Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанатпӑр (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир пурте шанатпӑр сана.

Все мы доверяем тебе.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пӗр шухӑшлӑ эпир санпа, ҫӗнтерӗве эпир шанатпӑр.

По духу братья мы с тобой, Мы в искупленье верим оба.

Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Кашни ҫын куҫран пӑхни, кашни ҫын алла тытса чӑмӑртани: «Эпир сире шанатпӑр, пирӗншӗн тунӑ ӗҫӗре нихҫан та манмӑпӑр…», тенӗн туйӑнать.

И каждый взгляд, каждое рукопожатие словно говорит: «Мы верим в вас. Мы надеемся на вас. Мы никогда не забудем того, что вы сделали…»

Автортан // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Эпир — ахаль ҫынсем, пӗр турра ҫеҫ шанатпӑр: эпир турӑсӑр, курӑк сывлӑмсӑр пекех.

Мы — люди простые и чистые сердцем, и воля божья для нас, что божья роса для травинки.

X. Тыткӑнтисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Эпир сана шанатпӑр, пире санӑн ҫамрӑклӑх кансӗрлемест!

Мы на тебя полагаемся, и молодость твоя — нам не помеха!

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эсир ӑна чӑн-чӑнах кӑтартуллӑ тума пултарассине эпир шанатпӑр.

Мы верим в ваши возможности сделать ее действительно образцовой.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Шанатпӑр эпир сана!

— Доверяем мы тебе.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Апла пулин те пирӗн вӗҫем пӗр-пӗринпе тӗл пуласса, хӗмленсе килекен социализмлӑ революци ӗҫне ытти ҫамрӑксемпе пӗрлех хастар хутшӑнасса шанас килет, шанатпӑр та.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куна, хамӑр ӑшра кӑштах шанатпӑр пулсан та, ӗненме йывӑр-ха.

В это трудно было поверить, хотя, может быть, в душе мы и надеялись.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эсӗ лайӑх ача, Серёжа, эпир сана шанатпӑр.

— Ты славный парень, Сережа, мы тебе верим.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Шанатпӑр, чиперех иртсе кайӗ-ха, ҫапах та организмӗ ун хӑрӑк мар.

Будем надеяться, что все обойдется, организма у него все ж не слабая.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑнпа ҫапла пулса тухать те пирӗн: сӗмсӗрленме, куҫ умӗнче ҫӳреме юратман работник пултарусӑр шутланать, яланах алӑ айӗнче пулакан, эпир мӗн хушнине, тӗрӗс мар хушсан та, яланах пурнӑҫлама хатӗр йӑрӑ та чее ҫынна вара эпир тем пекех шанатпӑр.

И получается, что иногда ненастырный, не лезущий в глаза работник ходит у нас в неспособных, а пролаза и проныра, который всегда под руками и всегда готов выполнить любое, даже ошибочное наше распоряжение, пользуется самым большим доверием.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Вӗсене эпир хӗҫ-пӑшалсӑр та шанатпӑр.

— Мы им и без оружия доверимся.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӗсене Россия шаннӑ, — эпир те шанатпӑр!

— Им доверила Россия, — доверяем и мы!

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпир казак ӗҫ ҫыннисене тӑванла алӑ тытатпӑр, фронтовик-казаксем пире шурӑ гвардеецсен бандине хирӗҫ кӗрешнӗ вӑхӑтра шанчӑклӑн пулӑшасса шанатпӑр.

— Мы протягиваем братскую руку трудовому казачеству и надеемся, что в борьбе с белогвардейской бандой мы найдем верных союзников в лице фронтового казачества.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна Сирӗн пата янӑ май, Эсир унран ӑста пулеметчик хатӗрлессе эпир шанатпӑр.

И, посылая ее, надеемся, что Вы сделаете из нее боевого пулеметчика.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫынсем ҫине шанатпӑр, — ним шухӑшласа тӑмасӑр каларӗ Родионов, мӑйӑхӗн вӗҫне пӗтӗркелесе.

— Рассчитываем по людям, — ответил Родионов, тронув пальцем кончик уса.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ ак — хамӑр ҫын, казак, сана ытларах шанатпӑр.

А вот ты — наш, казак, и мы тебе веры больше даем.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Эсӗ кай, Никита, сана шанатпӑр», — терӗҫ.

«Поезжай, Никита, на тебя полная надежда».

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл хытӑ шухӑша кайнипе Рубцов-Емницкий мӗн тухса каланине те асӑрхамарӗ, юлашки сӑмахӗсене анчах илтсе юлчӗ: «Эпир, кӑмӑл тумашкӑн, Сергей Тимофеевича хытӑ шанатпӑр, вӑл пулӑшнипе хамӑр ҫул ҫинчи кирек мӗнле йывӑрлӑха та сирсе ярӑпӑр».

Он так задумался, что пропустил выступление Рубцова-Емницкого и услышал лишь последнюю фразу: «Мы возлагаем, для ясности, большие надежды на Сергея Тимофеевича и с его помощью преодолеем любые трудности, стоящие на нашем пути».

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех