Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шарт сăмах пирĕн базăра пур.
шарт (тĕпĕ: шарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл алхапӑл Магаев ҫырнинчен аякрах шултра сас паллисемпе шарт хивре хурав турӗ: «Путсӗр», вара хут таткине каялла тавӑрса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫак вӑхӑтра таҫта катара, хула енче, пӑшал шарт! шартлатни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Пурпӗрех сана тупатӑп, эс те туп мана!» — сасӑпах шарт! татрӗ вӑл, вара пуҫне ярт! ҫӗклерӗ…

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Анчах ҫур траектори те тӑваймарӗ, ури айӗнчи ҫерке-каҫкӑҫ шарт! хуҫӑлчӗ те кайрӗ: йывӑҫӗ тытӑнкӑсӑр, мӑртӑк е сӑслӑ пулнӑ пулинех?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каллех шалтан тар пек ҫӑтӑр-ҫӑтӑр тивсе кайса, шарт! сирпӗнсе каймӗ-ши качтаки?» — ыйту ҫине ыйту купаланчӗ ун умӗнче, вара, вӗсемпе хӑвӑрӑлса ҫунса, пӑраланса, вӗсем ҫине хурав тупаймасӑр мӑш туса, хивре тулашӑнса тутине шӑлӗсемпе юн сӑрхӑнса тухмаллах ҫырта-ҫырта илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк хыҫалта, Ула Тимӗр хӑй тин ҫеҫ юлашки вӑйне пухса тӑрмаланса хӑпарнӑ вар тӗпӗнче, шарт! тунӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ак телей! — самант йӑрӑ савӑнӑҫ ҫупӑрласа илчӗ кӑмпаҫӑна, анчах машина ҫывхарнӑ ҫемӗн ку туйӑм майӗпе сӗвӗрӗлсе «ҫара», пуртӑпа вутта шарт! касса татнӑ пек кӗске, татӑклӑ пӗтӗмлетӗве-иккӗленӗве ҫаврӑнса тӗвӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Пӗтрӗмӗр, — пӗҫҫисене шарт ҫапрӗ юлашкинчен, — кунта мӗн туса ларатӑн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Шарт! турӗ пӑра, ун сассипе кӑртах сикрӗ хӗрача.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Арчана хупнӑ чухне алӑкӗ унчченхи пек вырӑнне лармарӗ, Маюк инке тепӗр хут уҫрӗ — пӗҫҫине шарт ҫапрӗ: арча тӑпсине хире-хире хӑпӑтнӑ, питӗрнӗ арчана тепӗр енчен уҫмалла тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

— Эх, — терӗ вӑл икӗ аллипе пӗҫҫине шарт! ҫапса, — питӗ тӗрӗс калать ку чӗпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

«Кам-ха эпӗ? Ача мар, ӑсран та тайӑлман, Шӑхасан тулашӗнчи больницӑра та выртман. Хӑҫанччен ҫапла пулать? Эй! Хам пурнӑҫа хам алла илейместӗп-и?» — терӗм те урай варринчи сарлака сӗтел ҫине шарт! ҫапрӑм кире пуканӗ пек чышкӑпа.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Унӑн витӗр куран куҫӗпе, «леш тӗнчере» пулса курнӑ ҫын куҫӗпе, тӗл пулсан, Лавр Кузьмич чӗри, вӑйлӑ ток ҫапнӑ пек, шарт сикрӗ, чӗркуҫҫи сыпписем ҫемҫелсе кайрӗҫ, урисем чӗтрене ерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ах-турах! — терӗ Лавр, икӗ пӗҫҫине шарт! ҫапса.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ах-турах, ҫав Аркаша-а! — терӗ Кулине инке, хӗрӗхсенчен иртнӗ хӗрарӑм, ик пӗҫҫине шарт ҫапса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Питомникри ватӑ ӗҫченсем, вӗсене курсан, пӗҫҫисене шарт! ҫапса, хӑйсен ӗҫне пӑрахсах, калчасене йӗпетсе лавсем ҫине хӑйсем тиесе яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вара аллисемпе пӗҫҫисене шарт! ҫапса:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шарт ҫеҫ шӑтарса пачӗ талона.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ача чухнехи тӗсӗ те тӑрса юлман сан, Володя! — тет Кулькка, тӗлӗннӗ хӗрарӑм пек пӗҫҫине шарт! ҫапса.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Кӗҫех вара Энӗшкассисенчен инҫех мар пуртӑ сассисем янӑраса кайрӗҫ те, шарт сикнӗ вӗтӗ-шакӑр кайӑксем тӳпенелле пӗлӗт пек вӗҫсе хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех