Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех пӗтӗмпех виноград аврисем чӑркаланнӑ йывӑҫ вуллисем хушшипе тухса, ҫӗрсе выртакан йывӑҫсем урлӑ каҫа-каҫа, савӑнӑҫлӑн утса пычӗҫ.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вут ҫути вӗсен санӗ-пичӗсене ҫутатса тӑчӗ, хулӑн йывӑҫ вуллисемпе йӑлтартатакан симӗс курӑк ҫине тата виноград ҫулҫисем ҫине хӗрлӗрех тӗслӗ ҫута ӳкрӗ.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
А. Никифорова «Родничок», Н. Петрова «Виноград в саду цветет» юрӑсемпе, Я. Павлова, Л. Герасимов, И. Данилова, Д. Мащенко, А. Козлова, Е. Ананьева, М. Иванова (районти искусство шкулӗ), А. Николаева (халӑх пултарулӑхӗн районти ҫурчӗ) хӑйсене сцена ҫинче тытма пултарнипе палӑрчӗҫ.
«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30
Чӑнах та ӗнтӗ, Америкӑран кӳнӗ управляющий ҫӗрмамӑк плантацийӗсен ӗҫне пачах пӗлменни ӗҫе нимле сиен те кӳмен, мӗншӗн тесен, Крымра ҫӗрмамӑк ӳстересси вӑл Петербургра виноград туса илессипе пӗрех.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унтан, паллах, ӳснӗ-ӳснӗ те ҫитӗнсе ҫитнӗ; шӑпах ҫав вӑхӑтра ялхуҫалӑхне ҫӗнетме хӑтланнӑ темле пуян ҫынна хӑйӗн Крымӑн кӑнтӑрти ҫыранӗ ҫинчи виноград пахчисем вырӑнне ҫӗрмамӑк плантацийӗсем тӑвас шухӑш пырса кӗнӗ; вара вӑл такама хӑйне валли управляющий Ҫурҫӗр Америкӑран кӳме хушать; ӑна валли Канадӑра ҫуралнӑ, Нью-Йоркра пурӑннӑ Джемс Бьюмонта кӳреҫҫӗ; эпир сирӗнпе, вулаканӑм, хамӑр Петербургран е Курскран Арарат туне курман пекех, Бьюмончӗ вара нихҫан та ҫӗрмамӑк плантацийӗсене курман пулнӑ; ҫавӑн пек прогресситсемпе вӑл яланах ҫапла пулать.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Ку тусем малтан ҫара хысаксем пулнӑ, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ. — Халӗ вӗсене хулӑн тӑпра сийӗ витсе тӑрать, вӗсем ҫинче, садсем хушшинче, чи ҫӳллӗ йывӑҫсен ращисем ӳсеҫҫӗ: аялта, нӳрлӗ лапамсенче, кофе йывӑҫӗсен плантацийӗсем; ҫӳлерех — финик пальмисем, смоква йывӑҫӗсем; виноград пахчисем сахӑр тростникӗсемпе хутӑшса кайнӑ; хирсенче тулӑ та пур, анчах пуринчен ытларах рис», — «Ку мӗнле ҫӗр вӑл?»
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ара, китаецсем тӗрӗс калаҫҫӗ вӗт: вӗсен тӗлӗшпе илсен, пур европеецсем те, пӗр европеец пек, уйрӑм ҫын мар, тип представителӗ анчах, урӑх нимӗн те мар; пурте вӗсем таракансемпе йӗпе таракансене ҫимеҫҫӗ, пурте вӗсем ҫынсене вак турамсем туса вакламаҫҫӗ, пурте вӗсем рис эрехӗ мар, ахаль эрехпе виноград эрехӗ ӗҫеҫҫӗ, тата пӗртен-пӗр япалана, — китаецсемшӗн чи чаплӑ шутланаканскерне, — чее те пӗрте китаецсем пек ӗҫмеҫҫӗ: сахӑрсӑр мар, сахӑрпа ӗҫеҫҫӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.