Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шалтан (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урасмет Эрнепи тухса ан тарайтӑр тесе алӑка шалтан питӗрсе лартрӗ, Элентейпе Мӑрсук пӗтӗм вӑйпа хирӗҫ тӑракан Неспикепе Северпие тӗрте-тӗрте ярса Эрнепие ҫыхма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хыҫалти хапхине пырса туртса пӑхрӗ — питӗрнӗ, кӗҫӗн алӑкне тӗрӗслерӗ — ӑна та шалтан ҫаклатнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсем вӗсене асӑрхасассӑнах кӗлет алӑкне хупса лартрӗҫ те шалтан тӗкӗ хучӗҫ, вара ним ӑнланмалла мар ҫари! те ҫари! ҫухӑрса юрра ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрман ҫамрӑк сунарҫа шалтан шала илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Халех! — терӗ хӗрарӑм сасси шалтан, — халех, Тукайӑм!

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫӗ хутчен шаккасан та шалтан сас-чӳ илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах шалтан Артур ӑна хаяррӑн вӑрҫни ҫеҫ илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня хӑйӗн пӳлӗмне шалтан питӗрсе ларнӑ, ашшӗпе те хупӑ алӑк витӗр кӑна калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пиншаккин тӳмисем хӑрах енче кӑна, шалтан тӳмелемеллескерсем, ҫухине, пӗчӗк тӑхапа ҫаклатмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Артур патӗнче пулнӑ ҫынсем урама тухма хӑранӑ, хапхисене шалтан питӗрсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Тумланатӑп, кӑштах кӗтсемӗр! — илтӗнет шалтан хӗрарӑм сасси.

— Пусть они подождут, пока я оденусь! — донесся из глубины женский голос.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпӗ туянтӑм ҫеҫ; Товаль вара хӑйӗн ахаль те ҫителӗксӗр вӑхӑтне шалтан капӑрлатма-майлаштарма ячӗ.

Я только купил; Товаль потратил множество своего занятого времени на все внутреннее устройство.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫавӑнпа та тинех пӗтӗмпех уҫӑмланать тесе пӗтӗмлетрӗм те алӑк патӗнчи ҫак шкапа кӗрсе тӑтӑм, ӑна шалтан хупса хутӑм.

Сообразив свои выгоды, я быстро проник в шкап, который стоит у двери, и прикрыл его изнутри.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑрман ҫурчӗ тул енчен пысӑк пек туйӑннӑччӗ, шалтан аплах та мар иккен: те ӑна темиҫе пӳлӗме уйӑрнӑран ҫапла пек.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ку — пысӑках мар пӳлӗм, ӑна шалтан эрешлӗ китай пурҫӑнӗпе сӑрнӑ.

Это была большая каюта, обтянутая узорным китайским шелком.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пукан ҫинчен ҫӗкленмесӗр хама шалтан пӑхса тӗпчетӗп, сӑлтав тупма тӑрӑшатӑп, ӑшӑмра хамран Филатр йӑлӑхтармарӗ-ши тесе ыйтатӑп.

Еще не вставая, я заглянул в себя, пытаясь найти причину и спрашивая, не утомлен ли я Филатром.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Манӑн меланхолилле кӑмӑл-туйӑм ҫак тапхӑрта кӑштах хухрӗ-вӑйсӑрланчӗ, шалтан та ҫирӗплентӗм; ӳт-пӳпе тӗреклентӗм, калаҫма именместӗп, вичкӗнлентӗм.

Меланхолическое настроение мое за это время несколько ослабело, я окреп внутренне и физически, стал разговорчивее и живее.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Шалтан ҫирӗплетнӗ алӑк чӑтӑмсӑррӑн тапни-ҫапнипе силленет, анчах хӑйӗн вырӑнӗнче тӳсӗмлӗн тӑрать-ха.

Дверь, укрепленная изнутри, вздрагивала от нетерпеливых ударов, но стойко держалась на своем месте.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Куҫӗсем айккинелле тӑрӑннӑ, куҫаҫҫӗ те сикеҫҫӗ, япаласене канӑҫсӑррӑн хыпашлаҫҫӗ, анчах вӑл тата шалтан, урӑхла тӗсет, ҫакӑ Горна тӳсӗмсӗр вӗчӗрхенӳ тӑрӑмӗнче курӑнми хӗскӗчре тытать, хӗстерет…

Взгляд его, направленный в сторону, блуждал и прыгал, беспокойно ощупывая предметы, но внутренний, другой взгляд все время невидимыми клещами держал Горна в состоянии нетерпеливого раздражения.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Поп хупӑ ҫӳллӗ алӑкран шаккарӗ, тепре шаккама хатӗрленнӗ самантра Эстамп шалтан уҫрӗ, ҫавӑнтах пӑрӑнчӗ те эпир килсе ҫитнӗрен вӗҫлеймен сӑмахӗсене кравать еннелле пӑрӑнса каласа пӗтерчӗ:

Поп постучал в замкнутую высокую дверь, и, когда собирался снова стучать, Эстамп открыл изнутри, немедленно отойдя и договаривая в сторону постели прерванную нашим появлением фразу:

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех