Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫерем сăмах пирĕн базăра пур.
ҫерем (тĕпĕ: ҫерем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсе ӗҫлекен тимӗрҫӗсем ҫерем ҫине тухнине курсанах ача-пӑчасем, пӗр-пӗрне кӑшкӑрса чӗнсе, вӗсем патнелле чулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ пулать: пӗринче ҫерем ҫине Галимджан йӑванать, тепӗр чухне ҫамрӑк паттӑртан нумай патмартарах Нилов чикеленсе каять.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тутаркас тимӗрҫӗ лаҫҫи умӗнче, ҫерем ҫинче, час-часах мыскараллӑ картина пулса иртет.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ халӑх кӑшт сирӗлчӗ — ҫерем ҫине икӗ ҫамрӑк кӗрешме тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл, ҫерем ҫине хӑяккӑн выртса, Кабирпа Галимджана та таса вырӑн сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ытарма ҫук картинӑна киленсе пӑхса тӑрас терӗ пулас, ҫурӑм ҫинчи кутамккине вӗҫертрӗ те, ҫерем ҫине выртса канма хатӗрленнӗ пек, хӑйӗн умне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ир-ирех ҫара уран чупнисем, Ӑмӑртса ҫут ҫерем ҫийӗпе, Ҫурӑмран лӑпкакан ҫилӗпе.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Хӑй тӗллӗн тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗ: хӑш вӑхӑтра тӗшӗрӗлсе анчӗ вӑл ҫерем ҫине?

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӗп-йӗпе ҫерем ҫинче выртаканскер, хӗр ача аран-аран ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗпӗ хӑйӑр, йӗри-тавра ҫерем.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял тӑрӑх тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем вӑрман хӗрринчи пысӑк кӳлӗ патне анчӗҫ, лашисене тӑлласа ҫерем ҫине ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ классенче вӗренекенсем «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» вӑйӑ йӗркипе те савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алла-аллӑн тытӑнса тухрӗҫ вӑйӑ картине Чӑваш Сурӑм шкулӗнче // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/alla-allan-tyitan ... enche.html

Ҫӗрӗпе куҫ хупса курман Тукай кӑшт канса илес тесе ҫерем ҫине тӑсӑлса выртнӑччӗ ҫеҫ, Чураппа ӑна пӳртре Урасметпа Бурнаш кӗтсе ларни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтисем темиҫе ретпе ҫерем ҫине ларса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Уншӑн мар, — ӑсанне ҫерем ҫине хучӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урак ывӑлӗ тухса кайсан алманчӑ ҫерем ҫине лачлаттарса сурчӗ те хӑйне хӑй вӑрҫса лупас айнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп ясакне татнӑ, халех тӑмха илсе тухатӑп, — терӗ Яхуте аллинчи япалисене ҫерем ҫине хурса.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ура ҫине тӑма хӑтланчӗ — пултараймарӗ, карта вӗрлӗкӗнчен ҫакӑннӑскер, ҫерем ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лашасене вӑрласа кайнине пӗлсен ухмаха ернӗ пек ҫари-и! ҫухӑрса ячӗ те, ҫунакан вутран тин ҫеҫ йӑтса тухнӑ ҫын евӗр, вӗҫӗмсӗр ҫерем ҫинче йӑваланчӗ, унтан йӑраланса тӑрса мӑрса урисене икӗ алӑпа ытакла-ытакла ӗсӗклесе йӗме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Илтрӗр-и, хисеплӗ княҫсемпе мӑрсасем, улансемпе юзбашисем? — ҫерем ҫине пуҫтарӑннӑ мӑрсасене пӑхса ҫаврӑнчӗ хан.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех