Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саламларӗҫ (тĕпĕ: саламла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗкӗрешсене халалланӑ уява районта пурӑнакан йӗкӗреш ачаллӑ ҫемьесем килсе ҫитрӗҫ, вӗсене район ертӳҫисем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем саламларӗҫ, ҫемьере йӗкӗрешсем ҫурални икӗ хут телей пулни пирки каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Унтан хӑнасемпе ялти сумлӑ ҫынсем пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ, палӑк умне чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Вӗсем ҫак мероприятие килнисене пысӑк уявпа саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ҫавӑн пекех Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне пуҫтарӑннисене Патӑрьел ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ А. Моисеев, «Россемена» тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ, хисеплӗ ентеш В. Нягин, нумай ҫул «Труд» хуҫалӑхне ертсе пыракан Н. Михайлов саламларӗҫ, пурне те тӑнӑҫ пурнӑҫ, килӗшӳ, пысӑк юрату сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Николай Малов та, Леонид Черкесов та, Анатолий Коршунов та уява килнисене саламларӗҫ, тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Татьяна Шарковӑна курав уҫӑлнӑ ятпа республикӑри паллӑ художниксем, ЧНК тата «Елчӗк ен» ентешлӗх хастарӗсем, пӗр класра тата пӗр курсра вӗреннисем, хӗр тусӗсем, тӑванӗсем ӑшшӑн саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Уяв программине ертсе пыракан Валерий Чайкинпа Валентина Новикова залра ларакансене пурне те хӑй тытӑмлӑх кунӗпе саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене Елчӗк шкулӗнче вӗренекенсем, культура ӗҫченӗсем, «Туслӑх» фольклор ансамблӗ илемлӗ юрӑсемпе саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Елчӗксене уяв ячӗпе Раҫҫейри МЧСӑн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗн начальникӗ Станислав Антонов генерал-майор, Чӑваш Республикинчи гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Павлов, Чӑваш Республикинчи пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн начальникӗ Валерий Игнатьев, Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин начальникӗ Николай Глухов, район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, пысӑк тӑрӑшулӑхпа, хастарлӑхпа палӑрнӑ ветерансене Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Пухӑннисене уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, Раҫҫейри Кино, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ ырӑ та паллӑ ӗҫсемпе савӑнтарасса шаннине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пухӑннисене район пуҫлӑхӗ Хасият Идиатуллин, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Кияметдин Мифтахутдинов, Петр Краснов ентешсем ӑшшӑн саламларӗҫ, ӑнӑҫу, телей, ҫитӗнӳ сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хӗрарӑмсен канашӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева, Шупашкар хулинчи хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Ирина Клементьева этемлӗхӗн черчен ҫуррин маттур представителӗсене ҫурхи уявпа саламларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ, илӗртӳллӗ // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех