Шырав
Шырав ĕçĕ:
Степан, ӑна шеллесе, нимӗн те сисмен пек турӗ, — сӑмаха хуҫалӑх ҫине пӑрса ячӗ, хутортан каяс умӗн килти япаласенчен мӗн-мӗн пытарса ӗлкӗрни тата тӗплӗ пытарнипе пытарманни ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Йӗри-тавралла ним ӑнланмасӑр пӑхкаласа, вӑл япалисене урапа айӗнче шырасшӑнччӗ, анчах шӑп ҫав тӗле килсе тухнӑ батарейӑри ездовойсемпе лавҫӑсем, утсем ҫинчен анса, урапана ун ҫине купаласа тултарнӑ арчасемпе пӗрле ним шеллесе тӑмасӑр тӳнтерсе ячӗҫ, тупӑсене иртме пӗр самантрах ҫул хатӗрлерӗҫ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ху пирӗннисене шеллесе тӑмарӑн, сахал мар вӗлере-вӗлере пӗтертӗн пулӗ-ха?
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шеллесе хӑтланнӑшӑн вӑл хӑйне пӑртакҫӑ тарӑхрӗ, — ара, пуҫра уҫӑмсӑр хӗрхенӳ ҫурални ҫеҫ ӑна тӑшмана ирӗке яма хистерӗ-ҫке-ха?
XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах, пӗтӗмӗшле илсен, тӑшмансене шеллесе тӑмалла мар.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий, шеллесе, ӑнсӑртран ҫывӑхланнӑ хӗрарӑма сапаланчӑк ҫӳҫӗнчен ҫупӑрласа ачашларӗ, куҫӗсене ӗшенчӗклӗн хупрӗ.Григорий, жалея, ласково гладил растрепанные волосы своей случайной подруги, закрывал усталые глаза.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫак ҫӳҫ пайӑрки ҫавнашкал кӑвакариччен мӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑпа инкек тӳссе ирттернӗ пулӗ?» — ачашшӑн хумханса та шеллесе шухӑшларӗ Бунчук, Абрамсонӑн йӑм-хура ҫӳҫӗ ҫинчи, сылтӑм енчи куҫа йӑмӑхтармалла шурӑ пайӑрка ҫине пӑхса.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тыла милитаризацилесси, влаҫа ҫирӗп те хаяр алла парасси, мӗн пур большевиксене — халӑха пӑсакан ҫав йӗрӗнчӗк шӗкӗсене — шеллесе тӑмасӑр пӗтересси, — ҫаксем вӗсем пирӗн ҫывӑх вӑхӑтра пурнӑҫламалли задачӑсем.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӗркуннехи вӑрӑм каҫсене вӑл Аникушка арӑмӗ патӗнче ирттерчӗ, ҫав турткалашса тӑма юратман юмарт хӗрарӑма шеллесе, унӑн чуна тӗлкӗштерсе тӑракан вӗри ҫуйкӑнлӑхне пусӑрӑнтарса хӑварчӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чӑннипех те ҫирӗп упрарӗ Григорий казак чысне, паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартма май пур самантсенче хӑйне ним чухлӗ те шеллесе тӑмарӗ, хӑрушлӑха куҫ кӗрет курса тӑнӑ ҫӗртех вилӗм вучахне кӗчӗ.Крепко берег Григорий казачью честь, ловил случай выказать беззаветную храбрость, рисковал.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Стаканран кӑларма тытӑннӑ та урайне ӳкернӗ, — шеллесе калас вырӑнне курайманлӑхпа ответлерӗ Косых.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мӑйӗ пулсан, сӳсменӗ кирек хӑҫан та тупӑнать, — нимӗн пытармасӑрах шеллесе канаш пачӗ пӗр хӗрарӑмӗ.Была б шея, а ярмо будет, — с нескрываемым сожалением посоветовала одна.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хысна пӳртне шеллесе тӑмӑп!
IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Айӑплакан пӗртте шеллесе тӑман, хытӑ айӑпланӑ, Федор Лукича чи йывӑр наказани пама ыйтнӑ; ҫавӑн йышши ҫырӑва намӑслӑха, чыслӑха тата ырӑ ята ҫухатнӑ ҫын ҫеҫ ҫырма пултарассине вӑл ҫӑмӑллӑнах кӑтартса панӑ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Травкин ҫапла, тен, хӑй те вилес умӗн пулӗ, ҫамрӑк лейтенантсем ҫине, хӑй вӗсенчен ҫӳллӗрех тӑнине пӗлтерекен туйӑмпа, шеллесе пӑхса ларнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Иккӗмӗш пӳлӗмӗнче няня йӑшӑлтаткаласа илчӗ, вӑранасшӑн пулчӗ; пӗтӗмпех пӗлсе илсен, мӗн шухӑшлӗ-ха вӑл, терӗм те эпӗ хама хам чӑтма ҫук шеллесе пӑрахрӑм, манӑн куҫҫуль юхса анчӗ, вара ачасене вӑратас мар тесе коридора чӗрне вӗҫҫӗн чупса тухрӑм та хам кабинета пырса кӗтӗм, диван ҫине йӑтӑнса анса, йӗрсе ятӑм.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпӗ чи малтан хама хам шеллесе пӑрахрӑм — ун пек чухне яланах ҫак туйӑм пулать.Главное чувство, как и всегда, во всякой злости, было — жалость к себе.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл вӑхӑт хӑех кӑларса тӑратнӑ закона хӑнӑхнӑ ӗнтӗ: нимӗҫ оккупанчӗсене ним шеллесе тӑмасӑр тӗп тумалла.Он привык к закону, принятому нынешним временем: немецких оккупантов не нужно жалеть.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл хӑйне хӑй шеллесе илчӗ.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫапла пӑхса ларнӑ май Егорушка пальтине шеллесе пӑрахрӗ, — унӑн пальтине те, ӑна хӑйне те таҫта тӗнче ҫине пӗр-пӗччен кӑларса янине аса илсен тата вӗсем ӗнтӗ пальтӑвӗпе пӗрле текех киле таврӑнаймассине ӑнлансан вара чӑтаймарӗ, ӳлесех йӗрсе ячӗ, кӑшт ҫеҫ киҫак ҫинчен ӳкмерӗ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.