Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Эсфирь ӗнтӗ Гафаха Мардохей патне ҫапла калама янӑ: 11. патша таврашӗнче ӗҫлекенсем те, патша ҫӗрӗнчи халӑхсем те пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ: патша чӗнмесӗр унӑн шалти картишне кӗнӗ кирек мӗнле арҫынна та, кирек мӗнле хӗрарӑма та пӗр айӑп кӗтет — вилӗм; патша хӑйӗн ылтӑн туйине кам енне тӑсать — ҫавӑ ҫеҫ чӗрӗ юлать.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру чӗрӗ! манӑн пӗҫерсе хуни нимӗн те ҫук, чӗресре те пӗр ывӑҫ ҫӑнӑх ҫеҫ, тата чӳлмекре пӑртакҫӑ ҫу пур; акӑ пӗр-икӗ пуленкке вутӑ пуҫтарса кайӑп та ывӑлӑмпа иксӗмӗр валли ҫав мӗн пурринчен пӗҫерсе хатӗрлӗп; ҫисе ярӑпӑр та ӑна, вара выҫӑ вилмелли анчах юлать, тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӗр качча каяс пулсассӑн, вӑл унччен сӑмах парса е тупа туса хӑйне тӑлласа лартнӑ пулсассӑн, 8. ҫакна унӑн упӑшки илтет, анчах илтсе те нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрарӑм сӑмах пани, мӗн те пулин тума картса хуни ун ҫинчех юлать, унӑн ӑна пурӑнӑҫласах пулать; 9. упӑшки арӑмӗ сӑмах панине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, арӑмӗ ҫинче тӑракан тупана, арӑмне тӑлласа тӑракан сӑмаха йышӑнмасть пулсассӑн, [арӑмӑн ҫавна пурӑнӑҫламалла мар, мӗншӗн тесессӗн арӑмне упӑшки чарнӑ,] уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗрарӑм хӑй ҫамрӑк чухне ашшӗ килӗнче Ҫӳлхуҫана сӑмах парас пулсассӑн, мӗн те пулин тума картса хурас пулсассӑн, 5. ашшӗ хӗрӗ сӑмах панине, вӑл мӗн те пулин тума картса хунине илтсе нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрӗ сӑмах пани тата мӗн те пулин тума картса хуни пӗтӗмпех юлать, ӑна пурӑнӑҫласах пулать; 6. ашшӗ хӗрӗ каланине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, хӗр хӑй сӑмах панине, мӗн те пулин тума картса хунине пурӑнӑҫламасть, уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать, мӗншӗн тесессӗн хӗре ашшӗ чарнӑ.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Йӑхташна мӗн те пулин сутас пулсассӑн е йӑхташунтан мӗн те пулин туянас пулсассӑн, пӗр-пӗрне ан кӳрентерӗр; 15. йӑхташунтан мӗн те пулин сутӑн илнӗ чухне эсӗ юбилей хыҫҫӑнхи ҫулсен шутне кура тӳле, вӑл та сана ҫав ҫулсенче илес тупӑша кура суттӑр; 16. ҫулӗ чылаях юлать пулсассӑн, хакне ӳстер; нумаях юлмасть пулсассӑн, хакне чакар: вӑл сана миҫе хутчен тырӑ вырса илессине шута хурса сутать.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл каланӑ: эпӗ — Иосиф, хӑвӑр Египета сутса янӑ тӑванӑр; 5. анчах халӗ ӗнтӗ ан кулянӑр, мана кунта сутса янӑшӑн ан ӳкӗнӗр: мана Турӑ сирӗн пурӑнӑҫӑра упрама сирӗн умӑртан янӑ; 6. ҫӗр ҫинче икӗ ҫул выҫлӑх пырать: тата пилӗк ҫул [юлать], ҫак ҫулсенче сухаламӗҫ те, вырмӗҫ те; 7. сире ҫӗр ҫинчен пӗтерес мар тесе, сирӗн пурӑнӑҫӑра тӗлӗнмелле хӑтарса хӑварас тесе, Турӑ мана сирӗн умӑртан ячӗ.
Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем Хавилапа Сур хушшинче пурӑннӑ, Сур вара Ассирие кайнӑ чухне Египет тӗлӗнче юлать.18. Они жили от Хавилы до Сура, что пред Египтом, как идешь к Ассирии.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑшӑ туалетсен ыйтӑвӗ вара халех татӑлаймӗ: кӑҫал 30 шкулта йӗркелӗҫ, тата ҫавӑн чухлӗ юлать...
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Кашни литртан пире 2 тенкӗ кӑна юлать.
Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Грипран сывалса пыракан ҫыннӑн халсӑрлӑхӗ, вӑйсӑрлӑхӗ чылайлӑха сыхланса юлать.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Кун хыҫҫӑн кун иртет, мӗн пулни историе юлать.
Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
– Ӗҫсӗрлӗх шайӗ 5,8% тан тата виҫӗ уйӑх ӗнтӗ ҫак шайрах сыхланса юлать, – пӗлтернӗ федераци ведомствин ертӳҫи ӗҫсӗрлӗхпе ҫыхӑннӑ лару тӑрӑва «лӑпкӑ» тесе хакланӑ май.
Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10