Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн пек шухӑшланӑ чухне унӑн кӑкринче юнӗ вӗриленсе вӗресе хӑпарать, вӑл ӑратлӑ урхамах евӗрлех сӑмси ҫунаттисене карӑнтарса хурса, шавлӑн хашкаса сывлать, вара, темле курман-пӗлмен инкек пуласса кӗттерекен шиклӗ, тӗттӗм туйӑмпа анӑрашса кайса, «ҫӑтмаха», Лодка патне, хӑйӗн чӗрине ҫывӑх тусӗ патне, хӑйӗн кӳренӗвӗсене сирмелли ҫӗрелле ҫул тытать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
… Урамсенче туп-тулли халӑх пулнӑ, унта та кунта ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑнӑ, темскер вуланӑ, темскер итленӗ; ҫынсем кӑшкӑрашни, юрлани, шавлӑн калаҫни, уйрӑм сӑмахсене хаяррӑн калани, хусканкалани — ҫаксем пурте ҫав вӑхӑтри Парюк хӗрӳллӗ, вӗри туйӑмсемпе, пӑлхануллӑ пурнӑҫпа пурӑннине палӑртса тӑнӑ; чулсен те юн тымарӗ тапса тӑнӑ пек, сывлӑша электричество хумӗ хутшӑннӑ тек туйӑннӑ, вӑл чуна тарӑхтарнӑ та пӑлхатнӑ, кӗрешме, кисретме, хӑрушӑ ыйтусем кӑларса тӑратса вӗсене ҫийӗнчех татса пама, XVIII ӗмӗрти писательсен кӑмӑлӗ мӗнпе тулса тӑнӑ — ҫавсене пурне те туса хума хистенӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Кантура кӗмелли алӑк шавлӑн уҫӑлса кайрӗ; пурте ура ҫине сиксе тӑчӗҫ, пӳлӗме князь кӗчӗ.Дверь в контору растворилась с шумом, все вскочили, вошел князь.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Шуратӑл ҫинчи яланхи шӑплӑх пӗтрӗ ӗнтӗ: авӑ, симӗс гимнастерка тӑхӑннӑ вунӑ-вунпилӗк салтак шлюпка ҫине ларнӑ та ҫыран хӗрринелле ишсе килеҫҫӗ, ыттисем пӑрахут патӗнче шавлӑн, кӑшкӑраша-кӑшкӑраша шыва кӗреҫҫӗ; пӗрисем ишсе ҫӳреҫҫӗ, теприсем кӑкӑр таран шыва кӗрсе тӑрса, шӳт туса пулас, пӑрахута каялла тӗртеҫҫӗ.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Акӑ унӑн куҫӗсем темле хуллен шӑвакан пӑнчӑ ҫинче чарӑнчӗҫ, вара вӑл, ҫав пӑнчӑ мӗн иккенне пӗлсе, шавлӑн, савӑнӑҫлӑн ҫухӑрса ячӗ:
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫӗнӗ пашана янычарсем музыкӑпа, шавлӑн, парадпа кӗтсе илнӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑясем пӗр тӗме ҫинчен теприн ҫине шавлӑн вӗҫе-вӗҫе каҫаҫҫӗ.
Пӑр юрланӑ чух // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ленин, ывӑннӑскер, кӑмӑллӑскер, кухньӑри кран айӗнче ҫӑвӑнма тытӑнать, шавлӑн пӗрӗхтерет шыва унталла та кунталла.
«Ҫитрӗ май — хаваслӑ, чаплӑ…» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Метро станцийӗсенчен, ҫӗр айӗпе иртекен каҫӑсенчен, Киввипе Ҫӗнӗ Арбатран площаделле вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫын утать, «Художественнӑй» кинотеатр умӗнче шавлӑн кӗпӗрленсе пӑтрашӑнать.
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Хӑй шавлӑн сывлать…
Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Хӑрӑмпа та ҫупа вараланса пӗтнӗ хуп-хура пуйӑс, хӑй хыҫҫӑн вакунсем сӗтӗрсе, шавлӑн хашлата-хашлата станца ҫитсе тӑрать.Громко дыша, чёрный, в саже и масле, паровоз подтащил пассажирский состав.
Ирӗке! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Иккӗмӗш класра вӗренекенсем хӑйсен вырӑнӗсене шавлӑн кӗре-кӗре лараҫҫӗ.
Юлташ пул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пӑс машини, пӑхӑрпа та ҫупа йӑлтӑр татаканскер, чӗтре-чӗтре шавлӑн ӗҫлет.Паровая машина, блестя медью и маслом, дрожа от напряжения, шумно работала.
Пӑрахут ҫинче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Сахалтарах! — шавлӑн хашлатса сывларӗ Владимир, — Тепӗр чух ыйтас килет: эхер те пирӗн тӗттӗм, хӑнӑхнӑ пек каласан, сахал вӗреннӗ е пачах та вӗренмен асаттесемпе мӑн асаттесене илемлӗх пире кирлинчен ытларах кирлӗ пулнӑ-и?..
9 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Шавлӑн, уҫҫӑн, каҫса кайса кулать.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Шавлӑн тӑп-тап пускаланине илтетӗп — алӑк анинче ура шӑлать ҫын, унтан акшар сирпӗннипе вараланса чӑпарланнӑ чӑшӑрти курткине хывать, ӑна йӑпӑрт пӑхса илет те, пӗлсе пӗтер унта, те айӑпа кӗнӗн, те ҫиллессӗн, тен, тата савӑнӑҫлӑн та-и: — Каллех! — тет.
2 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Чуппине чакарса пырса, пуйӑс шавлӑн чашлатса чарӑнчӗ, вакунсем, пӗр-пӗрне хӗссе, буферсемпе чӑнкӑртатрӗҫ, хӑма сарнӑ платформӑна пӗр икӗ теҫеткене яхӑн пассажир сапӑнса тухрӗ.
1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Малтанах темӗнле артистсем, Кавказри черкескӑсем, ҫемҫе чувяк-атӑ тӑхӑннӑскерсем, шавлӑн та нумайччен ташларӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Айккинчи алӑкран, шавлӑн калаҫса, зала нимӗҫ офицерӗсен ушкӑнӗ кӗчӗ, малта — ҫӳллӗ, тӳрӗ те вӑрӑм ҫурӑмлӑ, ачаш та юнсӑр сӑн-питлӗ ҫын пырать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Йывӑҫ турачӗсем брезент ҫийӗн шавлӑн ҫапа-ҫапа илме пуҫланӑ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.