Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑраса (тĕпĕ: янӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑрушлӑха сиснӗскер, вӑл ҫӳлтен команда янӑраса каичченех аяккалла пӑрӑнчӗ те ҫӳп-ҫап куписем хушшинчи тӗттӗмлӗхре ҫухалчӗ.

Тот, еще до того, как была дана команда, помчался куда-то в сторону и скрылся в темноте среди мусорных гор.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӗсем вырӑнне пуҫ тӑрне пысӑк вертолет вӗҫсе килчӗ, ҫавӑнтах хулӑн сасӑ янӑраса кайрӗ.

Зато, вместо птиц в небе вдруг показался огромный боевой вертолет, и громкий голос объявил:

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫак самантарх Женьӑн мобильникӗ янӑраса сас пачӗ.

И тут же в руках Жени зазвенел мобильник.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл теттене хырӑмӗнчен ачашласа илчӗ, унтан кнопка ҫине пусрӗ те, пӳлӗмре хӑйӑлти сасӑ янӑраса кайрӗ.

Она погладила его животик, слегка нажала.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Маргарита унӑн хырӑмне пӳрнипе пусрӗ те, пӳлӗмре мультфильмри юрӑ янӑраса кайрӗ: «Теперь я Чебурашка, мне каждая дворняжка при встрече сразу лапу подает».

Маргарита нажала Чебурашке на животик, и раздалась песня из мультфильма: «Теперь я Чебурашка, мне каждая дворняжка при встрече сразу лапу подает».

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Кӗҫех урока йыхӑракан шӑнкӑрав янӑраса кайрӗ.

и девочка дождалась конца перемены.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Шӑнкӑрав янӑраса кайрӗ те, коридора гимназистсем тухса тулчӗҫ.

потому что прозвенел звонок, и коридоры наполнились гимназистами.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Шӑнкӑрав янӑраса кайрӗ те, юлашки урок вӗҫленчӗ.

Прозвенел звонок и последний урок закончился.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Шӑнкӑрав янӑраса кайсан Елена Степановна кабинетран тухрӗ, Женя кӳрши сӗтел хушшинчен ҫил пек тухса вирхӗнчӗ.

Затем, когда прозвенел звонок, и Елена Степановна вышла из кабинета, соседа как ветром сдуло с места.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пусма ҫинче сӑмахлани, атӑсен сасси янӑраса илтӗнет.

На лестнице слышался гулкий, грубый шум голосов и сапог.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Лашисен таканӗсем янӑраса гранит сарнӑ урамӑн кӑнтӑр ҫуттинче шупка курӑнакан вут хӗлхемӗсем кӑлараҫҫӗ.

Звонко выворачивались подковы, высекая из гранитной мостовой искры, бледные при дневном свете.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Гаврик ҫав сасӑ янӑраса тепӗр ҫӗрӗ кайса илтӗннине чарӑнса тӑрсах итлерӗ.

Гаврик остановился, прислушиваясь к слабому шуму эха.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Юлашки хут оркестрсем янӑраса илчӗҫ.

В последний раз грянули оркестры.

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Юрлакан ачасен ҫӳллӗ, ҫав вӑхӑтрах салхуллӑ та кӑмӑллӑ сассисем, шаннӑ акацисен айӗнчен янӑраса, ҫӳлелле хӑпарнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.

Нестерпимо высокие, почти воющие, но вместе с тем удручающе стройные детские голоса возносились вверх, дрожа под сводами вялых акаций.

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Урари сӑнчӑрсем пӗртте курӑнман, вӗсем йӗм ӑшӗнче янӑрамасӑр чӑнкӑртатнӑ, аллисен сӑнчӑрӗсем лайӑх курӑннӑ, вӗсем сулланса ачашшӑн янӑраса чӗркуҫҫисене ҫапса пынӑ.

Ножных кандалов не было видно — они глухо брякали в подштанниках, — но длинная цепочка ручных висела спереди и, нежно звеня, била по коленям.

XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав самантрах хӑлхасем янӑраса кайрӗҫ.

И в тот же миг зазвенело в ушах.

XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ача пура ӑшне пӗшкӗнчӗ те хытӑ кӑшкӑрса ячӗ, пура тӑм кӑкшӑм пек янӑраса кайрӗ.

Мальчик крикнул, и колодец, как глиняный кувшин, наполнился гулким шумом.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑйӗн сассипе унӑн хӑлхисем янӑраса кайрӗҫ.

От своего голоса у него зазвенело в ушах.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Самовар таса шывпа янӑраса тулса ларчӗ.

Самовар заныл, наполняясь свежел, тяжелой водой.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Итле-ха, Сима… — янӑраса кайрӗ хӑлха ҫывӑхӗнчех.

— Слушай, Сима… — услышала я над самым ухом и оглянулась.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех