Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑр каснипе шыв, хӗвел пайӑркисем пӗр канмасӑр ӗҫленине пула, унта туп-тӳрӗ анакан стеналлӑ тарӑн хӳтлӗхсем — пӑрлӑхпа сӑрт циркӗсем пулса юлнӑ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӗрсе кайнӑ газсемпе вутлӑ шӗвек лавӑна сирпӗтсе кӑларакан тата ҫавӑн пекех питӗ нумай вӗри ҫӑлкуҫсем тӑвакан вулкансем ҫӗр ӑшӗнчен ҫиеле питӗ нумай ӑшӑ кӑларса тӑраҫҫӗ, ҫав ӑшӑ Ҫӗршӗн ним усӑсӑрах пӗтет; хӗвел пайӑркисем Ҫӗре паракан ӑшӑ ҫӗр хуппи ӑшне темиҫе метр тарӑнӑшне кӑна сӑрхӑнса кӗрет.
2. Тусем – сивӗнекен ҫӗрӗн пӗркеленчӗкӗсем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Анчах хӗрӳллӗ юратӑвӑн тӗтри хуллен-хулленех сирӗлме пуҫласан е кӗтмен ҫӗртен ун витӗр ӑс-хакӑлӑн таса пайӑркисем ҫул хывсан, хамӑр чунтан юратакан ҫын пирӗн куҫ умне хӑйӗн мӗнпур паха енӗсемпе, ҫитменлӗхӗсемпе, чӑннипе вӑл епле, шӑп ҫавӑн пек тухса тӑрать, — пӗр йышши ҫитменлӗхсем пире сасартӑках уҫӑмлӑн, темиҫе хут пысӑкланса курӑнса каяҫҫӗ, чун ҫӗнни патне туртӑнни, пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсем ҫук маррине шанни пире халиччен хамӑр юратнӑ ҫынран писме кӑна мар, йӗрӗнме хӗтӗртет, вара эпир ӑна пӗр хӗрхенмесӗр пӑрахатпӑр та пӗр кӑлтӑксӑр ҫӗнӗ ҫын шырама малалла вӗҫтеретпӗр.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Мускаври паллӑ та пысӑк вӗреннӗ ӑслӑ хӗрарӑмӑн хӗрӗччӗ, пӗчӗкҫӗ те типшемччӗ, вӑрӑм сарӑ ҫӳҫӗн кӑтра пайӑркисем акӑлчан хӗрӗсенни евӗрлӗччӗ, айккинчен пӑхсан сӑн-пичӗ витер курӑнассӑн туйӑнатчӗ.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пурнӑҫпа вӗресе тӑнӑран тата ҫав тери хаваслӑ, ҫамрӑк, телейлӗ пулнӑран, ҫав телей пайӑркисем таврари мӗнпур ҫынсем ҫине саланчӗҫ, вӗсене те ирӗксӗртенех телее туйса тӑракан турӗҫ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Урасем пӗҫ кӑкӗ таранах лачкам шыв, пуҫра ытла та упи-супи япаласем кӑна (ху ӑшӑнта пӗр тӑтӑш пин хут ытла: и-и-и ҫирӗм-ше-е-ер и-и-и-ҫичшер, тесе калатӑн), алӑсене тата йӗп-йӗпе шӑлавар витӗр урасене вӗлтрен вӗтелесе пӗтернӗ, тӳп-тӳрӗ ӳкекен хӗвел пайӑркисем, чӑтлӑха шӑтарса кӗрсе, пуҫа пӗҫертме тытӑнаҫҫӗ, хырӑму та выҫнӑ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унта эпӗ сулхӑнта курӑк ҫине выртатӑп та вулама тытӑнатӑп, сайра хутран кӑна пуҫа кӗнеке ҫинчен ҫӗклетӗп, вара сулхӑн тӗлӗнче хӑмӑртарах кӑвак тӗслӗ курӑнакан тата ирхи ҫилпе чӳхенме пуҫлакан ҫырма шывӗ ҫине, тепӗр ҫыранти сап-сарӑ курӑнакан ыраш уйӗ ҫине, пӗрин хыҫне тепри пытанса, манран таса вӑрман инҫечӗ еннелле кайса ҫухалакан хурӑнсем ҫине, ҫав хурӑнсене аяларах та аяларах йӑлтӑртаттаракан ирхи шупкарах хӗрлӗ ҫутӑ пайӑркисем ҫине пӑхатӑп, таврари ҫутҫанталӑкра пур ҫӗрте те сисӗнекен пурнӑҫ вӑйӗ хамра та тулса тӑнине туйса савӑнатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
(Эпӗ уҫӑ сывлӑшра терраса ҫинче ҫывӑратӑп, мана хӗвелӗн чалӑшшӑн ӳкекен ҫап-ҫутӑ пайӑркисем вӑратаҫҫӗ).(Я спал на открытом воздухе на террасе, и яркие косые лучи утреннего солнца будили меня.)
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗнеке вуланӑ вӑхӑтра хӗрӗн ырӑ та янӑравлӑ сассине итленӗ май эпӗ е ун ҫинелле, е чечек пахчинчи сукмак ҫинче ҫумӑртан пулса юлнӑ хура кӳлленчӗксем еннелле, е ҫӑкасем еннелле (вӗсен ҫулҫисем ҫине пире хӑй айне тунӑ шупка ҫумӑр пӗлӗчӗн кӑваккӑн курӑнакан пӗр кӗтессинчен тумламсем халӗ те сайра хутра тӑкӑнса ҫатлатаҫҫӗ), е каллех хӗр ҫинелле, е ҫумӑрпа йӗпеннӗ лапсӑркка ватӑ хурӑнсене ҫутатакан хӗвелӗн йӑм-хӗрлӗ юлашки пайӑркисем ҫинелле, вара каллех Варенька ҫинелле пӑхкаласа, — ку хӗр пачах мана малтан курӑннӑ пек илемсӗр мар, тесе шухӑшласа илтӗм.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Калпакӗ айӗнчен пӗр пытармасӑр кӑларса хунӑ кӑвакарса пыракан ҫӳҫ пайӑркисем тӑрӑх шутласан, ӑна ытларах пама пулать, анчах калама ҫук ҫепӗҫ, илемӗ ҫухалман тата пӗркеленчӗксем ытла палӑрман пичӗ тӑрӑх, уйрӑмах йӑрӑ та пысӑк куҫӗсем савӑккӑн йӑлтӑрани тӑрӑх шутласан, вӑл ҫамрӑкрах темелле.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑштах сылтӑмарахра тӗмсемпе йывӑҫсем хыҫӗнчен дачӑри ҫуртсен тӗрлӗ тӗслӗ ҫивиттийӗсем курӑнма пуҫларӗҫ те ӗнтӗ, вӗсенчен хӑшпӗрисем хӗвелӗн йӑлтӑртатакан пайӑркисем ӳкнипе ҫуталса тӑраҫҫӗ, теприсене тӳпен тепӗр енӗ евӗрлӗ кичем сан ҫапнӑ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ ӑвӑс ращи чӗтренсе илчӗ, — ҫулҫӑсем хӑмӑр кӑвак пӗлӗт анлӑшӗнче уйрӑмах палӑракан темле тӗксӗм шупка тӗсе йышӑнаҫҫӗ, шӑпӑл-шӑпӑл туса вӗлтӗртетеҫҫӗ; пысӑк хурӑнсен тӑррисем силленме тытӑнаҫҫӗ, ҫул урлӑ типӗ курӑк пайӑркисем вӗҫеҫҫӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кукамай кабинечӗ витӗр тухнӑ чух тӗкӗр ҫине пӑхрӑм: пит-куҫӑм тарласа кайнӑ, ҫӳҫ тӑрмаланнӑ, чарусӑр ҫӳҫ пайӑркисем нихҫанхи пек те мар чанках тӑнӑ; анчах сӑн-пит хаваслӑ, ырӑ та хӗп-хӗрле пулнӑран эпӗ хама хам кӑмӑлларӑм.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫемӗ май мӗнешкел килӗшӳллӗ хумханаҫҫӗ ун пуҫӗ ҫинче сарӑ кӑтра ҫӳҫен пайӑркисем тата хӑйӗн пӗчӗкҫеҫҫӗ урисемпе мӗн тери айванла тӑвать вӑл «jeté-assemblé» ҫаврӑма!
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Ман выртман ҫӳҫ пайӑркисем мӗн тунӑ-ши ӑна… урӑххи ҫинчен калаҫмалли ҫук-ши вара?» — тесе шухӑшласа илтӗм те кӗтессе кайса тӑтӑм.«Что ему сделали мои вихры… разве нет другого разговора?» — подумал я и отошел в угол.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пире мороженӑйпа сад ҫимӗҫӗсем валеҫсе панӑ хыҫҫӑн, кавир ҫинче ним тумалли те юлманнине кура, эпир, хӗвелӗн чалӑшшӑн ӳкекен пайӑркисем пӗҫертнине пӑхмасӑрах тӑтӑмӑр та выляма кайрӑмӑр.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тен, пӳрнесем хушшине нимӗҫ ҫӳҫӗн пайӑркисем кӗрсе юлнӑ.Ему казалось, что на пальцах все еще оставались волосы немца.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уҫнӑ ҫеҫчӗ — ирхи хӗвел пайӑркисем пӗҫермеҫҫӗ, ҫутатаҫҫӗ кӑна пулин те, ман пит-куҫа ҫавӑнтах вут-хӗм хыпса илчӗ.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Мӗнле хӗрлӗ шарфсем кусем сирӗн кӑкӑрсем ҫинче? — ыйтрӗ вӑл, пӗрре Чочой ҫинелле, тепре Кэукай ҫинелле пӑхса илсе; унӑн йӑл кулакан куҫӗсем таврашӗнче ҫип-ҫинҫе те ҫепӗҫ пӗрӗнчӗк пайӑркисем курӑнса кайрӗҫ.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӑюллӑ сунарҫӑсемпе ырма пӗлмесӗр пӑлан ӗрчетекен ҫынсем халь хӑйсен ҫилпе те сивӗпе пиҫӗхнӗ пичӗсене хӗвел пайӑркисем еннелле ҫавӑрса йӑл-йӑл кулакан куҫӗсене хӗсеҫҫӗ, ҫурхи хӗвел килнӗ ятпа ҫӗнӗ телей пулатех, ӗҫ ӑнатех, тесе шухӑшлаҫҫӗ: пӑлан усракансен — пӑлан пӑрӑвӗсем йышлӑрах пулаҫҫӗ, сунарҫӑсен — тинӗсри тупӑшӗ пысӑк пулать.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.