Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫу уйӑхӗн 7, 21, 27-мӗшӗсенче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен «Шупашкар – Шереметев керменӗ (Юрино) – Шупашкар» маршрутпа ҫула тухма май килӗ; ҫу уйӑхӗн 14 тата 28-мӗшӗсенче — «Шупашкар – Чикме – Шереметев (Юрино) керменӗ – Шупашкар» маршрутпа; ҫу уйӑхӗн 13 тата 20-мӗшӗсенче — «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар – Сӗве – Куславкка – Сӑр чикки – Кайӑк вӗҫевӗ — Шупашкар» пӑрахутпа автобус турне.
Пӑрахутсем ҫӳреме тытӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34856.html
Уяр ҫу, типӗ ҫу пит вӑраххӑн иртрӗ, Пӗр тумлам та ҫумӑр тӗсӗ пулмарӗ; Сивӗнсе пӗлӗтлӗ ӗнтӗ кӗр те ҫитрӗ, Кӗлӗшленнӗ тӑпра нӳрелсе курмарӗ.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫу каҫа ӑшалакан хӗвелпе пиҫсе хурални, ӳт-тире йӗпе-сапа та витрелетсе ҫӑвакан ҫумӑр витӗрлени кӑна мар, чӗре карти татӑлмаллах выҫӑпа кавсӑлни те, кунсерен ыйхӑ татни те, ытти таппа-тан йывӑрлӑхсем те пулчӗҫ кунта, анчах каллех вӗсене чӑтма ир тӑрсан та, каҫ выртсан та куҫ умӗнчех тӑракан Полина сӑнарӗ, унпа хӑйӗнпе кӗҫ-вӗҫ курнӑҫас шанӑҫ чун ҫирӗплӗхӗ те тӳсӗмлӗх парса тӑчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫав ҫӑва «хура ҫу», «чул ҫӑвӗ» тата «ҫӗр сӑмали», тесе тӗрлӗ ят панӑ.Звали этот жир по-разному: «черное масло», «каменное масло», «земляная смола».
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫу сутакан калать: «Ҫук, вӑл калани тӗрес мар. Аш сутакан ман пата ҫу илме пычӗ. Эпӗ унӑн кӑкшӑмне ҫу тултартӑм та, вӑл мана пӗр ылтӑн укҫа улӑштарма хушрӗ. Эпӗ улӑштарас тесе укҫана сӗтел ҫине кӑларса хутӑм. Вӑл укҫана ярса илчӗ те тарма тытӑнчӗ. Эпӗ ӑна аллинчен ярса тытса кунта илсе килтӗм», — тет.
Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Трактора хӗвел пек ҫунса тӑмалла ҫу, ӑна тусан тӗпренчӗкӗ те ан ҫыпӑҫтӑр, алӑсене супӑньпе ҫу, детальсене ҫума фильтрланӑ краҫҫын хатӗрле, ҫӑл шывӗ пек таса пултӑр вӑл.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсемпе кӗрешес тесен витесене усӑ курнӑ дизель ҫӑвӗпе, трансформатор тата машина ҫӑвӗсемпе, соляркӑпа ҫу тӑршшӗпе 1-3 хутчен сирпӗтсе тухмалла.
Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
24. Эсӗ те, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ ҫумӗнчен касса илнӗскер, паха ҫу йывӑҫӗ ҫумне сыпӑнтӑн пулсан, ҫак пӗр тӗпри туратсем хӑйсен ҫу йывӑҫӗ ҫумне тата ҫӑмӑлтарах сыпӑнӗҫ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑн — анчах выраймӑн; ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне пусарса ҫу юхтарӑн та — ҫӑвӗпе сӗрӗнеймӗн; иҫӗм ҫырли сӗткенне пӑчӑртаса кӑларӑн, анчах эрехне ӗҫеймӗн.
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Елисей пророк пророксен ывӑлӗсенчен пӗрне хӑй патне чӗнсе илнӗ те каланӑ: пилӗкне ҫых, йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ ҫакӑ савӑта ил те Галаадри Рамоф хулине кай; 2. унта ҫитсессӗн Ииуя — Намесси ывӑлӗн Иосафатӑн ывӑлне — шыраса туп, пыр ун патне, вара ӑна пиччӗшӗ-шӑллӗ хушшинчен илсе тух та шалти пулӗме ҫавӑтса кӗр; 3. савӑтна тыт та йывӑҫ ҫӑвне ун пуҫӗ ҫине юхтар, вара ҫапла кала: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сана Израиль патши пулма ҫу сӗретӗп» те.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Турӑ ӑна каланӑ: килнӗ ҫулупа пушхир урлӑ каялла кайса Дамаска ҫит; унта Азаила Сири патши пулма ҫу сӗр, 16. Ииуя, Намесси ывӑлне, Израиль патши пулма ҫу сӗр; Елисее — Сафат ывӑлне, Авел-Мехола ҫыннине — ху вырӑнна пророк пулма ҫу сӗр; 17. Азаил хӗҫӗнчен тарса хӑтӑлнине Ииуй вӗлерӗ, Ииуй хӗҫӗнчен тарса хӑтӑлнине Елисей вӗлерӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унтан [Моисей] вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне тата икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ; 17. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, пӑрӑвне, унӑн тирне, ашне, тасамарлӑхне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса янӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унӑн ывӑлӗсене те илсе пыр, вӗсене хитон тӑхӑнтарт, 15. вӗсен ашшӗне ҫу сӗрнӗ пек, вӗсене те ҫу сӗр: вӗсем Манӑн священникӑмсем пулччӑр, вӗсене ҫу сӗрни вӗсен йӑхне ӗмӗрлӗхе священник пулма халаллӗ, тенӗ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пӑрӑва пуху чатӑрӗ умне илсе пыр, [Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче] Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр; 11. пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте пус; 12. пӑру юнне ил те пӳрнӳпе парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗрсе тух, [юлашки] юнне пӗтӗмпех парне вырӑнӗн никӗсӗ умне тӑк; 13. ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвӗпе пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне ил те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтар; 14. пӑру ашне, унӑн тирне, унӑн тасамарлӑхне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр: ку — ҫылӑхшӑн кӳнӗ парне.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кайран, уйӑха яхӑн ҫатӑр сивӗ тӑнӑ хыҫҫӑн, Хӗл Мучине такам сасартӑк ура хурать те такӑнтарать; ҫанталӑк хӑвӑрт ҫемҫелет; юр куҫ умӗнчех хуралма, путма тытӑнать; тепрер уйӑхран, ҫумӑр шывӗ пӗвене татса янӑ евӗр, вӑрмана ҫурхи хаваслӑх капланса пырса кӗрет; сасси уҫӑлнӑ кӑсӑясем, туратсем ҫине ҫака-ҫака янӑ йӗс шӑнкӑравсем евӗр, тинь-тинь тӑваҫҫӗ чарӑнма пӗлмесӗр; вӗсем, ӗшенкелеме пуҫланӑ ҫӗре ҫу сӗрнӗн йӑлтӑртатакан шӑнкӑрчсем, картунти пушӑ вӗллесене йышӑнма ӗлкӗрнӗскерсем, шӑхӑракан, ихӗрекен, чӗвӗлтетекен ансамбль йӗркелеҫҫӗ…
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Кореец» М. Г. Веселаго адмирал отрячӗпе пӗрле Порт-Артуртан тухнӑ, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вара ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.
Кореец (канонер кимми) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BC%D0%B8)
1950-мӗш ҫулсенче ҫу савучӗ (каярахпа — Куеда ҫу савучӗн участокӗ) ӗҫленӗ.В 1950-х гг. работал маслозавод (позднее — участок Куединского маслозавода).
Ошья // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 1%8C%D1%8F
Ҫак климат тӑватӑ лайӑх палӑракан вӑхӑтран тӑрать: сывлӑш температури 35 °С те иртекен шӑрӑх ҫу тата сывлӑш температури -30 °C те аннипе тата юр нумай ҫунипе палӑракан сивӗ хӗлсем.
Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA
Ҫу каҫипе пӗр тумлам ҫумӑр ӳкмен вырӑнсем те тӗл пулаҫҫӗ.Встречаются такие места, где за летнее время не выпадает ни капли дождя.
Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫуркунне тата ҫу пуҫламӑшӗнче ҫумӑр ҫук пулсан, уйри тырӑ-пулӑ сарӑхса ӗнсе каять.Нет дождя весной и в начале лета — хлеба на полях желтеют и выгорают.
Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.