Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанчӑка (тĕпĕ: шанчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Рикса шанчӑка яланах тӳрре кӑларать, вӑл пӗрре те йӑнӑшни пулман», – тет ун пирки хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Ӗҫре ҫутӑ малашлӑх пур – шанчӑка ан вӗҫертӗр.

На работе намечаются новые интересные перспективы, не упустите шанс.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӗкеҫӗм-чечекҫӗм, пӗр сан ҫинчен уйласа Чӑтса тухрӑм асапа, ҫухатмарӑм шанчӑка.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Мӗн пулӗ, мӗн килӗ шанчӑка шантас мар, Ыйтса пӑхма пӗртте парне шеллес мар», Теҫҫӗ Йӑлӑмкасри яштак ҫамрӑксем: Ҫавнашкалах Шурчари ничкӗн этемсем.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла шухӑшларӑм ӑшра: «Ленинград патне ҫити чакнӑ пулсан та, эпир тискер тӑшмана ҫапса ҫӗмӗрес шанчӑка ҫухатман, вӑл шанчӑк пирӗн кашни атака, кашни ҫапӑҫу хыҫҫӑн ҫирӗпленсе пынӑ. Ҫак шанчӑк мана та тӑшманпа хаяррӑн кӗрешме вӑй-хал кӳретчӗ».

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

«Резидент господин умӗнче кӑна хамӑн ята ярас марччӗ, вӑл мана халиччен шанса тӑнӑ, ҫав шанчӑка мӗнле те пулин упраса хӑварасчӗ ҫеҫ!» — шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

«Только бы не потерять расположения господина резидента, только бы сохранить его доверие!» — размышлял Хородничану.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Халлӗхе эсӗ пирӗн шанчӑка тӳрре кӑлараймарӑн: шкулсенчи комсомол организацисене ертсе пынӑ май эсӗ партин тӗрӗс линине тытса пырайманни уҫҫӑнах палӑрчӗ.

— Пока ты не оправдал нашего доверия: руководя школьной организацией, ты не сумел повести правильную партийную линию.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ун чухне эпӗ хама шанчӑка тивӗҫсӗр ҫын тесе шутланӑ.

— Тогда я считал себя нестоящим человеком, недостойным доверия.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑш-пӗр вак-тӗвек детальсем кӑна тумалла пулин те, Фабиан господина ку пысӑк тупӑш парать, ҫитменнине унӑн авторитетне те чылай хӑпартать, правительство умӗнче шанчӑка кӑларать.

Хотя речь шла только о производстве некоторых мелких деталей, это был жирный кусочек, от которого кое-что перепадало и самому господину Фабиану, не говоря уже о значительном росте его авторитета. Директор школы как бы становился доверенным лицом в правительстве.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шанчӑка алӑран ан вӗҫертӗр, шалти сасса итлӗр.

Не упустите свой шанс, будьте внимательны к подсказкам, которые вам посылает интуиция.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах тискер самана ҫак юлашки шанчӑка та пӗтерсе хучӗ иккен!

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мирон-Нерон-Декамерон, юлашки шанчӑка ҫухатнӑ ҫын евӗр, аллине вӑйсӑррӑн сулчӗ те каллех выртрӗ, вара, оперӑри пек, юрласа тавӑрчӗ, паҫӑрах пуҫланӑ юрӑ ҫаврӑмне халь тин пӗтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫавӑнпа татах калатӑп сана: нихҫан та пурнӑҫра шанчӑка ан ҫухат, хӗрӗм!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Нихҫан та шанчӑка ҫухатма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑвӑра шанмасан эсир хӑвӑра, пултарулӑха кӑтартмашкӑн шанчӑка ҫухататӑр.

Поставив во главу собственную неуверенность, вы упустите шанс проявить себя и свои способности.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, Татьяна, шанчӑка ҫухатас мар.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кирек мӗнле ӗҫ те ӑнӑҫлӑ пулӗ, ҫавӑнпа таврари ҫынсен хисепне ҫӗнсе илес шанчӑка ан вӗҫертӗр.

Любая ваша деятельность будет иметь немалый успех, поэтому не упускайте возможность завоевать уважение у окружающих.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫапах чӑтнӑ, шанчӑка ҫухатман.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пулса иртнисене пӗлтерчӗ, — Пит тӗлӗнтерчӗ сас-хура, — Ман шанчӑка йӑлтах сӳнтерчӗ…

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ҫук, ҫук, ман ӗмӗте салатӗ, Ишсе антарӗ шанчӑка, Ҫурса суранлантарӗ, ватӗ, Кӑкармасассӑн анчӑка».

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех