Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулса (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулса пӑрахнӑ курӑка типӗтнӗ чухне кашни сехетрех тӳпери пӗчӗк пӗлӗт таткине те асӑрхасах тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Утӑ ҫулса пухатпӑр, йывӑҫ лартатпӑр — сахал-и ӗҫ вӑрманта!?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара эпир ӑна темӗн чухлӗ курӑк ҫулса парса хӑвартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ ӑна ҫулса тытрӑм та каллех уҫӑ форточкӑран кӑларса ывӑтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.

Тиесен ҫӗр метр та каяймарӑм, гаишник ҫулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫӑтӑр-ҫатӑр шӗшкӗ ҫапписенчен авса ӳпле пекки тунӑччӗ, ҫине ҫумкурӑкӗсем ҫулса витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Хуралҫӑ алӑк хӑлӑпне ҫулса тытрӗ те, пӳлӗмне питӗрнӗ пулӗ тесе, хытах туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пайӑркасен хӗмӗ пӗлӗтсене те ҫулса илнӗ, сӑрласа лартнӑ, кӗҫ-вӗҫ вӗсем хыпса илсе мӑкӑрланма пуҫлассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫав самантра, ачалӑх аса килнипе, типсе ҫитмен шӑхличе ҫулса тытрӑм та «Пирӗн урам анаталла» юрра яра патӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Анук Ҫтаппанпа шай ҫулса пыма пултарасса вӑл тӗлленмен те.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самай вӑхӑтран Макҫӑмпа Сантӑр ҫулса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫулса тухрӗ те каялла ҫаврӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкасси ялӗнче ку таранччен Ҫтаппана никам та ҫулса ҫитекен пулман темелле.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утӑ ҫулса ӑшша пиҫнӗ ҫамрӑксем унта шыва кӗрсе уҫӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫулса хатӗрлетпӗр! — шӑнкӑрав сассине янӑратса юлчӗҫ хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пире валли те хӳшӗ ҫине витме ҫулса хатӗрлӗр-ха!

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Турра вӗсем: «Ҫанталӑк уяр тӑтӑрччӗ те утта хӑвӑртрах ҫулса, капана хурса хӑварасчӗ», — тесе кӗл тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утӑ ҫулса пуҫтарсан, Лукарье киле таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сиенлӗ ҫумкурӑк шыв-шур хӗрринче ӳссен ӑна хими препарачӗпе им-ҫамламаҫҫӗ, ҫулса тӑкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешеҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10759-pu ... -k-reshecc

Юланутҫӑ куҫӗ умне кунти курӑка ҫулса типӗтсе, пуҫтарса илсе купаланӑ шӗвӗр пуҫлӑ утӑ капанӗсем, унта-кунта ӳсекен хурӑнсем тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех