Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанатпӑр (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫа кӗнӗ объектсем малашлӑхра ҫынсен пурнӑҫне лайӑх енне улӑштарасса ҫирӗп шанатпӑр, — палӑртнӑччӗ Олег Алексеевич интервьюра.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Унӑн ятарлӑ счетчӗ ҫине халӑхран ырӑ кӑмӑлпа сахал мар укҫа пухӑнма пултарассине те шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫар ҫыннисем валли кирлӗ ятарлӑ кулленхи хатӗрсене Чӑваш Енре централизациленӗ майпа туянма палӑртаҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ullenhi-ha

Тин ҫеҫ хута кайнӑ спорт комплексӗ те ҫынсене ытларах та ытларах спорта явӑҫтарассине шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

Эпир хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫласса шанатпӑр, — палӑртрӗ Чӑваш Ен культура министрӗ Светлана Каликова.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клуба хӗле кӗриччен хута ярӗҫ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... f%d1%80ec/

Вӑхӑтран вӑхӑта килкелесе курасса шанатпӑр

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӗрлӗ кесеп ӗҫӗ пирӗн ҫукпа пӗрех, ҫавӑнпа эпир кӗркунне ҫине ытларах шанатпӑр — тырӑ пулнӑ ҫул ясак пухма та ҫӑмӑлтарах.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Атте мӗн ҫырса хӑварнӑ Хусантан тухса каяс умӗн: «Часах каялла таврӑнасса шанатпӑр. Ан пӑшӑрхан».

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Часах каялла таврӑнасса шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Иртессе шанатпӑр, — терӗ профессор майӗпен коридорпа утса пынӑ май.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпир, чӑваш священникӗсем, часах хамӑр епархи пуласса та шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпир пурте Гаврил Федоровича шанатпӑр: вӑл чӑн-чӑн чӑваш ывӑлӗ, чӑваш халӑхӗшӗн пуҫне хӗрхенмен Улӑп, унӑн ҫутӑ ҫамки — пирӗншӗн Вифлеем ҫӑлтӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапах та вилӗм ҫинчен шухӑшлакан ҫук — ыран-паян Перемышль крепоҫне ҫӗмӗрсе тӑкасса шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Асламу чиркӗве кайса молебен тутарӗ Сашша ячӗпе, тур пулӑшасса шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эсир вара пуян, — кирек мӗнле пулсан та йӑмӑкӑрӑн укҫи сирӗн пата куҫать, ҫавӑнпа та эпир ҫак ӑнланманлӑха татса парасса шанатпӑр.

Так как вы богаты, — во всяком случае, деньги сестры перейдут к вам, — мы уверены, что недоразумение будет улажено.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хамӑрӑн юратнӑ хуламӑр историйӗпе эпир мухтанатпӑр, унӑн пысӑк пуласлӑхне шанатпӑр тата унӑн ырлӑхӗшӗн тӑрӑшатпӑр.

Мы гордимся историей нашего города, верим в его большое будущее и вместе заботимся о его процветании.

Михаил Игнатьев Шупашкар хула кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/08/19/news-3640810

Эпир «Ӗҫлевпе хӳтӗлеве хатӗр» комплекса ӗҫе кӗртни республикӑра пурӑнакан тата та ытларах ҫынна физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах хутшӑнма хавхалантарасса, ҫапла майпа вара халӑх сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшасса шанатпӑр.

Мы рассчитываем, что внедрение комплекса ГТО позволит мотивировать еще больше жителей республики к систематическим занятиям физической культурой и спортом, а следовательно, укрепить здоровье населения.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Эпир шанатпӑр: ҫавӑн пек кӑна ҫӗнӗ, аталаннӑ экономика туса хума, халӑх тупӑшӗсене ӳстерме тата Чӑваш Ене вӑйлӑ тума май килӗ!

Мы убеждены в том, что только так сможем выстроить новую, развитую экономику, увеличить доходы населения и сделать сильной Чувашию!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Каҫ енне — кӑвар пек, тухтӑра чӗнес темерӗмӗр, мӗне шанатпӑр — хамӑр та пӗлместпӗр.

К вечеру — как огонь, но доктора решили не звать, на что надеемся — сами не знаем.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Сирӗн аҫӑра ҫав ӗҫ пирки эпир малтан калаҫса татӑлнӑ пӗлтерӗшпе эпӗ ҫеҫ евитлеме пултарнӑ, ҫав ӗҫ ӑнӑҫасса шанатпӑр, ҫав ӗҫе лӑпкӑн тата питӗ тӗплӗн туса ирттермелле.

Лишь я мог представить отцу вашему дело в том его значении, о котором мы говорили, в котором уверены, которое нужно рассудить холодно и тонко.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Ҫапла, шанатпӑр, — терӗ Элли.

— Да, мы надеемся, — сказала Элли.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех