашне тӑва-тӑва лартнӑ, ҫапла вӗсем хӑйсем валли тӗреклӗ хула туса хунӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иерусалимра халӑх пурӑннӑ вӑхӑтрах, хула лӑпкӑ тӑнӑ вӑхӑтрах, унӑн таврашӗнчи хуласенче те, кӑнтӑрти ҫӗршывра та, айлӑмра та халӑх пурӑннӑ вӑхӑтрах Ҫӳлхуҫамӑр ун чухнехи пророксем урлӑ ҫав сӑмахсенех каламанччӗ-и вара?
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пин ҫынпа тухнӑ хула ҫӗр ҫынпа ҫеҫ тӑрса юлӗ, ҫӗр ҫынпа тухнӑ хула Израиль килӗнче вуннӑн ҫеҫ тӑрса юлӗ, тет.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.