Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шаккаса (тĕпĕ: шакка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай та иртмерӗ, десятски карӑнтӑк айӗсене шаккаса ҫӳрени курӑнчӗ.

И вскоре в окна уже застучал десятский.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Михапар урине васкамасӑр кӑна салтать те тӑлисене лӑстӑр-лӑстӑр силлет, ҫӑпатисене шаккаса тасатать.

Мигабар не спеша разул онучи, старательно вытряхнул их, выстукал лапти.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нарспи тӗлӗк тӗлленет: Ашшӗ йытӑ пулнӑ та Шӑлӗсемпе шаккаса Сиксе ҫӳрет вӑрманта:

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пурте куркасене Алексей енне тӑсрӗҫ, унпа шаккаса ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс ан кай-ха, иккӗн сухаласа ҫаврӑнар, — Анушка, ӑста тракторист пек, мотора наччасах чӗртсе ячӗ, тепӗр минутран трактор вара, тан тӗл пулнӑ хӗрпе каччӑна калаҫтарасшӑн пулнӑ евӗр майӗпен шаккаса, суха касси хӗррипе анаталла, ҫырма еннелле шурӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ак вӗсем аннепе шаккаса ӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кил, иккӗн шаккаса шалт туса ӗҫӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне тусанлӑ урисене шаккаса урапа ҫине хӑпартса хучӗ, япаласем тӗрӗсех пыраҫҫӗ-и тесе урапа хыҫнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Чӑнах та, арӑм, санпа шаккаса ӗҫмен вӗт-ха эпӗ! — хӑпартланнӑ пек пулчӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑтра, яланхилле икӗ хутчен шаккаса, Катя кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эп хам та пуҫласа куратӑп кун пеккине, — стакан тӗпне юлнине тусӗпе шаккаса ӗҫрӗ Ковязин…

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев чирлӗ ҫын кӑкӑрне пӳрнисемпе шаккаса пӑхрӗ, чӗре таппине итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сӑлтавне ыйтма хӑяймасӑр кил хуҫи хӗрарӑмӗ Урасметпа шаккаса пӳрнеске пысӑкӑш черккепе эрех ӗҫсе пачӗ, вӑл ытлашши хӑватлӑ мар пулин те сывлайми пек туса ҫӑварне темӗнччен аллипе хупласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Апат умӗн черккепе черкке шаккаса эрех те ӗҫме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп кӑсӑя валли клеткӑ тӑвап, анне, — тата хытӑрах шаккаса илчӗ Кӗпӗрьян.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун хыҫҫӑн хӗвӗнчен табак енчӗккине кӑларса чӗлӗм аврарӗ, чылайччен вутчульне ҫухӑпа шаккаса ӑвӑ чӗртрӗ, вара чӗлӗмне мӑкӑрлантарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗплӗн шаккаса тасатнӑ кавирсем, алӑк хӑлӑпӗсемпе камин решеткисен йӑлтӑркка пӑхӑрӗ, апатланмӑшри тата ҫывӑрмӑшри чечексем, — пӗтӗм япала Моргиана пӑхасса кӗтсе пурӑнма тытӑннӑ тейӗн.

Тщательно выколоченные ковры, блестящая медь дверных ручек и каминных решеток, цветы в столовой и спальне, — все вещи начали жить, ожидая ее внимания.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫак тӗлте Шебалова пӗр юланутлӑ ҫын пырса шаккаса чӗнсе кӑларчӗ.

На этом месте Шебалова вызвал постучавший в окно верховой.

XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Каялла ҫавӑрӑнсан аванрах пулӗччӗ, — тесе шӑннипе шӑлӗсене шаккаса мӑкӑртатса илчӗ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ горнист.

Воротиться бы лучше, — стуча от холода зубами, пробормотал рыжий горнист.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Чубук мана ерипен тӗртсе, чеен йӑл кулса пӳрнипе ҫын сисмелле мар ҫамкине шаккаса илчӗ.

Чубук тихонько толкнул меня и, хитро улыбнувшись, постучал незаметно пальцем о свой лоб.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех