Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярсан (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Районтан килнине ӑсатса ярсан, ҫурҫӗрчченех вӑл темскер ҫырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Малтан сурӑхсене вӑрмана кӑларса ярсан ҫеҫ кил хушшинче ирӗклӗн ҫӳреттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ирех юмах ярсан, юхма ҫӑпан тухать, — тавӑрчӗ тимӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Кӗсьене ярсан кӗсье пӑнкӑ-пӑнках.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Кӑларсах ярсан унта…

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Касмухха эрех тултарса пачӗ, лешӗ ӗҫсе ярсан: — Ҫӗнӗ хыпар пур! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑваплӑ иконсем умӗнче тупа туса калатӑн: ман чӗлхе сан ирӗкрен тухса пӗр сӑмах ытлашши персе ярсан та, ӑна касса пӑрахӑп.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е мӑшкӑлласа кӑларса ярсан

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула ӑҫтине пӗлсе, ҫынран каласа ярсан та, килте пулса иртнӗ инкексем ҫинчен илтсен, ӗҫне пуҫӗпех пӑрахса таврӑнасран шиклӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ваше благороди, салтса ярсан, урӑх нихҫан та ҫыхаймӑр.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑт Ҫӗпӗре ярсан, пӗтнӗ пуҫӗ ҫавӑ пулӗ! — хӑй майлах ҫине тӑрса каларӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм тӑна кӗрсе йынӑшса ярсан, тепӗр хут ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алтарьте хулӑн та уҫӑ сасӑпа кӗлӗ юрласа ярсан, Лукарьен чӗри кӑртах турӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашки апатне ҫисе ярсан, кӗпе арки ҫине ӳкнӗ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене пуҫтарса илсе ҫӑварне хыпрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урам вӗҫӗнче пӗр йытӑ хаяррӑн йынӑшса уласа ярсан, Хветут шартах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вырӑссене хӑваласа ярсан эпир ясака пӗтеретпӗр-и вара, аслӑ Али хан? — хӑй тахҫанах шутланине ыйтмасӑр чӑтаймарӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл ҫинчен хӑваласа ярсан Ҫавал тӑрӑхне тапаҫҫӗ ӗнтӗ, Ҫавал ҫинчен хӑваласан — Атӑл хӗррине.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ӑна, «майӗпентерех» тенӗ пек, темиҫе хутчен алӑран тытрӗ, пӗррехинче хӗр ахӑлтатса кулса ярсан ун ҫӑварне хуплама тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе ухӑ йӗппи кӑларса ярсан та сунарҫӑсем нимӗн те тытаймарӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр кунне хӑнасене ӑсатса ярсан Илтепи пӳлӗмрен чӗн пушӑ йӑтса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех