Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнӗлле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Музей сотрудникӗсен пурин те пӗр-пӗр кун Ҫӗнӗ Шупашкара каймалла, унти ӳнер музейӗн ӗҫченӗсемпе калаҫмалла, хӑйсен ӗҫне ҫӗнӗлле йӗркелеме вӗренмелле, лайӑх тӗслӗхсемпе усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Кино ӳкерес ӗҫе ҫамрӑк, ҫӗнӗлле шухӑшлакан ӑстасем килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Шкул ачисемпе студентсене професси суйласа илме пулӑшассине тата вӗсене професси ӗҫ-хӗлне маларах явӑҫтарассине ҫӗнӗлле йӗркелемелле.

Новых подходов требует работа по профориентации и раннему вовлечению школьников и студентов в профессиональную деятельность.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Врач-специалистсен ӗҫне ҫӗнӗлле йӗркеленӗ: участок терапевчӗсен, пӗтӗмӗшле практика врачӗсен йышӑну вӑхӑтне вӗсене пациентсем патне киле ҫӳрессинчен хӑтарнипе тӑсма май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Валя юратӑвӗ ӑна пурнӑҫ ҫине ҫӗнӗлле пӑхма хистет.

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Халӗ Мӑнкуна ҫӗнӗлле, ҫемьепе килте, паллӑ тӑваҫҫӗ, хӑнана ҫӳрес йӑла пӗтрӗ.

Теперь Пасху отмечают по-новому, в семейной обстановке, традиция ходить в гости осталась в прошлом.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

4. Эй тӑванӑмсем, эсир те ҫапла Турра усӑ кӳмешкӗн, Теприне — вилӗмрен Чӗрӗлсе Тӑнине — пӑхӑнса тӑмашкӑн саккун тӗлӗшӗнчен Христос Ӳчӗпе пӗрле вилнӗ; 5. эпир ӳтшӗн пурӑннӑ чухне пирӗн ӑшӑмӑрта саккун хӗтӗртсе тӑракан ҫылӑхла шухӑш-туйӑмсем вӑй илнӗччӗ, вӗсем пире вӗлерекен ӗҫсем тутаратчӗҫ; 6. халӗ вара эпир хамӑра ҫыхса тӑракан ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилсе саккунран хӑтӑлнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Турра ӗлӗкхи саккун тӑрӑх мар, ҫӗнӗлле, Сывлӑш кӑтартнӑ пек, ӗҫлесе пурӑнӑпӑр.

4. Так и вы, братия мои, умерли для закона телом Христовым, чтобы принадлежать другому, Воскресшему из мертвых, да приносим плод Богу. 5. Ибо, когда мы жили по плоти, тогда страсти греховные, обнаруживаемые законом, действовали в членах наших, чтобы приносить плод смерти; 6. но ныне, умерши для закона, которым были связаны, мы освободились от него, чтобы нам служить Богу в обновлении духа, а не по ветхой букве.

Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Регионта тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене ҫемьесене вырнаҫтарас, социаллӑ тӑлӑхлӑха профилактикӑлас, ача ҫуратмашкӑн хавхалантарас, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас, йышлӑ ҫемьесене хӳтӗлес, шкул умӗнхи тата пӗлӳ учрежденийӗсенчи вӗренӗве ҫӗнӗлле йӗркелес, ачасен сывлӑхне сыхлас енӗпе комплекслӑ мерӑсем йышӑннӑ, вӗсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫӗнӗлле хайлавсем шыратпӑр, хальччен палӑрсах кайман авторсен ӗҫӗсене тишкеретпӗр-тӗпчетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫӗнӗлле ӗҫлекен искусство ҫыннин портречӗсем, шӑхличӗсем чӑннипех те куҫа илӗртеҫҫӗ.

Портреты работающих по-новому людей искусства, свистульки действительно радуют глаз.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех