Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗпе (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ тапхӑрта «Россвязь» «Ростелеком» ПАОпа пӗрле «Цифрӑллӑ танмарлӑха пӗтересси» программӑпа килӗшӳллӗн Интернет уҫлӑхӗпе усӑ курма май туса панӑ 2,5 пин ял-хула ҫумӗпе иртеҫҫех е кӗрсе тухаҫҫех.

Они в рамках своей работы будут проезжать и посещать те 2,5 тысячи населенных пунктов, где по программе Устранения цифрового неравенства Россвязь совместно ПАО "Ростелеком" установили точки доступа в Интернет.

Почта маркине ҫырава халалланӑ // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Чечек валли те вырӑн уйӑрнӑ: йӑрансен хушшинче, ҫӗрулми кассисен пуҫӗнче тӗрлӗ тӗсли ҫеҫке ҫурнӑ, хуҫисене кӑна мар, карта ҫумӗпе иртсе ҫӳрекенсене те савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Вӑл мана тӗплӗн итлерӗ, хӑйӗн пӗрремӗш ҫумӗпе А.И.Григорьевпа /ҫар ҫынни пулнӑ, полковник/ паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Стена ҫумӗпе е стена ҫумне ҫирӗплетекеннисем пӗр-пӗр ӑнӑҫсӑртарах курӑнакан хуралтӑна хупласа илемлетме меллӗ.

Прикрепленные к стене или у стены очень удобны для скрытия украшением некоторых дефектов строения.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Сергей Геннадьевич район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Куликовпа, унӑн ҫумӗпе Лидия Никитинӑпа, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗпе Анатолий Прохоровпа «Новый путь» ял хуҫалӑхне ҫитсе курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

13. Кӑнтӑр енчен ҫил вӗре пуҫларӗ те, ӗнтӗ хамӑр ӗмӗтленни ҫитрӗ тесе, тухса кайрӑмӑр, Крит ҫумӗпе ишсе пытӑмӑр.

13. Подул южный ветер, и они, подумав, что уже получили желаемое, отправились, и поплыли поблизости Крита.

Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Вӑл Иерихон патне ҫывӑхарса пынӑ чухне ҫул хӗрринче пӗр суккӑр ҫын ыйткаласа ларнӑ; 36. вӑл хӑй ҫумӗпе халӑх иртнине илтнӗ те: мӗн ку? тесе ыйтнӑ.

35. Когда же подходил Он к Иерихону, один слепой сидел у дороги, прося милостыни, 36. и, услышав, что мимо него проходит народ, спросил: что это такое?

Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӑна сӑваплӑ лаптӑкпа тата хула ҫӗрӗпе юнашар, вӗсен икӗ айккинче, пай памалла, ҫав ҫӗр тухӑҫ еннелле ҫирӗм пилӗк пин шалча, анӑҫ еннелле ҫирӗм пилӗк пин шалча пулмалла, вӑл йӑхсен ҫӗрӗ ҫумӗпе тӑсӑлмалла, ҫапла вара сӑваплӑ лаптӑкпа Турӑ Ҫурчӗ аслӑ пуҫлӑх ҫӗрӗн варринче пулать.

Как со стороны священного участка, так и со стороны владений города, против двадцати пяти тысяч тростей до восточной границы участка, и на запад против двадцати пяти тысяч у западной границы соразмерно с сими уделами, удел князю, так что священный участок и святилище будет в средине его.

Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Тӑваттӑшӗ тавра та — хӳме, хӳме ҫумӗпе йӗри-тавра вучах туса тухнӑ.

23. И кругом всех их четырех - стены, а у стен сделаны очаги кругом.

Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Кӑнтӑралла пӑхакан пӳлӗмсен алӑкӗсем те ҫавсенни пекех, унта кӗмелли алӑк — хӳме ҫумӗпе тухӑҫалла каякан ҫул хӗрринчех.

12. Такие же двери, как и у комнат, которые на юг, и для входа в них дверь у самой дороги, которая шла прямо вдоль стены на восток.

Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Кӑнтӑр чикки Кириаф-Иарим патӗнчен пуҫланать, кӑнтӑр енӗпе тинӗс еннелле пырса Нефтоах ҫӑлӗ патне ҫитет; 16. унтан чикӗ ту енне — Енном ывӑлӗн айлӑмӗпе юнашар, рефаимсен айлӑмӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан ту енне — анать, вара Енном айлӑмӗпелен Иевусӑн кӑнтӑр енне анса Ен-Рогел патнелле каять; 17. вара ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать те Ен-Шемеш патнелле пырать, унтан Адуммим сӑртне хирӗҫех вырӑнаҫнӑ Гелилоф патне ҫитет, ҫакӑнтан вара Боганӑн — Рувим ывӑлӗн — чулӗ патне анать; 18. унтан тӳремлӗх ҫывӑхӗпе ҫурҫӗрелле иртсе тӳремлӗхе анать; 19. кунтан чикӗ Беф-Хогла ҫумӗпе ҫурҫӗрелле кайса Тӑварлӑ тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи авӑрне, Иорданӑн кӑнтӑр енчи вӗҫне, ҫитсе тухать.

15. Южною же стороною от Кириаф-Иарима идет предел к морю и доходит до источника вод Нефтоаха; 16. потом предел нисходит к концу горы, которая пред долиною сына Енномова, на долине Рефаимов, к северу, и нисходит долиною Еннома к южной стороне Иевуса, и идет к Ен-Рогелу; 17. потом поворачивает от севера и идет к Ен-Шемешу, и идет к Гелилофу, который против возвышенности Адуммима, и нисходит к камню Богана, сына Рувимова; 18. потом проходит близ равнины к северу и нисходит на равнину; 19. отсюда проходит предел подле Беф-Хоглы к северу, и оканчивается предел у северного залива моря Соленого, у южного конца Иордана.

Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсене шӑпа тӑрӑх тухнӑ ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсемпе Иосиф ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ; 12. ҫав ҫӗрӗн ҫурҫӗр енчи чикки Иордан патӗнчен пуҫланса Иерихон ҫумӗпе ҫурҫӗр енчен иртсе каять те анӑҫалла пӑрӑнать, ту ҫине хӑпарса Бефавен пушхирне пырса тухать; 13. унтан чикӗ Луз енне каять, Лузӑн — урӑхла каласан Вефиль теекен хулан — кӑнтӑр еннелле пырса Анатри Беф-Оронӑн кӑнтӑр енче ларакан Атароф-Адар тӑвӗ патнелле анать; 14. унтан чикӗ кӑнтӑралла пӑрӑнать те Беф-Оронран кӑнтӑр енчи сӑртран кӑнтӑр енне тинӗс патнелле сулӑнать, вара Кириаф-Ваал патне — урӑхла каласан Кириаф-Иарим патне, Иуда ывӑлӗсен хули патне — ҫитсе тухать.

Предел их по жребию шел между сынами Иуды и между сынами Иосифа; 12. предел их на северной стороне начинается у Иордана, и проходит предел сей подле Иерихона с севера, и восходит на гору к западу, и оканчивается в пустыне Бефавен; 13. оттуда предел идет к Лузу, к южной стороне Луза, иначе Вефиля, и нисходит предел к Атароф-Адару, к горе, которая на южной стороне Беф-Орона нижнего; 14. потом предел поворачивает и склоняется к морской стороне на юг от горы, которая на юге пред Беф-Ороном, и оканчивается у Кириаф-Ваала, иначе Кириаф-Иарима, города сынов Иудиных.

Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ольга Казарина тата Светлана Ульдина, Минзаит Зайнуллин медресере муфтин вӗренӳпе, ҫамрӑксен ӗҫӗсен ҫумӗпе Наил Ямалутдиновпа тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Район- та ҫурхи ейӳ сарӑлнӑ вӑхӑтра Пӑла юхан шывӗ ҫумӗпе вырнаҫнӑ Патӑрь-ел, Кӗҫӗн Арапуҫ, Тутар Тимеш, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Вӑтаел ялӗсенчи хӑш-пӗр урамсене шыв илме пултарать (пурӗ 65 хуҫалӑх, 200 ытла пурӑнакан).

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех