Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулсене (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑрансене ҫумкурӑкран тасатрӑмӑр, шкул таврашӗнчи утма ҫулсене тирпейлерӗмӗр.

Грядки очистили от сорняков, благоустроили пешеходные дороги рядом с школой.

Ӗҫлерӗмӗр те, вӗрентӗмӗр те // Ульяна АНДРЕЕВА. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Ҫук-ҫук ӗнтӗ, ан пӑшӑрханӑр, эп хам ҫулсене чакарса кӑтартмалӑх нӗрсӗр те, ватӑ та мар, чӑнах…

Да нет, не волнуйтесь, я ещё не так стара, чтобы кокетничать относительно своего возраста…

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Аса илтеретпӗр, ҫулсене суйланӑ чухне Никита пысӑк автоҫулсенчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ.

Напомним, что Никита дороги выбирал более отдаленные от больших магистралей.

Никита Тӗнче хӑш республикӑсемпе облаҫсенче ҫул-йӗрпе ҫынсен пурнӑҫӗ чи япӑх пулнине палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22486.html

Пӗтӗмӗшле вара федерацин «Хӑрушлӑхсӑр тата пахалӑхлӑ ҫул-йӗр» программипе ҫитес ҫул районӗпе 24 километр ҫулсене юсама 130 млн тенкӗне яхӑн уйӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи савӑнӑҫ // В. ШАПОШНИКОВ. http://www.zp21rus.ru/kultura/2208-n-ul- ... nkhi-sav-n

Кӑҫал Шупашкара 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫулсене сарма муниципалитет пӗр миллиарда яхӑн тӗрев илет.

На дороги с учетом празднования в этом году 550-летия Чебоксар выделено порядка одного миллиарда рублей.

Чӑваш Енре 2019 ҫулта пурӗ 200 ҫухрӑм ытла ҫул-йӗрсем юсӗҫ, сарӗҫ // М.И. Игнатьев пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=19 ... b4575c9e35

Сӑмах май каласан, ӑна пирӗн районта чылай ялта ӑнланса йышӑнаҫҫӗ, ҫак программӑпа нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ: ҫулсене тирпейлеҫҫӗ, масар территорине йӗркене кӗртеҫҫӗ, спорт залсем тунӑ ҫӗре те хутшӑнаҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Шӳтлетпӗр, кулатпӑр, пӗрле ӗҫленӗ ҫулсене аса илетпӗр, концерт-спектакль лартнӑ самантсем те куҫ умне тухса тӑраҫҫӗ.

Шутим, смеемся, вспоминаем года, когда вместе работали, перед глазами появляются и моменты, когда ставили концерты и спектакли.

Телейӗ — юратнӑ ӗҫре // Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА. «Авангард», 2019.05.06

Иртнӗ ҫулсене аса илсен, Хусанти Универсиадӑн – шурӑ барс, футболпа тӗнче чемпионачӗн забивака кашкӑр, Сочири Олимпиадӑн леопард, шурӑ упа, мулкач.

Вспоминая предыдущие годы, белый барс - Универсиады в Казани, волк забивака чемпионата мира по футболу, леопард, белый медведь, заяц Олимпиады в Сочи.

Чебоксарик. Ӑҫта логика? // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... cta-logika

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 1-мӗшӗч- чен район харпӑрлӑхӗ шутланакан вырӑнти ҫулсене ванса ҫӗмӗрӗлесрен сыхлас тӗлӗшпе йывӑр тиевлӗ транспортсене ҫӳреме чараҫҫӗ.

Начиная с 1-го апреля до 1-го мая местные дороги, считающее частной собственностью района, с целью сохранения дорог запретили проезд грузовых автомобилей.

Йывӑр тиевлӗ машинӑсем вӑхӑтлӑха ҫула тухаймӗҫ // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/11436-jyv-r ... la-tukhajm

Ҫав ҫулсене Культура ҫурчӗн директорӗ-кану центрӗн менеджерӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ку тытӑмра 35 ҫул тӑрӑшакан В. Петрова питех те аван астӑвать.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Ҫакӑншӑн яваплӑх учреждени администрацийӗ ҫине те тиенет, хӗрарӑм е арҫын, ҫулсене кура шӑпах вӑл ӗҫлеттерме тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Ҫав вӑхӑтрах ҫулсене упрама пӗлменнине, техникӑпа ватса-ҫӗмӗрсе пӗтерни хытӑ пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

60-мӗш, 70-мӗш, 80-мӗш ҫулсене аса илетӗн те (XX ӗмӗр), ун чухнехи ӗҫ коллективӗсенче еплерех хӑвна лайӑх туйнине астӑватӑн.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Ҫулсене малашне те ҫӗнетӗпӗр, ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑхне ҫине тӑрсах аталантармалла, ҫамрӑксен ялта пурӑнас килтӗр, — палӑртрӗ М.Игнатьев.

— И впредь будем обновлять дороги, в это же время усердно будем развивать сельское хозяйство, чтобы молодежи хотелось там жить, — подчеркнул М. Игнатьев.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Кӑҫал ҫулсене, ҫуртсен картишӗсене 40 миллион тенкӗлӗх юсамалла.

В этом году на 40 миллионов рублей необходимо отремонтировать дороги, подсобные хозяйства.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Паянхи пурнӑҫ ыйтакан фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫулсене юсатпӑр, спортзалсене ҫӗнететпӗр тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Кашни ача пӗр-пӗрне пӳлсе шкулта вӗреннӗ ҫулсене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чӑн та, вӑхӑчӗ те урӑхлаччӗ ҫав, хамӑр пирки шухӑшламан, пӗтӗм чунтан халӑхшӑн, колхоза ҫӗклессишӗн тӑрӑшнӑ ун чухне, — хуҫалӑхра ӗҫленӗ ҫулсене аса илет Валериан Краснов.

И вправду, времена были другие, о себе не думали, в то время от души для народа, ради подъема колхоза старались, - вспоминает годы работы в хозяйстве Валериан Краснов.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Сӑмах май каласан, ялта уявпа кӑна ӗҫ вӗҫленмест-ха: акӑ, утӑ вӑхӑчӗ те пуҫланчӗ, ҫулсене юсамала, ҫӗннисене те сармалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех