Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑравлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
янӑравлӑ (тĕпĕ: янӑравлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фронтовиксемпе стариксем пур енчен те сырса илнӗ Подтелков янӑравлӑ та хӗрӳллӗ сасӑпа кӑшкӑрса калаҫать:

Облепленный фронтовиками и стариками, он высоким страстным голосом выкрикивал:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Астӑвӑмӗ те ҫирӗп, сасси те янӑравлӑ.

И память крепка, и голос твердый.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Ӑшӑрхаса лачкам тара ӳкнӗ Голубов, кӗрӗк пиншакне йӳле янӑ та, хӑй ертсе пыракан 27-мӗш полкри ретсем хушшипе ӑшталанса ҫӳрет, хӗрсе кайсах янӑравлӑ сасӑпа ҫухӑрашать:

Багровый, вспотевший Голубов, в распахнутом полушубке, перебегал вдоль двинувшихся цепей своего 27-го полка, металлическим накаленным голосом кричал:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юнашар кварталта ҫивӗч те янӑравлӑ сасӑпа команда пани илтӗнет:

В следующем квартале повышенно-звучный командный голос чеканил:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫуран ҫынсем сайра хутра иртсе ҫӳренипе е тата ямшӑк урапи кӑлтӑртатса чупнипе хумханса илекен ирхи янӑравлӑ шӑплӑха казаксен хуллен илтӗнекен тикӗс утти нимӗн чухлӗ те хускатаймасть.

Граненой тишины утра, нарушаемой редкими пешеходами да дребезжаньем извозчичьей пролетки, почти не колебал четкий, чуть слышный шаг казаков.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хурсем ӗнтӗ юлашки хут шывра ишсе ҫӳренӗ, ҫавӑнпа хытӑ та янӑравлӑ ҫухӑрашнӑ.

Гуси плавали последние дни и потому гоготали сильно и звонко.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Улттӑмӗш сотня командирӗ, ҫар старшини Сукин хӑйӗн хулӑн та янӑравлӑ басӗпе Калмыков сассине хупласа хучӗ:

Командир шестой сотни, войсковой старшина Сукин, смял голос Калмыкова басистым раскатом:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич халӗ кӑна калаҫӑва татма шухӑшланӑччӗ, анчах казак офицерӗ маларах ӗлкӗрчӗ: ингуш ҫыннипе темскер пӑшӑлтатрӗ те янӑравлӑ сасӑпа ҫухӑрса ячӗ:

Иван Алексеевич только что хотел прервать переговоры, но его опередил казачий офицер; пошептавшись с офицером-ингушом, он зычно крикнул:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн уҫӑ та янӑравлӑ сассине илтсе, пӗтӗм сотня, ыйхӑран вӑраннӑ пек, харӑссӑн янӑратса ячӗ:

Сотня, словно разбуженная его напевным вскриком, рявкнула:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Бум! бум! — унтан каллех, малтанхи янӑравлӑ кӗрлеве хӑваласа ҫитсе, икӗ хӑватлӑ залп: бум! бум!

Бум! бум! — и, догоняя первые гулкие удары, еще два: бум! бум!

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Рота командирӗ уҫӑ та янӑравлӑ сасӑллӑскер, пӑшӑрханнӑ пек ӳпкелешсе калаҫать:

Сочный, спелый баритон командира роты жаловался:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бассем юлашки сӑмахсене юрлама ӗлкӗричченех таврана ҫепӗҫ тенорӑн янӑравлӑ сасси чӳхентерсе юхма пуҫлать.

Басы еще не обрывали последних слов, а подголосок уже взметывался над ними.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Музыка янӑраса кайрӗ, оркестр темле вальс калать, тӗксӗм те нӳрлӗ ту хушшинче ҫак янӑравлӑ кӗвӗ ытла та тӗлӗнмелле чуна ҫӳҫентерет.

Заиграла музыка, оркестр исполнял какой-то вальс, странными и волнующими показались мелодичные протяжные звуки в сыром и тихом ущелье.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Слободара Гришатка ҫинчен пӗтӗмпех пӗлеҫҫӗ; янӑравлӑ сасӑллӑ кайӑк мӗнле пулнине те, Ганнибалра ҫӳренине те, Гришатка лӗпки ҫине генерал хӑй чӗлӗмне епле шакканине те.

Знают в слободе про Гришатку все: и как он был за голосистую птицу, и как в Ганнибалах ходил, и как выбивал губернатор о Гришаткино темя трубку.

Ҫӗнӗ ҫӗрте // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Килте автан ҫук та — янӑравлӑ саслӑ кайӑк вырӑнне авӑтма генерал Гришаткӑна хушнӑ.

А так как петуха в губернаторском доме нет, то генерал приказал быть за голосистую птицу Гришатке.

«Ку-ку-ре-кук!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Янӑравлӑ юрӑ оркестр сассине хупласа хучӗ те, оркестрӗ ҫурма ҫула ҫитсен, вӑтаннӑ пек пулса, пачах шӑпланчӗ.

Заглушили оркестр, и на полпути он конфузливо умолк.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Янӑравлӑ сасӑсем казак кун-ҫулӗ ҫинчен кӑткӑсах мар халап каласа параҫҫӗ, ҫурма-саслӑ тенорӗ апрельте ӑшӑннӑ ана тӗлӗнче ярӑнса тӑракан тӑри пек чӗтренет.

Рассказывают голоса нехитрую повесть казачьей жизни, и тенор-подголосок трепещет жаворонком над апрельской талой землей:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Терраса ҫинчен Боярышкин студентӑн янӑравлӑ сассипе тахӑшӗн хӑйӑлтатакан урмӑш сасси илтӗнет.

С террасы гремел звучный баритон студента Боярышкина и еще чей-то голос — надтреснутый, сиповатый.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асатте йӗрет, тата хӑйӗн типшӗм чышкипе баклановецӑн янӑравлӑ та упалларах ҫурӑмӗнчен шаккать, анчах та лешӗ, чӑх аш татӑкне хрен вырӑнне чие ҫырли кӗселӗ ӑшне пуҫса илсе, лапшапа вараланса пӗтнӗ сӗтел ҫитти ҫине чунсӑррӑн пӑхать, путса кӗнӗ ҫӑварӗпе хӑй шав пӑшӑлтатать.

Дед Гришака плачет и стучит сухим кулачком по гулкой и медвежковатой спине деда-баклановца; но тот, макая кусок курятины вместо хрена в вишневый кисель, безжизненно глядит на скатерть, залитую лапшой, шамшит провалившимся ртом:

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗл умӗнхи ҫатӑр сивӗ те янӑравлӑ хавас кун часах ҫитнӗ; ҫамрӑксене мӑшӑрлантарса янӑ; ҫав кунран пуҫласа, Астаховсен килӗнче Аксинья ҫӗн ҫын пулса тӑнӑ.

Подошел такой предзимний, с морозцем и веселым ледозвоном день, окрутили молодых; с той поры и водворилась Аксинья в астаховском доме молодой хозяйкой.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех