Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулсене (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр чӗрӗк сехетрен Стойко пичче килсе кӗчӗ, вӑл аллӑ ҫулсене ҫитнӗ, хӑюллӑ та паттӑр сӑнарлӑ ҫын, вӑйӗ те хӑйне кура самай ҫителӗклӗ пулмалла, пултарулӑхне те кӗттерсе тӑмасть.

Спустя четверть часа пришел дед Стойко, человек лет пятидесяти, со смелым, энергичным лицом, которое говорило о силе воли и упорстве.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Онбаши вӑтӑр пилӗк ҫулсене ҫитнӗ, шыҫӑхса саралнӑ питлӗ, пысӑк ҫамки мӗкӗрӗлсе тухнӑ пек, чакӑр куҫӗ ытла ӳркенсе пӑхать.

Это был человек лет тридцати пяти, с опухшим желтоватым лицом, большим выпуклым лбом и сонным ленивым взглядом маленьких серых глаз.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Алафрангова хирӗҫ хулари чи паллӑ купцасенчен пӗри — Дамянчо Григоров ларать, вӑрӑм питлӗ вӑл, хытанка, аллӑ ҫулсене ҫитнӗ хура сӑнарлӑ ҫын, куҫӗ хӑйӗн чеен пӑхкалать, ҫӳхе тути ялан тенӗ пек виртлешнӗн чалӑшать, сӑнӗ-пичӗ ҫапах та йӗркене пӗлекен ҫыннӑнни пек курӑнать.

Против Алафранги сидел Дамяичо Григоров, длиннолицый, сухопарый, смуглый человек лет пятидесяти, с лукавыми, задорными глазами; тонкие губы его вечно кривила ироническая усмешка, а по лицу была разлита важность и серьезность.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл вун виҫ-вун тӑватӑ ҫулсене ҫитнӗ ӗнтӗ, анчах пӗтӗм хӑтланчӑшӗ пӗчӗк ачанни пек-ха, вӑрӑм хӑрпахлӑ хура куҫӗ те ачанни пек йӑваш пӑхать.

Ей было уже лет тринадцать — четырнадцать, но держалась она как ребенок, а ее черные глаза с длинными ресницами смотрели по-детски кротко.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тин кӑна пӑс ҫинчен… — куҫне хӗскелесе, тутине пӑркаласа кӑшкӑрашать ҫул хӗрринчи вӑрӑм тенкел умӗнче тӑракан пӗр вун-вуникӗ ҫулсене ҫитнӗ мӑнтӑркка ача.

Только что с пару… — кричал толстый мальчишка лет одиннадцати — двенадцати, стоявший перед лавкой у дороги, сощурив глаза и скривив рот.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Виҫӗ пуншпах халтан кайрӑм, ҫулсене пӑхсан ҫамрӑк вӗт-ха эпӗ!

От трех пуншей ослабела, а какие еще мои лета!

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тахҫан ӗлӗк шкула юратни, тахҫан иртнӗ ача чухнехи ҫулсене самантлӑха аса илни ӑна пур япалана та мантарса ячӗ, салхулатрӗ.

Что-то от давнего уважения к школе, некое сладостное волнение, навеянное мгновенным воспоминанием о далеких годах детства, пробудилось в его душе в эти минуты…

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑмӑл урапа ачасем тӗлне ҫитсен, вӑл Щукаре: «Тӑрат-ха», — терӗ те куҫӗпе тӗллесе, пӗр ҫара уран пыракан ҫичӗ ҫулсене ҫитнӗ шурӑ пуҫлӑ ачана чӗнсе илчӗ:

Когда дрожки поравнялись с ребятами, он попросил Щукаря: «Останови» — и, прицелившись взглядом, выбрал парнишку лет семи, босого, белоголового:

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑлӗсене пӑхсан, вӑл аллӑ ҫулсене ҫитнӗ ӗнтӗ, унтан сахал мар, анчах хӑй лайӑх ӑратран пулнӑ пирки ӑна никам та алла вӗрентме пултарайман».

По зубам ей годов пятьдесят, никак не меньше, а вот через то, что она благородная, и совладать с ней никто не мог».

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан пӗр лутра пӳллӗ, сӑнран пӑхсан хӗрӗх ҫулсене ҫитнӗ, ылтӑн тӗслӗ кӗске мӑйӑхлӑ тата лапчӑк сӑмсаллӑ пӗчӗк казак сиксе тӑчӗ; стена ҫумӗнче тӑракан ҫынсен ушкӑнӗнчен маларах тухрӗ те вӑл, чӗрре кӗрсе, ҫилӗллӗн калаҫма пуҫларӗ:

Тогда выступил малого роста казачок, годов сорока на вид, с куцыми золотистыми усами и расплюснутым носом; выступил из стоявшей возле стены толпы и заговорил вызывающе, зло:

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑнран пӑхма вӑл вӑтӑр ҫулсене ҫитнӗскер, сарӑхнӑ питлӗ-куҫлӗ, хыткан этем.

На вид был он лет тридцати, желтолиц и худощав.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Мов» вӑл кам иккенне те пӗлет, ун ҫинчен, ӑна ухмаха ернӗ ҫын вырӑнне хурса, хаҫатсенче ҫыраҫҫӗ — вӑл государствӑна аркатса тӑкасшӑн, вӑл хуҫасенчен мӗнпур фабрикӑсене, чугун ҫулсене, пӑрахутсене, пӗтӗмпех туртса илесшӗн…

«Mob» тоже знает, кто он, о нем часто пишут в газетах как о сумасшедшем, который хочет разрушить государство, отнять все фабрики, железные дороги, суда,- всё отнять.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Пӗтӗмпе 90 прицеп вак чул таврашӗ турттарнӑ ялти ҫулсене хӑтлӑлатма.

Чтобы дороги в деревне привести в порядок, привезли в общем 90 прицепов щебенки.

Хӑтлӑ ҫул — ял илемӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Геннадий Васильев, Юрий Яковлев, Антон Антонов, Виктор Иванов, Сергей Семенов, Олег Гаврилов, Александр Васильев, Вениамин Васильев та пысӑк хастарлӑхпа хутшӑннӑ ҫулсене йӗркене кӗртес ӗҫсене.

Активное участие в наведении порядка дороги принимали Геннадий Васильев, Юрий Яковлев, Антон Антонов, Виктор Иванов, Сергей Семенов, Олег Гаврилов, Александр Васильев, Вениамин Васильев.

Хӑтлӑ ҫул — ял илемӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Катерина вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсене, хӗрарӑмсемпе пӗрле пурӑнса ирттернӗ ҫулсене асне илчӗ.

Катерина вспомнила нелегкие военные годы, прожитые вместе с женщинами.

40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Соломон патша вӑтам ҫулсене те — хӗрӗх пиллӗке — ҫитмен-ха, ун ӑсӗпе илемӗ, ун пурнӑҫӑн ӗлккенлӗхӗпе килӗ-ҫурчӗн капӑрлӑхӗ ҫинчен вара чап Палестина ҫӗрӗнчен чылай-чылай аякка саланнӑ.

Царь Соломон не достиг еще среднего возраста — сорока пяти лет, — а слава о его мудрости и красоте, о великолепии его жизни и пышности его двора распространилась далеко за пределами Палестины.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫулсене, урамсене асӑрхамасӑр, телейлӗ Штольц килелле утрӗ.

И в задумчивом чаду счастья шел домой, не замечая дороги, улиц…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кӑнтӑрлахи хӗвел паҫӑрах паркри ҫулсене хӗртсе ҫутатать.

Уж полдень давно ярко жег дорожки парка.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Гаврик кунти ҫулсене, хушӑксене лайӑхах пӗлет курӑнать.

Как видно, Гаврик хорошо знал здесь все ходы и выходы.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл Одессӑри ҫыран хӗррисене, катакомбӑран тинӗсе тухакан ҫулсене лайӑх пӗлнӗ.

Он великолепно знал одесский берег и в точности изучил все выходы катакомб к морю.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех