Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулран ҫӗтсе кайнӑ-ха эпӗ, асанне.

— Да вот, бабушка, заблудился я.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Шухӑш ҫирӗплӗхӗ, суйланӑ ҫулран пӑрӑнас ҫуккине шанни пире курнӑҫаймасӑр пурӑннӑ тапхӑрсенче те пӗр ҫулпах утнине пӗлсе тӑма май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405

Йӑмӑк ӑна Иван Иваныч тесе чӗннине, вӑл ҫулран ҫӗтсе кайнине, ун ҫинчен никама та калама юраманнине, каласан ӑна «Цугундере лектерессине» те лайӑх пӗлет.

Она уже знала, что его зовут Иваном Иванычем, что он заблудился и что никому не нужно о нем говорить, а то его «возьмут на цугундер».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсен шухӑшӗпе, ку ӗҫ «Асам» кинофестиваль шайӗ ҫулран ҫул ӳссе пынине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Калаҫакансен шучӗ, чӑваш шучӗ ҫулран ҫул чакса пыни Вӗрентӳ министерстви епле ӗҫленинчен те килни пирки иккӗленмелле мар.

Не надо сомневаться в том, что уменьшение из года в год числа говорящих, числа чувашей зависит и от того как работает министерство Образования.

Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html

25 ҫулран кӗҫӗнрех класс ертӳҫисенчен Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти 2г классене вӗрентекен Д. Алимова ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ.

Победителем среди классных руководителей младше 25 лет стала учительница 2г класса Батыревской первой средней школы Д. Алимова.

Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2

Спорт ветеранӗ, СССР спорт мастерӗн кандидачӗ сакӑр теҫетке ҫулран каҫнӑ пулсассӑн та, инҫе ҫула кӗскетсе, кашни ҫулах ӑмӑртӑва ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Петр Матросов парнисене тивӗҫрӗҫ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2019/03/26/%d0%bf%d0%b ... c%d1%80ec/

«Ӑсталӑха ҫулран ҫул ӳстерме май пур. Тӑтӑшах конькипе ярӑнса киленетпӗр, ачасемпе пӗрле хоккейла вылятпӑр», — теҫҫӗ маттур хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Эпӗ тепӗр икӗ ҫулран пенсие тухатӑп.

Я через два года выхожу на пенсию.

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хрантсус чӗлхине ӑша хывтарассипе Шупашкарти 4-мӗш гимнази ҫулран ҫул лайӑх кӑтартупа палӑрса пырать.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарти шкул хрантсуссемпе пӗр чӗлхе тупнӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12871.html

Ҫак ялсем хушшинче ҫулран инҫех те мар пӗчӗк ҫырма пур (Путек ҫырми).

Между этими деревнями, недалеко от дороги, есть маленький овраг (овраг Ягненка).

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Алексей пурнӑҫӑн хӑш юппинче тӗрӗс ҫулран пӑрӑнма тытӑннине те сиссе юлаймарӑм-ши? — хускатма йывӑр сӑмаха Елена Семеновнӑна чунран кӑларма та ансат мар.

Не заметила даже в какое время Алексей начал вставать на кривую дорогу жизни? — с тяжелой болью в сердце вспоминает Елена Семеновна слова, что трудно произнести.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Виҫӗ ҫулран тӗп хулара икӗ сменӑпа вӗренекен ачасем пулмалла мар, — терӗ ЧР Пуҫлӑхӗ. — Ҫак тӗллеве пурнӑҫлассишӗн ҫуллен шкул уҫатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

85 ҫулран иртнисем — 16565-ӗн.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫӗр ҫулран иртнӗ ҫын Чӑваш Енре паян — 93, пӗлтӗр 64 ҫеҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ҫулран пӑрӑнас мар тесессӗн, хамӑр мӗн илтнине пирӗн ҫирӗп астуса тӑрас пулать.

1. Посему мы должны быть особенно внимательны к слышанному, чтобы не отпасть.

Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Халӑхӑм! ҫулпуҫусем сана ҫулран пӑрса ячӗҫ, тӗрӗс мар сукмакпа илсе кайрӗҫ.

Народ Мой! вожди твои вводят тебя в заблуждение и путь стезей твоих испортили.

Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Пире ун ҫине пӑхма та йывӑр: унӑн пурӑнӑҫӗ ыттисен пурӑнӑҫӗ пек мар, унӑн ҫулӗ-йӗрӗ те урӑхла: 16. пире вӑл киревсӗр тесе шутлать те пирӗн ҫулран тасамарлӑхран пӑрӑннӑ пекех пӑрӑнать, тӳрӗ ҫынсен вилӗмне телейлӗ вилӗм вырӑнне хурать, чапшӑн ҫунса, Турра хӑйӗн ашшӗ теет.

15. Тяжело нам и смотреть на него, ибо жизнь его не похожа на жизнь других, и отличны пути его: 16. он считает нас мерзостью и удаляется от путей наших, как от нечистот, ублажает кончину праведных и тщеславно называет отцом своим Бога.

Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Манӑн ура Унӑн йӗрӗпе ҫирӗп пырать; эпӗ Унӑн ҫулне асран яман, ҫулран сулӑнман.

11. Нога моя твердо держится стези Его; пути Его я хранил и не уклонялся.

Иов 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Шетмӗ ен» вокал ушкӑнӗнче, ӑна Геннадий Яковлев ертсе пырать, 60 ҫулран иртнисем юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех