Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выльӑхсене (тĕпĕ: выльӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркунне выльӑхсене тин кӑна юр айӗнчен тухнӑ ҫерем ҫине кӑларса пысӑкланнӑ Именчӗк, теме сиссе, нумаях та ҫӳремерӗ, ҫывӑхри вӑрманалла чуп-тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑши пӑрушӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 272–273 с.

— Пичче, пирӗн ӗнепе темле пӑру ерсе килчӗ, — терӗ мана Илюш, кӗтӳрен таврӑннӑ выльӑхсене киле кӗртме тухнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Пӑши пӑрушӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 272–273 с.

Тӗрлӗ выльӑхсене, кайӑксене, пулӑсене хырӑм апачӗ ҫеҫ кирлӗ пулсан ҫынна вара чун апачӗ те кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хӗлле выльӑх пӑхакансем ҫыртан ҫырмана пӑрахаҫҫӗ вилнӗ выльӑхсене.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кӗтӳ ансан, выльӑхсене кӗртсе хупма ан ман.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫитес эрнере выльӑхсене вӑрмана куҫаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Утӑ туйттаятӑп, феймӑна, выльӑхсене ҫитейме.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Фуфайка тӑхӑнса картишне тухрӗ Сантӑркка, выльӑхсене апатларӗ, чӑххисене ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Выльӑхсене апатланӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ир енне картишне тухса выльӑхсене апат пачӗ, шӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Выльӑхсене тата сӑвӑссем питӗ аптрататчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Выльӑхсене апат патӑм, шыв ӗҫтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Куля выльӑхсене амӑшӗ каланӑ пек пӑхса хурӗсене пӗвене ҫити леҫсе ячӗ те килелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫумӗнче ӑна пӑхма хӑварнӑ кӳршӗри Марье аппӑшӗ ҫук, выльӑхсене апат пама кайнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Иртен пуҫласа каҫчен колхозра ӗҫлет, унтан килте, выльӑхсене пӑхать, амӑшне пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Икӗ ҫырма пуҫӗнчен, йывӑҫсем лартса тултарнӑччӗ те ун чухне, выльӑхсене кӗртмен.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ара, чӑн та, ҫырма тӑршшӗпе йывӑҫ лартса тухсан выльӑхсене ӑҫта ҫӳретӗпӗр-ха эпир.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем хӗллехи апат ҫук вӑхӑтра выльӑхсене пама хатӗрлесе хунӑ пысӑк утӑ капанӗсем патӗнчен ирте-ирте каяҫҫӗ.

Они едут мимо огромных стогов сена, припасенных для скота на случай зимней бескормицы.

Калмыксен ҫеҫенхирӗсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Паян Тихӑн та, Васса та выльӑхсене апат паман пулас.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӑмах май, Министр выльӑхсене планпа килӗшӳллӗн профилактика ӗҫӗсене йӗркелемеллине, вакцинаци таврашне те вӑхӑтра тумаллине чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ял хуҫалӑх техники ҫӗнелсе пырать – кӑтарту виҫӗ хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/08/chva ... ratj-ktart

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех