Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлать (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Паттӑр вилет, ячӗ юлать, теҫҫӗ чӑвашсем.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Упӑшкасӑр хӗрарӑм паян ачисӗр юлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрласси ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, капла ӗмӗт вӗҫне ҫитесси — чурара пурӑнакансене ирӗке кӑларасси — татах нумая юлать

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паккус хыҫҫӑн паккус юлать — хӗрсем утӑ ҫулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗнтӗ текех ҫук Урха: Эпӗ тӗне кӗтӗм, ята улӑштартӑм, Чаплӑ вырӑс ятне хуртартӑм: «Алтаккин» манӑн ят, Урха юлать хушамат.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Силемпийӗ сивӗнсе Пӗрӗхтерсе калаҫать, Анчах хӗре хӗрхенсе Ҫуран тӑрса вӑл юлать.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑйри хытӑ ыткӑнать, Сӑмси-ҫӑвар вут тӑкать, Ҫапах ула лашаран Ик шит юлать сахалтан.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Еркиней, асту, ӑйӑр ытла хастар, Ҫӑварлӑхпа касмӑкласа мӗн пур вӑйпа кастар», Тет пиччӗшӗ шӑллӗне, ҫивӗчине, Хӑй юлать кӳмме кутне тепӗр шӑллӗпе.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Ҫын вилет — ӗҫӗ юлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

«Ак ҫак кӗпҫе тӑрӑх сывлама пулмасть-ши?» — тет те вӑл кӗпҫене пӗр вӗҫне ҫӑвара хыпса хуллен путма пуҫлать, тепӗр вӗҫӗ тула, шыв ҫине, тӑрса юлать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ура айӗнчи хӑрӑк турат кӑна шӑтӑрт! та шӑтӑрт! туса юлать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирукӑн пеме пӗр патрон кӑна юлнӑ, Федьӑн та нумаях мар, пӗр-икӗ черет персен, автомат «ҫимӗҫсӗр» тӑрса юлать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӑлпасси валли те юлать.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

«Пӗр хӗрача юлташӗсемпе вӑрмана, ҫырлана, каять те ҫухалса юлать.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

— Мӗн сан хыҫалта анраҫарӑк нумай юлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Юлать чуста ытлашши.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Шыв юхать, ҫыран юлать, Эпир каятпӑр, эсир — юлатӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Аленки пирки вара паян «йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр» темелли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Хӑйӗн салтак тивӗҫне пурнӑҫласан, Иван хӑй хӗсмет тунӑ вырӑнсенче — кантӑк пек кӑвак каҫсемлӗ Карели енчех — пурӑнма юлать, вӗренсе, алла экономист специальноҫне илет, ҫемье ҫавӑрса, тымарлансах, ҫуртлӑ-йӗрленсех тӗпленет.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех