Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗпе (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗри сывлӑшра пӳрт ҫийӗсемпе, юпасен ҫумӗпе, йывӑҫ тӑррисенче ӑшӑ шевли чӗлтӗртетсе тӑни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫӗр улмине те купаламалла, ҫумӗпе те кӗрешмелле (тата вирлӗрех сӑмах калас тенӗччӗ!), курӑкне те ҫулмалла, ҫав хушӑрах уявне те хутшӑнмалла…

Куҫарса пулӑш

«Аван тӑратӑр-и!..» // Леонид Атлай. https://vk.com/id781919061?w=wall7819190 ... _248%2Fall

Калинккерен инҫех те мар, пахча ҫумӗпе иртекен шырлан хӗрринче, саваламан хӑмасенчен ҫапкаласа тунӑ пӗчӗк сарай пур.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Стройка ҫумӗпе иртекен аслӑ ҫул леш енчи яла.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аэродром ҫумӗпе машинӑсем такӑрлатнӑ анлӑ ҫул иртет.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ман шухӑш-туйӑма Глафира витӗрех ӑнланчӗ пулмалла — нумаях калаҫса тӑмарӗ: «Ах, эп ҫакнашкал йывӑр хушлӑха ҫакланнӑшӑн хӑвӑр та айӑплӑ мар-и? Мӗншӗн ҫавӑн чух эсир мана Сардимировпа вӑрмана пӗрлӗхен ҫиме ятӑр-ши?» — тесе йӗрсе ячӗ те плащ аркине кайӑк ҫуначӗ пек варкӑштарса вӑрман карти ҫумӗпе ял еннелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Испуханов пирус тӗпне сӳнтерсе Павӑл хыҫҫӑн анкартинелле тухрӗ, улмуҫҫисем ҫумӗпе утрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ун ҫумӗпе юлашки лав иртсе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Отряд пысӑках мар хурӑнлӑх ҫумӗпе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атейпе Укаслу чиркӳ ҫумӗпе иртрӗҫ те юман хапхаллӑ, ҫирӗп хӳмеллӗ хӗрринчи шурӑ пӳрт патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ пулӑсем: кӗмӗл пулӑ, хӗрлӗ ҫунат, уланкӑ ун ҫумӗпе ишсе иртеҫҫӗ, вӑл карттусӗпе шыва ӑсса илет, анчах пулӑсем пӗри те лекмеҫҫӗ — хӑвӑрт тарса пӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чи пысӑкки пӗр пуҫне, ун ҫумӗпе пӗчӗкрен-пӗчӗк, пӗчӗкрен-пӗчӗк.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӳрт ҫумӗпе — чечексем.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр чӑваш ялӗ ҫумӗпе иртсе тарӑн вар урлӑ каҫрӑмӑр та вӑрман ӑшне кӗрсе пыратпӑр тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ту ҫумӗпе пыракан ҫул пирӗн ҫумран иртсе кӗпер урлӑ каҫать те, Вырӑс урамӗ урлӑ тухса, анкартисенчен иртсе сӑрт ҫине хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ирхине тухса пӑхрӑмӑр — пӳрт ҫумӗпе ҫын йӗрӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пахчасем ҫумӗпе пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пахчасем ҫумӗпе урам тӑрӑх кушак пӑрҫи тататпӑр.

Куҫарса пулӑш

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӳртсем, хӳмесем ҫумӗпе чӗп курӑкӗ, кушак пӑрҫи, йытпырши шӑтса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сӗнкӗлтететчӗҫ-ха вӗсем наукӑпа тӗпчев институчӗ вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурт умӗпе, унтан ҫӳллӗ хӳме, хӑлтӑр-халтӑр карта-хура ҫумӗпе хӗлхемсӗр сӑмахсемпе перкелешсе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех