Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫерем сăмах пирĕн базăра пур.
ҫерем (тĕпĕ: ҫерем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫемҫе ҫерем ҫинче ура хытӑрах пусмассерен ҫӗр йӑсӑл-л! туса илет те сӑра кӑпӑкӗ сӳнсе пынӑ пек ҫӑтӑртатса лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак шӑплӑхра хушӑран хушӑ ҫеҫ ҫерем ҫинче амӑшӗ апат тупса парасса кӗтсе ларакан курак чӗпписем, ҫунаттисене сарса, уҫӑлсах ҫитмен сассисемпе хӑрушшӑн хурахлатса кӑшкӑрса яраҫҫӗ, унтан темскер тупнӑ амӑшне хирӗҫ ынатланса сиксе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗсем ҫерем ҫине ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл тӗл-тӗл ҫеҫ карталанса ӳснӗ ҫерем кӑмпин ҫулӗ ҫинче тӗксӗм симӗссӗн курӑнса выртать.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Типсе кайнӑ ҫӗр шӳнӗ те, пӗтӗм уй-хир, ҫӗрулми анисем, ҫерем — вирт кайнӑ пек е тата мунчаран тин тухнӑ ҫын типшӗнсе ларнӑ пек пӑсланса йӑсӑрланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Каччӑ улӑх лапине ҫерем ватса акнӑ кантӑр ани хӗррипе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тӑсӑлса выртнӑ, ав, хӗрпе каччӑ ҫерем ҫине юнашар, купальня вӗҫҫӗн, куҫран-куҫа пӑхса кулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славикпе Эльвира, ҫерем ҫине хӗвелпе хӗртӗнме тӑсӑлса выртнӑ темиҫе мӑшӑртан иртсе, пӗве хӗррипе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славик хӑй ӑҫта тӑнӑ ҫав вырӑнах ҫерем ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫерем тӑпри ҫинче ҫӗрулми вӑйлӑ пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Кунта сан тӑпри тӑмлӑрах, юнашар ав — хурарах, ҫерем

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Укӑлчаран тухма тӑнӑскер, тем аса илчӗ те урама картлакан ҫырма тавра ҫаврӑнчӗ, ҫерем ҫийӗн кӑштах утнӑ хыҫҫӑн пӗр калинккерен кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Пӗррехинче ял ҫыннисем пӗве хӗрринчи ҫерем ҫине пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Такамсен пахчи патне ҫитсе ҫамрӑк пилеш айӗнчи ҫерем ҫине ларсан, Анатолий Семенович йытӑ ҫурине алла илчӗ те ӑна вӑрахчен пичӗ ҫумне ҫупӑрласа ачашларӗ: ара, Бианка ӳркенсе е юнтарса ҫыр ҫамкинче тӑрса юлмарӗ-ҫке-ха, каялла та анса каймарӗ!

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Йытӑ ҫури вӑйлӑ юхакан пылчӑклӑ шыв тыткӑнӗнчен ҫӑлӑнасшӑн пахча хӗрринчи ҫерем еннелле пӑхать, анчах хӑй шарлак урлӑ сиксе те, ишсе те каҫма вӑй ҫитерес ҫуккине туйса, мӗскӗннӗн, такамран пулӑшу кӗтнӗн йынӑша-йынӑша илет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вара, ку лапра ҫул ҫинче тапранасси пулас ҫук тесе шухӑшласа илнӗн, лаша хаш! сывларӗ те айккинелле пӑрӑнчӗ, ҫерем ҫине кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Укаҫ кӑшт айккинерех ҫерем ҫинче ларать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кунпа пӗрлех мана ҫакӑ та кӑштах тӗлӗнтерчӗ: чӑвашла ыйтрӗ пахча кӗтессинче тӑракан улӑп, ҫавӑнпа эпӗ, хам куҫа хам ӗненмесӗр, ҫерем урлӑ каҫакан арҫын еннелле тепре пӑхса илтӗм: Серебряковах-и ку ҫын (Серебряков вырӑс-ҫке-ха)?

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Калис мӑйне тем пӑвнӑ пек пӑркаланса илчӗ те пуҫӗнчи тутӑрне туртса сӳрӗ, витрисене йӑтса, ҫерем тӑрӑх ӗсӗкле-ӗсӗкле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Калис ҫерем ҫинче сапаланса выртакан кӗпе-йӗме йӗре-йӗре витрисене тултарать.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех