Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шаккаса (тĕпĕ: шакка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑк патнелле ҫавӑрӑнсан, Чубук хытӑ ӳсӗрсе илчӗ те куҫӗсемпе аялалла пӑхса, пынӑ ҫӗртех пӑшал аври ҫинче чӗлӗмне шаккаса тасатма пуҫларӗ.

Повернувшись к выходу, Чубук громко кашлянул и, опустив глаза, на ходу стал выколачивать о приклад трубку.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Ӑхӑ, — тесе килӗшрӗ лӑпкӑн Чубук, атти тӗпне чӗлӗмне шаккаса кӗлне силлене май.

— Угу, — спокойно подтвердил Чубук, выколачивая пепел о подошву сапога.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӗсен салтакӗ Хветӗр каҫхинех шаккаса ҫӳрерӗ.

С вечеру стучал Федор, солдат ихний,

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Кайса пӑхӑр, — терӗ Тергенс шӑлавар пӗҫҫисене шаккаса.

— Идите смотреть, — сказал Тергенс, обхлопывая штаны.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пӑлтӑрта икӗ ҫын мӑлатуксемпе ещӗк ҫийӗнчи хӑмасене шаккаса уҫаҫҫӗ.

В сенях двое отбивали молотками доски от ящика.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Ну, халӗ вара санран тусан шаккаса кӑларма пуҫлатпӑр.

— Ну, будем теперь выколачивать пыль из тебя.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

Каҫхине алӑкран сӑпайсӑррӑн шаккаса пӳрте паллӑ мар, ҫӑмӑлттай сӑнлӑ тата хӗрӗнкӗ матрос кӗрсе тӑрсан хӗр хытах тӗлӗнче.

Она сильно удивилась, когда вечером, развязно постучав в дверь, вошел неизвестный ей, легкомысленного вида и навеселе матрос.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗҫ; унтан пӗчӗк пӳртре пурӑнаканскер урайне темӗскерпе витӗмлӗн шаккаса кӑшкӑрчӗ:

Наступила короткая тишина; затем обитатель хижины, внушительно стуча чем-то об пол, крикнул:

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Чи кайран, шӑннипе шӑлне шаккаса, мулат вӑранчӗ.

И третьим, клацая зубами от холода, проснулся мулат.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Оглоблинӗ Машукпа Ехреме ӑсатса ячӗ те тӳрех ял Советне чупрӗ, ҫула май пӗр-икӗ кил кантӑкӗнчен шаккаса, тем каласа хӑварчӗ…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кам хӑямачӗ ҫӗр каҫа шаккаса ҫӳрет? — илтӗнчӗ Ҫтаппан Ехвинӗн сасси.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сӑпани! — кӑшкӑрса ячӗ Телегин, кантӑкран шаккаса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, каллех шӑнтать, авӑ, ун пек чухне камӑн уйра, вӑрман хӗрринче, шӑл шаккаса тӑрас килтӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӗтел хушшинче ларакан тухтӑр, пӗр сӑлтавсӑрах мӑлатукпа хулӑм кӗнекене шаккаса ларать.

Доктор сидел у стола и машинально стучал по толстой книге молоточком.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

— Тепрер черкке шаккаса ӗҫер-ха.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Атя, шаккаса ӗҫер лучшӑ.

Давай лучше чокнемся и выпьем.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Атьӑр-ха пӗрех хутчен шаккаса ӗҫер, — кӗрӳшӗпе хӗрне ҫураҫтарма тӑрӑшрӗ Вера аппа.

Давайте-ка лучше чокнемся и выпьем, — старалась помирить зятя и дочь тетя Вера.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӑл, чӗлӗмӗнчен кӗлне шаккаса кӑларасшӑн пулса, Носовичран пӑрӑнчӗ те, сӑмах майӗпе ҫеҫ каланӑ пек: — Салтак ӑс-тӑнне неприятель вучӗ айӗнче ҫӗнетсе улӑштарас мар пулсан, ӑҫта улӑштармалла-ха тата ӑна, — ҫавӑнта тумалла та вӑл ӗҫе, — тесе хучӗ…

Он отвернулся от Носовича, чтобы выколотить трубку, и — как бы мимоходом: — Где и перестраивать психику, как не под огнем неприятеля, — там-то и перестраивать…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӑй пынине палӑртмалла шаккаса, вӑл алӑк умӗнченех: «Георгий килте-и?» — тесе ыйтать.

Постучавшись особенным образом, он спросил через дверь: «Георгий дома?»

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Таҫта ходик-часси тик-так! туса пӗре уҫҫӑн, тепре ҫемҫен шаккаса тӑни илтӗнет.

Постукивали ходики: тик — ясно, так — мягче.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех