Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шарт сăмах пирĕн базăра пур.
шарт (тĕпĕ: шарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш чух, хаярланса кайса, шарт тутарса илме те ӳркенмест: шарт — «ытлашши ан ҫывӑр!», шарт — «тӗрӗс ут!», шарт — «халӑхран, йышран ан юл!»

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эпӗ ҫывӑхарах пырӑп та, унтан — шарт, шарт, шарт, умлӑн-хыҫлӑн!

Я поближе стрелять подлезу, и потом — раз, раз, раз, подряд!

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Шарт тӑвать пӳртре хӑрӑк турат, шарт туса сасӑ парать пӗрене тул енчен.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сап-сарӑ та вӑрӑм ҫунатлӑ ҫулӑм, ҫӳлелле вӗҫсе кайма хӑтланнӑн, тем тӗрлӗ те хӑлаҫланать; пуленкесем темшӗн тарӑхнӑ пулас: шарт! та шарт! тутараҫҫӗ хӑйсен пӑшалӗсемпе; тӗлкӗшет, ҫатӑртатать, шартлатать кӑмака хырӑмӗ, уҫӑ сывлӑша туллин туртса илсе ҫынна ӑшӑ хӑтлӑх кӳме васкать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Мӑран кӗсрене апла та капла турткалакан, тилхепе вӗҫӗпе лашана шарт та шарт ҫапакан этем каплипех тарса ӳкес ҫуккине ӑнланать те, анса, чӑтлӑхалла тапса сикет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн интерната таврӑнсан, Пӑлаки аппа, икӗ аллине шарт та шарт ҫапса, Ваҫук тавра тӗлӗнсе утса ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Йывӑҫ шарт! шарт! тӑвать.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗҫех Илле пророк ҫулу ҫапрӗ -куҫа шартарса, тӑхлан пӗлӗте каса-каса, ҫиҫӗм вӑльтлатса, хӗреҫленсе илчӗ, аслати пуш пичке кустарнӑ пек кӗмсӗртетрӗ, «пысӑк калибрлӑ тупӑран кӗрӗслеттерчӗ», шарт! та шарт! аҫа ҫапрӗ, вара тачка ҫумӑр тумламӗсем пат та пат пӑтлатрӗҫ, пӑчлатрӗҫ, унтан ҫӗре харсӑррӑн тӳнккемех пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӑштик-хӑштик сывлакаласа, Ула Тимӗр кукленсе ларчӗ те кӑвайт майлама пуҫларӗ: вӗтӗ хӑрӑк туратсене кирлӗ пек шарт та шарт хуҫрӗ те пӗр тӗле типтерлӗн, шайлаштарса пӗр-пӗрин ҫине хучӗ — купа купаларӗ; ҫакна пӗр хыпаланмасӑр тусан, кӗсйинчен зажигалка кӑларчӗ те чӑрт! чӗртсе ячӗ, анчах… ҫулӑмне купа патне илсе пыма васкамарӗ, пӗчӗк ҫулӑма куҫ ытамне илсе, тарӑн-тарӑн шухӑша ӳкнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫанталӑк шартлама сивӗ; пӑр сӑмсаран ҫил шӑхӑрса вӗрет; паспа пӗркеннӗ йывӑҫсем шарт та шарт! туса ҫурӑлаҫҫӗ; ҫерҫи вӗҫнӗ ҫӗртех шӑнса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӑн та, юмансем пӗри те тепри вулли тӑрӑх шарт та шарт ҫурӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Каллех шарт! шарт! янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Каҫса кайса, ик аллипе пӗҫҫисене шарт та шарт! ҫапса шӑрса ярас пек кулать вӑл.

как примется хохотать да ударять себя по ляжкам, того и гляди в штаны пустит!

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗрлӗ йывӑҫ папкисем те ҫурӑлаҫҫӗ шарт! та шарт!

Почки лопаются звонко.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Шарт! та шарт! ҫеҫ ҫурӑлса тӗрлӗрен шарлаксенче юхрӗҫ кӗмсӗркке пӑрсем ирӗлсе хӗвел ҫинче.

Там в реках и водопадах, словно взрывом, сносит лед.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Вӗлеретчӗҫ вӗт, наччасра пурсӑмӑра та тӗп тӑватчӗҫ! — аллисене шарт та шарт ҫапать тин чупса ҫитнӗ Ехвин, халӗ те ҫӗр ҫинче выртакан Йӑванпа Унеҫӗм кутӗнче кускаласа.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шарт тӗлӗнмелле, шарт хытса каймалла!

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Тата темиҫе ҫапӑҫура эпӗ кашни пемессеренех шарт та шарт сиксе илеттӗм.

 — Еще в нескольких боях трусил, все вздрагивал от каждого выстрела.

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кашни пемессеренех вӗсем шарт та шарт сиксе илеҫҫӗ, пуҫӗсене юр ӑшне чикеҫҫӗ.

При каждом выстреле они вздрагивали и зарывались головой в снег.

27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Анне, — Николашка чӳрече кутӗнчен пӑрӑнчӗ, — мӗн шартлатса ҫурӑлать унта, таҫта аякра: шарт та шарт? — ыйтрӗ вӑл хальхинче шӑппӑнрах.

— Мама, — отодвигаясь от подоконника, уже тише спросил Николашка, — а что это такое далеко бубухает: бубух да бубух?

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех