Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн куҫӗнчен каллех куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ те, вӑл, ӗсӗклесе илсе, хушса хучӗ:Из глаз ее снова покатились слезы, и, всхлипнув, она добавила:
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ун куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса тухрӗ: вӑл хушаматне мар, хӑй ятне ҫырни — пӗр ҫакӑ кӑна килӗшнине, каҫарнине пӗлтерет тесе шутларӗ вӑл!
XLIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ун куҫӗсем ҫав тери уҫҫӑн та вӑйлӑн ҫуталчӗҫ, вӗсенчен е халех куҫҫуль шӑпӑртатса анассӑн, е вӑл ахӑлтатса кулса ярассӑн туйӑнчӗ.
III // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Кайран, эпӗ ҫывӑрма кайсан, вӑл та манпа пӗрле ҫуртине йӑтсах пычӗ, мана витсе ячӗ, тӑван анне пекех кӑмӑллӑн пӑхрӗ; мана лайӑх мар пулса кайрӗ, эпӗ ӑна куҫран та пӑхаймарӑм; вӑл манӑн кравать ҫинче ларса тахҫанчченех калаҫрӗ, темиҫе хут та пирӗн Сид мӗн тери лайӑх ача терӗ, ун ҫинчен ниепле те калаҫса тӑранаймасть вӑл, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн: ҫухалса кайман-ши, шыва путман-ши вӑл тесе ыйтать манран, тен, вӑл аманнӑ та халӗ ӑҫта та пулин асапланса выртать пуль, тен, вӗлернӗ ӑна, эпӗ акӑ вӑл ӑҫтине те пӗлместӗп тет… унӑн куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анчӗ, эпӗ ӑна темиҫе хут та: «Сида нимӗн те пулман, ирхине вӑл киле таврӑнатех», — терӗм; аппа мана ҫакӑншӑн алӑран ачашласа чуптуса илчӗ, ҫав сӑмахсене тата тепӗр хут калама ыйтрӗ, вӗсене илтсен, ӑна ҫӑмӑлрах тет — питӗ кулянать вӑл.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вара Мери Джейн Джоаннӑпа урӑхла, хӑйӗн яланхи йӗркипе йӑвашшӑн, ачаш сӑмахсемпе калаҫрӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн мӑнтарӑн Куян Тути тек нимӗн те чӗнеймерӗ, куҫӗсенчен кӑна куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Куҫӗсенчен ҫӑмӑл та таса куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анчӗ Вӑл вара сасартӑк хӑй ҫав тери ывӑнса ҫитнине туйса илчӗ, пуҫне минтер ҫине хурса: «мӗскӗн Андрей Петрович!» — терӗ, унтан йӗпе куҫхӑрпӑкӗсене тата йӗпе питне шӑлса типӗтмесӗрех, ҫывӑрса кайрӗ.
XXVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унӑн куҫҫулӗ питҫӑмарти тӑрӑх шӑпӑртатса юхса анчӗ.
XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Текех чӑтса тӑраймарӗ мӗскӗн хӗр: унӑн куҫӗнчен куҫҫулӗ шӑпӑртатса анчӗ те, вӑл пӳлӗмрен чупса тухрӗ.Но тут бедная девушка не выдержала: слезы хлынули у ней из глаз, и она выбежала из комнаты.
XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Малта пыракан ҫамрӑк капитан сӑрт хырҫи тӑрӑх пурне те ҫул кӑтартса пырать; сӗм тӗттӗм пулсан та хӑрушӑ вырӑнсенчен вӑл туйӑм-сисӗмӗ пулӑшнипех иртет, ури айӗнчен мӗнле те пулин чул хӑйпӑнса мур тӗпнелле шӑпӑртатса аннӑ чухне хӑлхисене чӑнк тӑратса итлет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫивӗч япалапа хӑйпӑтнӑ чулсем аялалла шӑпӑртатса анаҫҫӗ.Камешки скрипели от прикосновения какого-то острого орудия и осыпались вниз.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ юрласа пӗтертӗм те — пӑхатӑп: Горпина карчӑкӑн куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхать.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Ҫӳлте вӑйлӑ ҫил кӗрлеме, йывӑҫ тӑррисем ӳхӗрме тытӑнчӗҫ, ҫулсем ҫине шултӑра тумламсем шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ, ҫиҫӗм ялтлатса илчӗ те, аслати авӑтса ячӗ.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Ҫав хусканусем тертлӗ те асаплӑ пулас: вӑл йывӑррӑн сывлать, питӗнчен шӑпӑртатса тар юхать.
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
«Эсир пурте ырӑ йӑхлӑ, ӑслӑ, пуян, эсир мана ҫавӑрса илтӗр, манӑн кашни сӑмаха тимлесе итлетӗр, эсир пурте ман умра вилме хатӗр, сире хам алӑра тытатӑп… анчах ҫавӑнта, фонтан патӗнче, ҫав шӑпӑртатса сирпӗнекен шыв умӗнче, манӑн савниҫӗм, мана хӑй аллинче тыткалакан тӑрать.
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Королева музыкӑпа тӗрлӗ шӑв-шав витӗрех шыв шӑпӑртатса сирпӗннине илтет; пӑхнӑҫемӗн шухӑшлать:
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Пӗр хир чӑххи ӳкрӗ, ыттисем шӑпӑртатса илчӗҫ те пӗр самантрах тӗттӗмре ҫухалчӗҫ.Одна куропатка упала, остальные, конечно, сорвались и с треском и лаем в один миг исчезли в темноте.
Каҫхи вӑрман вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 102–106 с.
Ачан тутисем чӗтресе илчӗҫ; ку тарана ҫити чарса тӑнӑ куҫҫуль питҫӑмарти тӑрӑх шӑпӑртатса анчӗ.Губы мальчика дрогнули; слезы, которые он до сих пор сдерживал, стремительно хлынули на щеки.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Марусьӑн куҫҫулӗ шӑпӑртатса тухрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Маруся ҫаврӑнса ларчӗ, Катя унӑн куҫҫулӗ шӑпӑртатса аннине асӑрхарӗ.Маруся отвернулась, но Катя успела заметить сверкнувшие на ее глазах слезы.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кикак-кикик хурсем, кӑвак хурсем, Ӗнтӗ киле ишме те вӑхӑт пуль, Ай-хаях та мана, телейсӗре, Хуйха-суйха манма та вӑхӑт пуль… — тесе юрласа ячӗ те хӑйӗн ылханлӑ шӑпине ӳпкелешекен ҫинҫе саслӑ хӗрарӑм, Аксинья чӑтса тӑраймарӗ: куҫӗнчен ҫавӑнтах куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анчӗ!
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.