Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шеллесе (тĕпĕ: шелле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑ ҫыннӑн вилмеллех, анчах унӑн анкартине, ҫур гектар ҫӗре, колхоз касса илни — чӑн-чӑн пысӑк хуйхӑ, — шеллесе каларӗ Поля.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Йывӑр асаппа ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ хӗрарӑма наҫилккапа йӑтса тухнӑ вӑхӑтра, залри халӑх ӑна шеллесе: — Эй, апӑрша-а! Хӑйне тӳсме ҫук йывӑр пулсан та, вилӗмӗпе чӑтӑмлӑн кӗрешсе, хӑйӗн тӗрӗслӗхӗпе тӑлӑххӑн ҫитӗннӗ ним айӑпсӑр Кӗркурине тӗрме алӑкӗ умӗнчен сирсе ирӗке кӑларса хӑварчӗ вӗт, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ вӑл утнине шеллесе пӑхнӑ вӑхӑтра: — Паян мана пулӑшма тухрӗ вӑл. Вара эпир ӑна пулӑшатпӑр. Халӗ ун бригадинче пӗр арҫын та юлмарӗ. Вӑрҫӑ тухиччен тӑватӑ арҫынччӗ унта. Шел те, мӗн тӑвӑн, пӗри те ҫаврӑнса килеймерӗ вӗт, — терӗ Антон Трофимович, палӑрмаллах кулянса.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑшпӗрисем, Анука шеллесе, Микулана ятларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куна курсан, пурте Анука шеллесе ассӑн сывларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа вӗсем Ҫтаппана шеллесе кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха сӑмахӗсене ӗненсе мар, кумӑшне шеллесе, унан суранне хӑвӑртрах юсас кӑмӑлпа Макҫӑм та Михха сӗннипе килӗшрӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑра шеллесе калатӑп.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ хӑвна шеллесе, айӑпна ҫӑмӑллатма май килмӗ-ши тесе ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗркерен тухма хӑтланнине сиссен, шеллесе ан тӑр, пер!

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫула май иккӗн-виҫҫӗн пӗрле пулса, Ҫтаппана шеллесе калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Лаша ҫухални кирек кама та шуратӗ! — Ҫтаппана шеллесе калаҫса юлчӗҫ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫенӗк алӑкӗ умӗнче самантлӑха чарӑнса каллӗ-маллӗ пӑхкаларӗ те, Ҫтаппан вут каски ҫинче пуҫне чиксе ларнине курсан, упӑшкине шеллесе хуйхӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ мӗн-пурӗ те хӑвна шеллесе ҫеҫ каларӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пырсан Твиккапа Квикка вӗсене те тиркесе, шеллесе тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Акӑ, чип-чипер ӳсес йывӑҫа хӑртса хӑварнӑ, — терӗ Степан Лукич, пӗр йӗппи юлми ҫаралса юлнӑ пӗчӗкҫӗ хыра тем пекех шеллесе.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Учитель яланах клуб заведующийӗ ҫине шеллесе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Ют ҫын арӑмне кам шеллесе тӑтӑр?

Кто ж будет жалеть чужую жену?

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шеллесе тӑмарӗ ют сӑрана ют хӗрарӑм.

А чего ей жалеть чужое пиво?

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ӑна эпӗ сана шеллесе суйрӑм.

«Тебя, дуру, жалеючи солгал.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех