Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫерем сăмах пирĕн базăра пур.
ҫерем (тĕпĕ: ҫерем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ывӑсӗ» — сарӑхнӑ ҫерем, «аври» — леш енче, шӑпах пирӗн тӗлте, пуҫланса аяккалла кайса ҫухалакан урам.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аттепе анне Казахстан ҫеҫенхирӗнче ҫерем уҫса тырӑ ӳстернӗ, — тесе пуҫларӗ чипер пике хӑйӗн сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑн пиркиех кайран упӑшкапа иксӗмӗре Казахстана ҫерем уҫма хӑваласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсене Карсаков хушнӑ: «Ҫерем уҫасси сирӗн, ҫамрӑксен, тивӗҫӗ — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр инҫе ҫула пуҫтарнӑр!»

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл экзамен тытса пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче тӑван ялне ҫитрӗ те — ҫук иккен ҫамрӑк мӑшӑр: комсомол путевкипе инҫет Казахстана ҫерем уҫнӑ ҫӗре тухса кайнӑ, икӗ-виҫӗ уйӑхлӑха ҫеҫ мар, яланлӑхах темелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Салтакран таврӑнсан ҫерем уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Симӗс, кӑвак, хӗрлӗ, сарӑ, кӗрен, сенкер чечексем куҫа алчӑратса яраҫҫӗ, ҫемҫе ҫерем ҫинче пӗчӗк те кӑтра путексем сиккелеҫҫӗ, сывлӑшра, чӗвӗл-чӗвӗл туса, ҫиҫӗм евӗр ҫӑмӑл ҫунатлӑ чӗкеҫсем вӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Георгий таса ҫерем ҫине кительне хывса пӑрахрӗ те малтан хӑй ларчӗ, унтан Нинӑна, аллисенчен тытса, хӑй ҫумне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Малашлӑха тулли кӑмӑлпа пӑхса, ҫӗнӗ сезон уҫнӑ май театрӑн драма коллективӗ М. Шолохов романӗ тӑрӑх йӗркеленӗ «Уҫнӑ ҫерем» инсценировкӑна лартма пысӑк хастарлӑхпа хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫерем ҫинче тӑраканскер, хӑйне епле паттӑррӑн тыткалать вӑл!

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Леш енчи сӗвек ҫерем ҫинче ҫӗнӗ курӑк уйрӑмах селӗм сӑмсаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хавхалануллӑ хӗр унӑн сӑмахне хӑлхана чикмерӗ, сӑн-питне йӑлтӑркка кулӑпа чиперлетсе ырӑ шӑршӑллӑ утӑ кӑптӑкне ҫӳлелле ҫӗклеме пикенчӗ, вӑл йывӑр пулнӑран сенӗк аври картлам пек авӑнчӗ, вӗҫӗ ҫерем ҫинче каялла шуҫа-шуҫа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Васкамасӑр тумланса эпир ешӗл ҫерем ҫине выртрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юхан шыв хӗрринчи ҫерем ҫине ухват мӑйракаллӑ хура ӗне вӗренленӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Укаслу ҫерем ҫинче выртакан Тимофей-хусах умне чӗркуҫленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫерем ҫинче пуҫне каснӑ салтак выртать.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, хӑйне лап еннелле сӗтӗрсе кайнӑ чухне, ҫерем ҫинче выртакан юнланса пӗтнӗ Валтиел пупне курчӗ те кӗвӗҫни иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӳлӗ хӗррипе пӗлӗшӗн ҫурчӗ патне тухнӑ чухне вӑл ҫерем ҫинче ларакан виҫҫӗ-тӑваттӑсенчи арҫын ачана курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрмантан ҫерем ҫинелле Укаслу утса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара кӗлтурӗ те юпа кутӗнчи ҫерем ҫине канма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех