Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнӗлле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркеленӗ чухне кулленхи ӳсӗмсем пӗчӗкленчӗҫ-тӗк, шанатӑп, хӑюллӑн кӗтетӗп: ҫӗнӗ ӗҫ меслечӗсем паян мар пулсан, ыран, ыран мар пулсан, тепӗр кунхине паянхинчен нумай пысӑкрах ӳсӗмсем кӳме тытӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ачасен канӑвне ҫӗнӗлле йӗркелес ӗҫре шӑпах «Звездный» тата «Бригантина» лагерьсем субсиди илме тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-BNGaYHsfio

Вӑл ҫӗнӗ шкул ҫӗнӗлле пулӗ тесе шутлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Лагерь уҫасшӑн, шкулпа ача сачӗн ҫуртне ҫӗклесшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60496

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Ҫӗнтерӗвӗ тӗнчене ҫӗнӗлле йӗркелесе тата тытса пыма витӗм кӳрессе асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

«Управленийӗн тытӑмне эпир сирӗнпе пӗрле 2020-мӗш ҫултан пуҫласа ҫӗнӗлле йӗркелесе ятӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Унта вара улшӑну сахал, ӗлӗкхи ҫынсемех лараҫҫӗ, ҫӗнӗлле ӗҫленӗ пек курӑнтӑр тесе пӗр пукан ҫинчен тепӗр пукан ҫине кӑна куҫкалаҫҫӗ, шахматла вылянӑ пек, рокировка тӑваҫҫӗ эппин.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Нарспие кӑна-и, колхозсем йӗркеленнӗ тапхӑр ҫинчен ҫырнӑ хӑш-пӗр япаласене те ҫӗнӗлле хакламалла.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Бомба-снаряд кисретӗвӗпе выҫлӑх танатинчен хӑтӑлнӑ вырӑс, ҫармӑс, тутар, финн, нимӗҫ(!), еврей ывӑл-хӗрӗн кунҫулӗ кунта ҫӗнӗлле ҫырӑнма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Рабочисем, партком тата заводра тухса тӑракан хаҫат пулӑшнипе комбинат дирекцийӗпе цеха ертсе пыракансем ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелемелли меслетпе усӑ курма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ музыкӑпа драма театрӗн икӗ коллективӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленипе театр кӗске вӑхӑтрах чӑвашсен нацилле оперине ҫуратрӗ, Чӑвашсен хӑйне уйрӑм музыка театрӗн пулас никӗсне хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн шутпа ҫакӑ вӑл — творчествӑллӑ позицисем тумалли йывӑр та кӑткӑс ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштармалли тапхӑр, нацилле искусствӑна ӳссе пыма анлӑ ҫул уҫса паракан тапхӑр, творчество опычӗ пухмалли тата профессилле кадрсем хатӗрлемелли тапхӑр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театра, ӑна ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ хыҫҫӑн, унӑн нацилле хӑйне евӗрлӗхӗ ҫӗнӗрен каялла таврӑнни пулмасть-ши?

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пире халӗ театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ хыҫҫӑн унӑн «профилӗ» мӗнле пулни интереслентерет.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анчах та театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ хыҫҫӑн лартнӑ малтанхи драмӑллӑ спектакльсемех («Никита Бичурин», «Нарспи» тата ыттисем те) халичченхинчен лайӑхрах пулса тухни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пӗрисем театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнине хавхаланса йышӑнчӗҫ, теприсем харпӑр хӑй шухӑшне палӑртма васкамарӗҫ-ха, «пурӑнса пӑхар — мӗн пулӗ» терӗҫ, виҫҫӗмӗшсем вара пуҫӗсене усрӗҫ, ӗҫ ӑнӑҫасса шанмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарасси кӗтмен ҫӗртен тенӗ пек пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Библиотека ӗҫне ҫӗнӗлле йӗркелеме, ӗҫ мелӗсене улӑштарма библиотека ҫуртне реконструкцилени май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Юрататӑнах пулсан, мӗн те пулин ҫӗнни шухӑшласа кӑлар мана валли, халӗ эпир ҫӗнӗ ӗмӗрте пурӑнатпӑр, юрату та пирен ҫӗнӗлле пулмалла пек.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Юратнӑ ҫын вӑл е ку ыйтӑва хастар татса парӗ, ҫавна май эсир эсир ӑна ҫӗнӗлле хаклама пуҫлатӑр.

Любимый человек, возможно, станет проявлять повышенную активность в решении тех или иных ваших проблем, что заставит вас по-новому оценить его способности.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ак, ҫӗнӗ мастер ҫӗнӗлле шӑлтарать те шӑлтарать, и-хи-хик, — ихӗлтетсе кулса ячӗ наладчик.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех