Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемҫелчӗ (тĕпĕ: ҫемҫел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старшинана тухнӑ пирӗн Иван, значӑтцӑ, ӗлӗкхилле фельдфебель пулать, — чӗлӗмне туртса ячӗ мучи, савӑннипе кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кӑмӑл ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хута кӗнӗ сасса илтсен, Анук чӗри ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Савӑннипе-хумханнипе шӑм-шакӗ ие чӑмланӑ ҫынӑнни пек лӗштӗр ҫемҫелчӗ, куҫӗсем алчӑраса кайрӗҫ, тӑнлав хӗстерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Арихова тӑнлавран юман тукмакпа ҫапрӗҫ тейӗн: куҫӗ хуралса, вӑйӗ пӗтсе килчӗ, шӑм-шакӗ вупӑр чӑмланӑн ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Ҫук, малтанхи пекех мар, халь ӳслӗкӗ ҫемҫелчӗ пек туйӑнать, — хуравларӗ Наташа.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах та хӑраса ӳкнӗ тусне курса каялла чакрӗ, ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чей ӗҫме ларчӗҫ, унтан Елизавета Павловна ҫемҫелчӗ, вӑрттӑнлӑха уҫса пама хал ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сивӗ кӑштах ҫемҫелчӗ, ҫул урлӑ юра шӑлса вӗҫтерекен йӑсӑркка та йӑпатрӗ ҫеҫ, кӑштах урасем хушшипе ҫаврӑнкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Завьялов ҫак сӑмахсене ҫав тери хурланнӑ пек каларӗ те, хӗрарӑм кӑмӑлӗ тӳрех ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Санька чунӗ те ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Старик хӗҫпӑшалсене паҫӑрхи купа ҫине ывӑтакан салтаксем ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те, унӑн кӑмӑлӗ ҫав самантрах ҫемҫелчӗ.

Взглянув еще раз на солдат, швыряющих оружие в кучу, старик мгновенно смягчился.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ытти чухне яланах сиввӗнрех калаҫакан тимӗрҫӗ, Горовицӑн сӑн-питне курсан, сасартӑках ҫемҫелчӗ, йӑвашланчӗ.

Обычно строгий, кузнец, встретясь сейчас лицом к лицу с Горовицем, как-то сразу смягчился.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Петро Михайлыч сасси сасартӑк ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Савни ятне илтсен, Микула чӗри ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хурӑн хуллипе ним шеллемесӗр ҫапнине пӗр сасӑ кӑлармасӑр тӳснӗ Ҫтаппанӑн, хӑй хутне кӗрсе калаҫнӑ сасса илтсен, кам калаҫнине лайӑхах чухлаймарӗ пулсан та, кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар кӑштах ҫемҫелчӗ, тем шухӑша кайса, пӳлӗм тӑрӑх утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Туй халӑхӗ пек, ушкӑнпа хапхаран пырса кӗрсен ун кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кил хуҫипе сыв пуллашнӑ чух Шигалейӗн каллех чунӗ ҫемҫелчӗ, патша ҫынни нӑшӑк-нӑшӑк туса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех