Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ сана юрататӑп, — тесе, йӗкӗт пӳрт алӑкне хӑпӑл-хапӑл шалтан ҫаклатрӗ, лампӑна вӗрсе сӳнтерчӗ те Хрестука ыталаса илчӗ.
Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Мӗн, атте? — ыйтрӗ Сергей шалтан.
Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Председатель пӳлӗмне те тӳрех иртмерӗ-ха вӑл, малтан хуллен кӑна шаккарӗ, шалтан «юрать» тенине илтсен тин кӗчӗ, унтан, тӗпеле иртсе, Казаковпа Степанова алӑ тытрӗ те лешсем ларма сӗнсен тин сак ҫине кайса ларчӗ.
Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун ҫинчен, шанчӑклӑ пултӑр тесе, шалтан сӑлӑп ярса хураҫҫӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эрехне каялла илсе кӗрес тесе Сахар крыльца ҫине тухнӑччӗ, анчах тутарсемпе чӑвашсем хушшинче пулса иртекен асар-писере курсанах йӑпӑрт кӑна каялла ҫаврӑнчӗ те, лавккине хупса, шалтан кӗле ярсах питӗрсе илчӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫул асаплӑ пулчӗ, юлан утсем пӗр ялта темле хуҫа патӗнче ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн вӑрмана шалтан шала кӗчӗҫ.
1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иртни чӗрене ыраттарса тӑрать ҫав, тепӗр чух шалтан ӑшӑтса, ҫутатса тӑрать пуль.
4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Халех тӑратӑп, — хуравларӗ шалтан Ятламас.
4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫенӗк алӑкне шалтан ҫаклатнӑ-мӗн.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
— Усал тӑшман пирӗн ҫӗр ҫине шалтан шала кӗме пикенет.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Дмитриев Ватӑ Кушак сӑнарне питӗ лайӑх вылять, вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе шалтан еплерех улшӑнни-ҫӗнелни курӑнса-сисӗнсе тӑрать» тесе…
«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.
Ҫав самантра шалтан Анастасия Александровна сасси илтӗнчӗ:
Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Питӗрнӗ алӑка шалтан такам уҫрӗ.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Шалтан Иван пичче аллипе тӑрмалать.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Шалтан сас-чӗв паракан пулмарӗ.
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Малти пӳрт алӑкне шалтан уҫма тӑчӗҫ те уҫаймарӗҫ.
Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Леш усалӗ шалтан шала сӗтӗрет-ха мана.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ӗҫке-мӗне кайнӑ чух мӑн аккӑшсем хапхи алӑкне шалтан сӑлӑп хума калатчӗҫ.стоило тетушке с дядей уехать куда-то или уйти в гости: он сам запирал за ними ворота на засов,
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑль пӑхать те — ӗҫ шалтан шала кӗрсе пырать.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӳртрен шалтан ҫавӑн чулшар курӑнать те, кантӑк ҫумнерех пырса пӑхсан пур япалана та пайӑн-пайӑн мар, пӗтӗмшерӗн курма пулать пуль тесе Янтул пӗррехинче пуҫне чӳрече ӑшне чалӑштарса чикнӗччӗ те кӑшт ҫеҫ хӗсӗнсе ларманччӗ.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.