Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑлетӗн-и, мӗн тенӗ халӑх каларӑшӗнче: «Пырӑр пирӗн пата тӑпрас ҫинче ларма, пирӗн уяв шавне итлеме, сирӗн пата апата пыма вара хамӑрах тавҫӑрӑпӑр».
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫак самантра каҫхи хулан пӗр тикӗс шавне унран та вӑйлӑрах кӗрлев хупласа хучӗ те ачасем пӗр-пӗрне илтми пулчӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Тинӗс хӗрринче ҫаврака чулсемпе хум вылять, старик унӑн шавне илтет.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Павлик нумайччен куҫӗсене уҫса выртрӗ, маслина пек хура куҫӗсемпе тинкерсе йӗри-тавра пӑхкаларӗ, маннӑ пек пулнӑ хула шавне итлерӗ.
X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мӗнле лайӑхчӗ вӑл пӳлӗмре турӑхпа тулӑ ҫӑкӑрне ҫинӗ хыҫҫӑн тинӗсӗн уҫӑ шавне итлесе выртса ҫывӑрса кайма!
X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гусар, хӑйӗн тусанланнӑ ботфорчӗсем ҫине пӑха-пӑха илсе, турткаланать, хирӗҫлет, ҫав вӑхӑтрах хӑна пӳлӗмӗнчен килекен калаҫусен тараватлӑ шавне ытараймасӑр итлет.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ вӑрӑ-хурахсен бригӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ матрос пек: ҫав матросӑн чунӗ тӑвӑлпа ҫапӑҫӑва йӑлтах хӑнӑхса ҫитнӗ, ӑна типӗ ҫӗр илӗртеймест; сулхӑн ката та, лӑпкӑ хӗвел епле савӑнса ҫутатни те ӑна илӗртес ҫук: кунӗпех вӑл тинӗс хӗрринчи хӑйӑр тӑрӑх утать, хум ҫине кӗрсе пӗр евӗрлӗ саспа кӗрлекен тинӗс шавне итлет те тӗтреллӗ инҫете тинкерсе пӑхать: курӑнмӗ-ши унта ҫав кӑвак тинӗспе хӑмӑр пӗлӗт хушшинче шыв чарланӗн ҫунатти пек ҫуталакан ӗмӗтри парӑс?
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кустӑрмасем айӗнче вӗтӗ чул кӑштӑртатни, курӑк чӑшлатни илтӗнчӗ, — ку сасӑ ҫав тери тӗлӗрмелле сасӑ пулчӗ, мӗншӗн тесен ӗҫлекен мотор шавне пула, лётчиксем ҫӗре ларнӑ чух ун пек сасса нихҫан та илтмен.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Наступлени тӑвакан арми пыракан ҫулсем ҫийӗнче пуҫланнӑ сывлӑшри ҫапӑҫу шавне ҫапӑҫакан самолётсен кабинисенчи лётчиксем кӑна мар илтнӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кровать ҫине ларса, лётчик нумайччен хырсен вӑрттӑн шавне итлет, унтан тӑрук, куҫа курӑнакан тӗлӗке хӑваласа янӑ пек, пуҫӗпе сулса илет те унӑн чӗри хаваслӑ ҫирӗп вӑйпа тулать.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мускава Мересьев ку таранччен журналсемпе хаҫатсенчи фотографисем тӑрӑх, кӗнекесем тӑрӑх, кунта килсе курнӑ ҫынсен калавӗсем тӑрӑх, ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче Кремль ҫинчи сехет вӑрӑммӑн янратса ҫапни тарӑх, кунта демонстрацисен ҫӗр тӗрлӗ хаваслӑ шавне радиопа итленӗ тӑрӑх ҫеҫ пӗлнӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Комиссар форточкӑна уҫса хула шавне илтессишӗн пӗртте тӑрӑшман.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр ҫил-тӑманлӑ каҫхине Алексей темӗнле ҫапӑҫу шавне илтнӗ пек пулнӑччӗ.Одной вьюжной ночью Алексей как будто услышал звуки какого-то отдаленного боя.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей мӗн чухлӗ тинкерсе тӑнласан та, ни ҫапӑҫу шавне, ни тупӑ-пӑшал сассине те урӑх илтеймерӗ.Сколько ни прислушивался Алексей, не мог он уловить шума боя – ни стрельбы, ни даже гула канонады.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Германие вӗҫсе каякан снарядӑн вӑйлах мар шавне илтсе, пӗр самантлӑха пурте хытнӑ пек пулса тӑчӗҫ.На один миг все замерли, прислушиваясь к слабому шуму снаряда, улетавшего в Германию.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Чипер тумланнӑ кӗрнеклӗ ҫынпа самолет шавне пӑхмасӑр калаҫкаласа паллашрӑмӑр.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
«Эпир ҫӗнтертӗмӗр. Хамӑрпа пӗрле хурӑн хуппинчен ӑсталанӑ музыка инструменчӗсене илсе килтӗмӗр. Вӗсен сасси вӑрман шавне, ҫулҫӑсен пӑшӑлтатӑвне, кайӑксен юррине аса илтерет. Фестивальте чӑваш юррисене кӑмӑлтан итлерӗмӗр, вӗсен илемӗпе килентӗмӗр», — терӗ.
Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
41. Ҫакӑн пек пысӑк йыш, ҫакӑн пек эшкер шавне, кӑралпа кӗмсӗртеттерсе пынине илтсе пурте хӑраса ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫарӗ ку питех те пысӑк та вӑйлӑскер пулнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑвӑн юррусен шавне Манран аяккалла сир: Эпӗ санӑн кӗслӳ сассине итлессӗм ҫук.23. Удали от Меня шум песней твоих, ибо звуков гуслей твоих Я не буду слушать.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Юррусен шавне чарса лартӑп, ӗнтӗ текех цитра сасси илтӗнмӗ.13. И прекращу шум песней твоих, и звук цитр твоих уже не будет слышен.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.