Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑраса (тĕпĕ: янӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак самантрах Челкаш сасси янӑраса кайрӗ:

Раздался глухой голос Челкаша:

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Унӑн аяккине кашни хум пырса ҫапӑнмассерен, ун ӑшӗнчен йывӑррӑн ахлатнӑ пек янӑраса илтӗнекен сасӑ тухнӑ.

Каждый удар волны в его бока родил в нем глухое, гулкое эхо, похожее на тяжелый вздох.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Кам кӑшкӑрать? — тинӗс енчен сиввӗн кӑшкӑрни янӑраса килчӗ.

— Кто кричит? — раздался с моря суровый окрик.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Трактир ӳсӗрсен шавӗпе янӑраса тӑнӑ.

А трактир ревел пьяным шумом.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Хупахри шӑв-шав, пӗр яртӑна пӗтӗҫсе, темӗнле капмар пысӑк выльӑх мӗкӗрнӗ пек янӑраса тӑчӗ; ҫӗр тӗрлӗ сасӑ кӑларма пултаракан выльӑх, шӑртланса, суккӑр пек асапланса, ҫак чул шӑтӑкран тухма тӑрӑшать пек, анчах ирӗке тухма ҫулне тупаймасть пек туйӑнать…

Шум в трактире сливался в одну ноту, и казалось, что это рычит какое-то огромное животное, оно, обладая сотней разнообразных голосов, раздраженно, слепо рвется вон из этой каменной ямы и не находит выхода на волю…

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Федьӑн сасси хуҫанни пек янӑраса тӑрать.

Голос Феди звучал по-хозяйски властно.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ял ҫинче мӑлатуксен пӗр-пӗрне чӗннӗ сасси янӑраса тӑрать, ҫакӑ вӑл ҫуллахи ырӑ вӑхӑт, утӑ ҫулас вӑхӑт ҫитни ҫинчен ҫынсене пӗлтернӗ пекех туйӑнать.

Молотки перекликались по всей деревне, словно возвещали людям, что пришел лучший месяц лета и самая радостная пора труда — сенокос.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрман хушши кайӑк-кӗшӗк чӗвӗлтетнипе янӑраса тӑрать.

Перелески были полны птичьего гомона.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Обломов пуҫне пӑркаламан та пулӗччӗ, анчах унӑн хӑлхисенче «нихҫан та» тенӗ хаяр сӑмах янӑраса тӑчӗ.

Он бы не ворочал, но у него в ушах гремело ее грозное «никогда».

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Юрататӑп, юрататӑп, юрататӑп» тени халӗ те ун хӑлхинче Ольгӑн кирек мӗнле юрринчен те лайӑхрах янӑраса тӑчӗ; ун чӗринче халӗ те вӑл тинкерсе пӑхнин юлашки хӗлхемӗсем пур: Обломов ҫав куҫсенче вӑл ӑна мӗн таран юратнине тата унӑн пӗлтерӗшне уйларӗ, унтан тӗлӗрсе кайма пуҫланӑччӗ, сасартӑк…

«Люблю, люблю, люблю», — дрожало еще в его ушах лучше всякого пения Ольги; еще на нем покоились последние лучи ее глубокого взгляда. Он дочитывал в нем смысл, определял степень ее любви и стал было забываться сном, как вдруг…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ыран вара, ыран урӑххи, тен, ҫавӑн пекех лайӑххи янӑраса тарӗ, анчах ҫапах та урӑххи пулӗ…

А завтра, завтра блеснет уже другое, может быть, такое же прекрасное, но все-таки другое…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫаксене пула ҫуртра та, ял ҫинче те шӑв-шав, йытӑ вӗрни, ҫухӑрашни, шаккани, кӑшкӑрашса чӗнни, музыка сасси янӑраса тӑратчӗ.

Все это наполняло дом и деревню шумом, гамом, стуком, кликами и музыкой.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫак шӑплӑхра ҫын сасси уҫҫӑн та инҫете илтӗнмелле янӑраса каять.

Звонко и далеко раздается человеческий голос в пустоте.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫак вӑхӑтра телефон сасси янӑраса каять.

Вдруг зазвонил телефон.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тепӗр темиҫе минут иртет те каллех команда янӑраса каять:

И через несколько минут вторая:

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Адмиралтейство башни ҫинче курантсем янӑраса кайнӑ, 3 сехет ҫитни ҫинчен пӗлтернӗ.

На башне Адмиралтейства серебряно зазвенели куранты, пробило 3 часа.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Саккӑр ҫитесси пӗр минут юлсан вахта начальникӗн команди янӑраса кайрӗ:

За минуту до восьми часов раздалась команда вахтенного начальника:

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Яблочкова ура! — янӑраса кайнӑ тахӑшӗн сасси.

— Ура Яблочкову! — крикнул кто-то.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кӗҫех уйрӑм кӑмандӑсем янӑраса кайрӗҫ те, моряксемпе воспитанниксенчен хӑш-пӗрисем вантсем патне, хӑшӗсем марссем патне, теприсем салингсемпе рейӑсем патне ыткӑнчӗҫ.

— Марсовые к вантам! — По марсам! — По салингам! — По реям! — слышались команды, матросы и воспитанники подбегали к мачтам.

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вахта начальникӗн мостикӗ ҫинчен команда янӑраса кайрӗ:

Раздалась с мостика команда вахтенного начальника:

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех