Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗпе (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак вӑрмана мӑн ҫулпа мар, ял ҫумӗпе пуҫланакан улӑх тӑрӑх кайма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шупашкар хули ҫумӗпе иртекен 12 километр тӑршшӗ сыпӑк ҫаплипех хӗсӗк вырӑн пулса юлать.

Узким местом остается 12-километровый участок вдоль города Чебоксары.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑл лаштра йӑмрасем айӗнчисем авалхи ҫӑва ҫумӗпе иртсе пыратчӗ — ӑна такам ятран чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунтан, тӳпем вырӑнтан, айлӑмри хула алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать; садсем ҫумӗпе, шурӑ чулсем хушшипе, шӑнкӑртатса шыв юхать, инҫе те мар аслӑ Атӑл ҫуталса выртать.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унтан Хветӗр, темле юрӑ ӗнӗрлесе, вите ҫумӗпе килнелле сулланать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пуҫне хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑ Хрестук ун ҫумӗпе утать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Озеровсем, сад ҫумӗпе пырса, темле ҫырма урлӑ (вӗсем ку Чебоксарка иккенне пӗлмерӗҫ) хывнӑ тӑвӑр кӗпер урлӑ каҫса тӑвалла хӑпарчӗҫ — Атӑл ҫыранӗ хӗррине ҫитсе чарӑнчӗҫ, аяккалла тинкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ ҫул ҫумӗпе, уй хӗррипе, сукмак та пулмалла-ҫке».

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрман ҫумӗпе иртсе пынӑ чухне йывӑҫсем хыҫӗнчен икӗ ҫын сиксе тухрӗ те, пӗри ҫавӑнтах ӑйӑр пуҫӗнчен уртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем Хрестуксен йӑмрисем ҫумӗпе тӑвалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫумӗпе, урам енче, ытама кӗми ватӑ йӑмрасем ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш сурпанӗ пек сарӑлса выртать шоссе ҫулӗ ял ҫумӗпе.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Шашкар тӗлӗнчен, ашшӗ ялӗсем ҫумӗпе иртнӗ чухне Кӗркке куҫҫульпе макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта «Газпром» ПАО Правленийӗн Председателӗн ҫумӗпе пӗрле Альберт Каримов анлӑ канашлу ирттерме плана кӗртнине те хыпарланӑ калаҫу вӑхӑтӗнче, чӑваш техникипе тивӗҫтересси ыйту кун йӗркинче тӑнине асӑннӑ ертӳҫӗ, «Газпром» Группа компанийӗн производствин территорийӗнче ку ӗҫе пуҫарса ярассине те пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

Ту енчи тӗкӗрҫӗсем ҫӗршерӗн-ҫӗршерӗн йӗркеленсе тӑрса Казанка ҫумӗпе Арск патнелле ҫаврӑнса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Староста Шӗшлӗ аялти урамалла шӑлтӑртаттарса анса кайнине пӑхса юлчӗ, вара, уй хапхинчен тухса, ял ҫумӗпе каякан ҫулпа Шӗшлӗ арманӗ еннелле уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗр ҫумӗпе урамра ҫӳп-ҫапсем вӗҫкелеҫҫӗ, ҫынсем хушшинче, хӳтлӗхре юпа пек пӑр! ҫаврӑнса пите ҫапӑнаҫҫӗ.

Ветер гонит по земле мусор, неожиданно скручивает его в вихревые столбы и кидает в лицо людям.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫырма юхать кӗрлесе Аслӑ ялӑн ҫумӗпе, Хӗвел тӗрӗ тӗрлесе Вылять унӑн шывӗпе.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӗсен ҫумӗпе, каччӑсене хӑйсен маттурлӑхне кӑтартасшӑн пулнӑ пек, хӗрсем каялла-маялла чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем темле пахас мар тенӗ ҫӗртенех арҫынсем ҫинелле куҫ хывса илеҫҫӗ, Галимджанпа Арифулла вара вӗсене асӑрхамаҫҫӗ те темелле.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫхине правлени ҫумӗпе иртсе пынӑ чухне вӑл Гариф Ятман пӳлӗмӗнче ларнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех