Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

культурӑпа (тĕпĕ: культура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калӑпӑр, Сталин ячӗпе тӑракан заводран Химкинчи шыв вокзалне е университетран планетарие, е Горький ячӗпе уҫнӑ Культурӑпа кану паркӗнчен «Динамо» стадионне т. ыт. те, т. ыт. те.

Скажем, к Химкинскому речному вокзалу, или от Университета к Планетарию, или от Парка культуры и отдыха имени Горького на стадион «Динамо».

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Культурӑпа искусство институтӗнче пултарулӑх мастерскойӗ уҫса хӑй тавра кино юратакансене пуҫтарма пултарчӗ тата Владимир Карсаков.

Куҫарса пулӑш

Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405

Шомик ялӗнче пурӑнакансене Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи парнепе район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Чернова та саламларӗ, малашне те активлӑ пулма, культурӑпа яланах ҫыхӑнура пулма чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи савӑнӑҫ // В. ШАПОШНИКОВ. http://www.zp21rus.ru/kultura/2208-n-ul- ... nkhi-sav-n

Канашлура культурӑпа тата ытти сферӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене те хускатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ вырӑна сӑваплӑхра тытар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%81a%d0% ... %b0%d1%80/

Паян пирӗнпе юнашар ҫук ҫыравҫӑсене, сӑвӑҫсене, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсене те манӑҫа кӑлармалла мар тесе шухӑшлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Нумаях пулмасть Шупашкарти «Радуга» культурӑпа курав центрӗнче «Манӑн ҫемье - Аслӑ Ҫӗнтерӳ историйӗнче» ятпа курав уҫӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫемье — Аслӑ Ҫӗнтерӳ историйӗнче» // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Пирӗн культурӑпа истори мӗн тери пуян вӗт.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Пирӗн культурӑпа истори мӗн тери пуян вӗт.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Уява хутшӑнакансем майӗпен Элӗкри культурӑпа кану паркне, ҫӗршыва ирӗке кӑларнӑ салтака халалласа лартнӑ палӑк патне куҫрӗҫ.

Участники праздника постепенно переехали в парк культурного отдыха села Аликово, к памятнику Солдату-освободителю.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Пӗр сӑмахпа, асӑннӑ учреждени культурӑпа савӑну пӗлтерӗшне кӑна пурнӑҫламан, вӑл ял ҫыннисене пӗр ҫӗре пухма та, вӗсен тӗллевӗсене татса пама та пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Районти культурӑпа кану ҫурчӗн директорӗ Г.Перьев пултарулӑх коллективӗнче юрлакансене ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Шӑпах февралӗн 22-мӗшӗнче районти культурӑпа кану центрӗнче Театр ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ, хӑй пурнӑҫӗпе вӑл пурӑнать // А.ЕФРЕМОВА, Г.ГИНАТУЛЛИНА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Культурӑпа кану учрежденийӗсен тытӑмне аталантарас тата культурӑпа искусство учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес енӗпе анлӑ ӗҫ пырать те ӗнтӗ.

Уже ведется масштабная работа по развитию сети учреждений культурно-досугового типа и укреплению материально-технической базы учреждений культуры и искусства.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Эпир хамӑрӑн историпе, культурӑпа тата йӑла-йӗркепе мӑнаҫланатпӑр.

Мы гордимся нашей историей, культурой и традициями.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Пирӗн тӳрӗ тивӗҫ – республика позицийӗсене экономикӑпа наукӑра тата социаллӑ сферӑра ҫирӗплетесси, ҫав хушӑрах тата хамӑрӑн культурӑпа хӑй евӗрлӗхе те сыхласа хӑварасси.

Наша прямая обязанность — укреплять позиции республики в экономике и науке, социальной сфере и при этом сохранить свою культуру и самобытность.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Вӗсем пуян тӑван культурӑпа тата историпе мухтанма, мӑнаҫланма тытӑнсан, йӑла-йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртсех пырсан пурнӑҫ интереслӗрех пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

– Районта 31 культура учрежденийӗ – 16 культурӑпа кану учрежденийӗ, 13 поселени библиотеки, 2 музей ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

1993 ҫулта вӑл Чӑваш Республикин Культурӑпа национальноҫсен ӗҫӗсен министерствин тытӑмне кӗнӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗн ятне тивӗҫнӗ академи капелли пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Ҫак конкурс ачасемпе ҫамрӑксене Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен историйӗпе кӑсӑклантарӗ; вӗсенче патриотлӑх туйӑмне йӗркелеме, тӑван халӑхпа ҫыхӑннине ӑнланма, ҫамрӑк ӑрӑвӑн пултарулӑхне аталантарма, республикӑри культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсен пӗрлехи ӗҫне вӑйлатма пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

«Герб, ялав, гимн - пирӗн пуянлӑх» // Тантӑш. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

1974-1981 ҫулсенче Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищин дирижерпа хор уйрӑмӗнче, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин вокал уйрӑмӗнче вӗреннӗ.

В 1974-1981 годы учится в Цивильском культурно-просветительском училище на отделении дирижера и хора, в Чебоксарском музыкальном училище имени Ф.Павлова на отделении вокала.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех