Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шалтан (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мӗн чухлӗ вутӑ усӑсӑр пӗтет кунта, — каллех шалтан чӗрмеленсе илчӗ вӑрман хӑни.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ах, куҫ-пуҫ ҫутипе каҫ килекен пилӗкри автобуса ӗлкӗресчӗ», — шалтан пӑрчӑклана-пӑрчӑклана илет арҫын утнӑ май, унтан, тутлипе йӳҫҫи, ӑшшипе сулхӑнни хутӑш туйӑмпа тулса тӑвӑлса, юлашки ҫулсенче ҫирӗпленнӗ йӑлапа ӑссӑн леш тӗнчене ичелсӗр ӑсаннӑ арӑмӗпе сӑмахлама пуҫлать:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйне тем пек лӑплантарма тӑрӑшрӗ Марук, анчах пӗр йӑшӑлтатма тытӑннӑ кӗвӗҫӳ хурчӗ чӗре ӑшнелле шалтан шала чаваланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Ну-ка, Паккань, аҫу валли хӗр ҫураҫма кайни ҫинчен каласа пар-ха! — терӗ шалтан тахӑшӗ хӑйӑлти сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тултан ҫеҫ мар, шалтан та чӑн-чӑн кермен: стенисене те, маччине те гипсран тунӑ, эреш-мерешпе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Кульккан пӳртне те кирпӗчрен тунӑ, тултан та, шалтан та штукатуркӑласа шуратнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — шалтан хӗрарӑм сасси илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуянӑн амбарне шалтан питӗрмелли те пулма кирлӗ».

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пыратӑп! — илтӗнчӗ шалтан Макҫӑм сасси.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вӑл вырӑнӗ ҫинчен асӑрханса тӑчӗ, кӗсйинчи электрохунарне тытса пӑхрӗ, пӗр сасӑ тумасӑр ерипен картишне тухрӗ, подвал алӑкӗн ҫӑрине уҫса кӗчӗ, шалтан ҫаклатса, хунарӗпе ҫутатрӗ, алӑк хыҫӗнчи тимӗр кӗреҫене илчӗ те тӗрлӗрен пичкесемпе ещӗксем хушшипе хӗсӗнсе, малалла иртрӗ, тепӗр енчи кӗтесе ҫитсен, чӗркуҫҫи ҫине кукленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑка туртса пӑхрӗ — уҫӑлмарӗ: шалтан ҫаклатнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей, лавккана шалтан питӗрсе, картишне тухрӗ, подвалӑн уҫнӑ алӑкӗ умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей картишне кӗнӗ хыҫҫӑнах калинкке алӑкне шалтан сӑлӑп ячӗ, хӗрпе пӗрле пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑвӑр ҫулӑрпах кайӑр! — илтӗнчӗ те шалтан, алӑк каялла шаплатса хупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ сана юрататӑп, — тесе, йӗкӗт пӳрт алӑкне хӑпӑл-хапӑл шалтан ҫаклатрӗ, лампӑна вӗрсе сӳнтерчӗ те Хрестука ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗн, атте? — ыйтрӗ Сергей шалтан.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Председатель пӳлӗмне те тӳрех иртмерӗ-ха вӑл, малтан хуллен кӑна шаккарӗ, шалтан «юрать» тенине илтсен тин кӗчӗ, унтан, тӗпеле иртсе, Казаковпа Степанова алӑ тытрӗ те лешсем ларма сӗнсен тин сак ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫинчен, шанчӑклӑ пултӑр тесе, шалтан сӑлӑп ярса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эрехне каялла илсе кӗрес тесе Сахар крыльца ҫине тухнӑччӗ, анчах тутарсемпе чӑвашсем хушшинче пулса иртекен асар-писере курсанах йӑпӑрт кӑна каялла ҫаврӑнчӗ те, лавккине хупса, шалтан кӗле ярсах питӗрсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫул асаплӑ пулчӗ, юлан утсем пӗр ялта темле хуҫа патӗнче ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн вӑрмана шалтан шала кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех